Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пётр Петрович Егоров 1731 çулта Чулхула кĕпĕрнинчи пĕр чăваш ялĕнче çуралнă. Унăн ячĕ унччен мĕнле пулни паллă мар. Вăл грузин кнеçĕн Дадианин çемйине лекет. Кунта ют ачана хăйĕнни пек пăхнă: тĕне кĕртнĕ, ячĕпе ашшĕ ятне кнеçĕнни пек Пётр Егорович панă. Чăваш ачине кнеç вулама, çырма шутлама вĕрентнĕ. Ачан ӳкерес пултарулăхне асăрхасан рисовани тата живопись урокĕсене пама тытăнаççĕ.
1755 çулта Пётр Егоров Дадиани кнеç сĕннипе Петербург хулине пурăнма куçать. Вăл архитектор пулма ĕмĕтленет. Экзамен ăнăçлă парса строенисен Канцеляри ученикĕ пулса тăрать. Вĕреннĕ чухнех вăл Зимний дворец тата Петергоф çурчĕсене тунă çĕре хутшăнать.
1761 çулта экзаменсем парса архитектор пулăшаканĕ звани илсе хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçлать. Пĕрремĕш ĕçĕ — Пярну хулинче (Эстони) тĕслĕхлĕ православи чиркĕвĕ туса лартать. Пётр Егоров Петропавловск крепоçĕн, Смольный мăнастирĕн, Мрамор керменĕн тата Петербургри ытти капăр çурт-йĕрĕн проектне тунă çĕре хутшăннă. Унăн чи паллă ĕçĕ, ят-сумне çĕклекенни — Çуллахи садăн эрешлĕ карти. Картан илемĕ мĕнпур тĕнчене тĕлĕнтернĕ.
Пётр Егоров архитектура шкулĕнче вĕрентнĕ. Вăл тӳрĕ кăмăлĕпе, ăс-тăн шайĕпе, тăрăшулăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Ĕмĕрĕпех архитектор çумĕнче ĕçлеме тивнĕ ăна. Архитектор званине илме тата ытти наградăсене тивĕçме ăна вырăс мар пулни чăрмантарнă. Юлашки кунчченех вăл строенисен Канцеляринче вăй хунă.
1789 çулхи çу уйăхĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. 34 çул тĕп хула илемĕшĕн тар тăкнă çынна пытарма та укçа-тенкĕ уйăрман.
 
: 1120, Хаçат: 16 (1212), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: