Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Атте-аннене суйламаççĕ, нацие те çаплах. Этем çав несĕлте çуралса амăш сĕчĕпе пĕр-пĕр наци çынни пулса аталаннă.
Наци теми яланах черчен, унпа пĕрлех çивĕч те, çавна пулах вăл анлă сарăлман. Наци ыйтăвне хускатсан калаçура чи малтан ăс, тавракурăм, чăтăмлăх кирлĕ. Унсăрăн харпăр нацийĕн пĕрлĕхĕпе чысне чи пысăк хаклăх вырăнне хурса ыттисене хисепе хумасăр кӳрентерме пулать. Çапах та наци теми кашни халăхах пырса тивет: пĕчĕк халăх-и вăл е пысăк-и… Çак сисĕмлĕ ыйтăва уйрăмах тимлĕх уйăрас пулать, мĕншĕн тесен вăл кашни çыннăн чунри туйăмне пырса тивет. Çавăнпа та унăн туйăмне хĕстермелле мар, унсăрăн вăл пружина пек хăçан та пулин каялла тапма пултарать. Тĕслĕх – Совет Союзĕ арканни. Нумай политик халăхсен туйăмĕпе усă курчĕ те ун чух.
Шухăшлама пултаракан кашни ăслă çын хăй ĕмĕрĕнче: «Кам эпĕ? Мĕнле наци çынни? Мĕнле йăх-несĕлтен? Йăхташăмăрсен историйĕ, йăли-йĕрки, культури мĕнлерех?» тесе хăйĕнчен ыйтатех.
Кашни халăхăн хăйĕн историйĕпе культурине тĕпчекен çынсем пур. Вĕсем çак ыйтăва ыттисенчен витĕртерех, анлăрах кураççĕ, çавăнпа наци пуласлăхĕшĕн хăйсене яваплă туяççĕ.
Анчах тăван халăха, анне чĕлхине юратма ятарлă пĕлӳ кирлех-ши? Хăшĕ-пĕри (кăшт çӳллĕрех вырăна ларсан) хăй хăш йăхран тухнине пытарса тăван чĕлхерен ютшăнать, калаçмасть, тăванĕсемпе хутшăнмасть. Хăшĕ пачах «манать» – хăй хулана кайиччен тăван чĕлхепе пупленĕ пулсан та. Шел, кун пек тĕслĕх сахал мар. Вăл кашни халăхăнах пур. Чĕлхе – халăхăн тĕп палли, ĕмĕр сӳнми ăс-тăн чечекĕ, ăрусене çыхăнтаракан çăлкуç. Ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру каять, тепри çуралать, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать: халăх юрри–сăввинче, юмах-халапĕнче, халăх сăмахлăхĕнче. Наци пуласлăхĕ – чĕлхере.
Хăвăн нацине юратмалла-и? Калăпăр, пĕр наци ачи хăйĕн амăшне хытă юратать, амăшĕнчен çывăх çын уншăн Çĕр чăмăрĕ çинче урăх çук та. Çапла юратнипе вăл теприн амăшне кая хумасть, кӳрентермест. Теприн хăйĕн юратакан ывăлĕ-хĕрĕ пур. Ку танлаштару тăрăх çапла пĕтĕмлетӳ тума пулать: амăшне, чĕлхине юратакан ывăлĕ çеç теприн ывăлĕ амăшне мĕнле юратнине пĕлет.
Çавăнпа та тăван халăха чунран юратсан, унпа мăнаçлансан, халăх умĕнче яваплăха туйсан çеç этем ирĕккĕн сывлама, чĕлхепе уççăн калаçма пултарать.
Халăх хушшинчи туслăх та юрату никĕсĕ çинче тăрать. Вăл пĕр-пĕрин чĕлхипе культурине чунран юратса хисеплесен çеç çирĕп пулать.
 
Çĕнĕ хула.
 
: 991, Хаçат: 16 (1212), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: