Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш алфавитне тата çырулăхне йĕркеленĕ , чăваш халăхне çутта кăларнă Патриархăмăр - Иван Яковлевич Яковлев – çуралнăранпа 165 çул çитет. Вăл чăваш халăхне каласа хăварнă пил сăмахĕ – Халалĕ – пирĕншĕн пурнăç Кĕнеки пулса тăчĕ.
 
Чун Халалĕ ăс патăр пире
 
Ун çинчен сăвă çырма пит йывăр.
Ун çинчен калас сăмах юлман.
Ун Халалĕ ăс-тăн чулĕ – сăвăр.
Ун Халалĕ… Ун пекки пулман.
 
Турă панă вăй-хăват унра пур.
Халăхшăн хыпса çунни – юнра.
Шеллемен, ура хунă ăна хур.
Парăнман, вăл тунă ĕç – тупра.
 
Туслăхпа çемье уншăн – сăваплă.
Татулăх тени ылтăнпа тан.
Мал туртăмлăх тени ытла хăватлă,
Пехиллес туртăм тата ăçтан?!
 
Ăруташсен шăпи Патриархшăн
Шутланнă пĕрремĕш вырăнта.
Канăçсăр чĕри тапнă халăхшăн.
Пур çыншăн та пулнă хурăнташ.
 
Ăс-хакăл еткерлĕхĕн çăлкуçĕ
Çултан-çул вăйлăланса юхать.
Телей тупнă чăвашсен Çул пуçĕ
Турăпа пĕрле пулма хушать.
 
«Килĕшсе ĕçленĕ ĕç усăллă», -
Тенĕ Шурсухал Халалĕнче.
«Ултавпа тупнă телей» - пусмăрлă,
«Тĕреклĕ мар» - арканать тĕнче.
 
Чăвашлăх тӳпинчи çутă çăлтăр
Яковлев вăл – уçлăхри Тӳре.
Çутăлăх пулса упранса юлтăр
Чун Халалĕ, ăс патăр пире!
 
: 1061, Хаçат: 16 (1212), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: