Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван халăх юррисем, хайлавĕсем… Вĕсене пурте: пĕчĕк ача та, йĕкĕт е хĕр шутне кĕнĕ çамрăк та, пурнăç инкекне, нуши-асапне пайтах курнă ватă та – юратса итлеççĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕ илтсен – пурсăмăрăн та кăмăл-туйăм çĕкленет, юрлас килет: чуна касакан хурлăхлă кĕвĕ илтсен – чĕре ыратса каять, салху пусать. Çавăн пек салху самантсенче вара куç умне ярăм-ярăм шăрçаланса тăван халăхăмăрăн хуйхи-суйхи, кунĕ-çулĕ тухса тăрать…Калемпе те чечекпе тĕрленмен çав тăван халăхăмăрăн историйĕ — хĕçпе те пăшалпа, юнпа та куççульпе çырăннă…
Халăх юрри вăл — халăх чунĕ, хавалĕ, унăн çуначĕ, мăн асаттесем пехиллесе хăварнă хаклă ĕнчĕ (жемчуг) пек, ăруран ăрăва килекен иксĕлми ăс-хакăл, ĕмĕрсем хушши хывăнса-якалса пынă пуянлăх.
Çав чĕре тĕпĕнчен тухакан юррисенче унăн куççуль пек таса туйăмĕ, чун илемĕ, патриотизмĕ, çынлăхĕ сăнарланса юлнă. Вĕсенче эпир хăй ирĕклĕхне сыхлама, хăй ятне-чысне упрама пĕлекен халăхăн чун хавалне куратпăр. Вăл юрăсенче мĕн сĕм авалтан ятсăр юрăçсем: сухаçăсемпе кĕтӳçĕсем, çĕвĕçсемпе пăхăрçăсем, тимĕрçĕсем, «тĕнче касма» тухса кайнă çынсем кĕсле е сĕрме купăс, сăрнай е тăмра каланă май юрланă. Ялтан яла, хуларан хулана, хупахран хупаха, килтен киле çитнĕ вĕсен юрри-сăвви. Хăйсен тĕлĕнмелле чаплă юрри-сăввипе ятсăр юрăçăсем тăван халăх чун-чĕринче ырă туйăм, çирĕп шанчăк хускатнă: ырăпа усала уйăрса илме, пуш параппан çапакан суеçĕ ăçтиçука тăрă шыв çине кăларма, пусмăрçăсене чĕререн кураймасăр питлеме вĕрентнĕ.
Халăх сăвви-юррине итленĕ чухне эпир тăшмансене хирĕç çапăçакан паттăр йĕкĕтсене, ирĕксĕр качча панă хĕрсене, чунсăр-непсĕр пуян таврашне тавăрма шут тытнă каччăсене, вăрçăра пуçĕсене хунă ывăл-хĕрне е мăшăрĕсене асăнса, татăлса йĕрекен чăваш хĕрарăмĕсен сăнарĕсене куç умне илетпĕр.
Анчах чуна тăвăнтарса ирĕк шухăша сăнчăрлакан патша самани вăхăтĕнче çав нимле мулпа танлаштарайми пуянлăх халăх куçĕ умне анлăн тухса тăрайман. Халăх поэзийĕ патша кантурçисене сахал кăсăклантарнă.
Çав йывăр саманара та вырăс халăхĕн мал ăслă çыннисем чăваш халăх пултарулăхне тĕпчес ĕçе наука шайне çитерме ĕмĕтленнĕ, ун илемлĕхĕ çинчен ырă сăмах каланă. Çак ĕçе чи малтан Хусан университечĕн профессорĕ В.А. Сбоев пуçарса янă. 1851 çулта унăн «Исследование об инородцах Казанской губернии. Заметки о чувашах» ятлă кĕнеки çапăнса тухнă. 1877-1900 çулсенче Н.М. Мальхов, Н.И. Ашмарин, В.А. Мошков тĕпчевçĕсен ĕçĕсем пичетленеççĕ, вĕсенче чăваш халăх юррисен тĕслĕхĕсене чылай илсе кăтартнă. 1852-1860 çулсенче чăвашсен паллă тĕпчевçин, çыравçин – С.М. Михайловăн очеркĕсем тухаççĕ.
Каярахпа çак пархатарлă ĕçе чăваш культурине чĕрĕлĕх хăвачĕ паракан И.Я. Яковлев ертсе пынипе Чĕмпĕр шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ялти учительсем хутшăнаççĕ. 1908 çулта И.Я. Яковлев тăрăшнипе «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» кĕнекен пĕрремĕш томĕ çапăнса тухать. Çав çулах чăваш литературин чи малтанхи анталогийĕ – «Сказки и предания чуваш» кун çути курать.
Килте çук телее ютра шырама тухса кайнă чăвашсен юррисене те («Эпир Истанпула кайиччен», «Кайăпăр, тăвансем, тинĕс леш енне», «Ырă пурнăç шыраса») чуна ыраттармасăр вулама çук. Çитмен пурнăç мĕскĕн чăваша тĕнче тăрăх салатнă, тĕрлĕ тĕнсенче хӳтлĕх шыраттарнă. Тăван çĕртен-шывран, халăхран татăлса кайнă чăвашсем, ерипен хăйсен йăли-йĕркине, юрри-сăввине, чĕлхине манса пынă. Ку вăл халăхăмăрăн Октябрьти революцичченхи çĕр тĕслĕ инкек-синкекрен, асапĕсенчен пĕри.
 
: 901, Хаçат: 16 (1212), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: