Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тамара Гурьева – чăваш компози-торĕсен юррисене чи малтан эфира кăларакан тата эстрада çине тухакан юрăç-сенчен пĕри.
Вăл Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химипе технологи училищинче вĕреннĕ, унтан Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинчи хор дирижёрĕсен уйрăмĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн Тамара Гурьева Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче пилĕк çул хушши юрлать, 1978 çулта Чăваш радиопа телевидени хорне куçать. Тамара Изосимовна 1982 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин ятне илме тивĕç пулнă. Хальхи вăхăтра вăл чăваш патшалăх академи капеллинче юрлать.
Унăн юратнă композиторĕсем: Филипп Лукин, Фёдор Васильев, Юрий Кудаков тата ытти те. Сăмахран, Филипп Лукинăн «Уçланкăри палан», «Икĕ пуç кăшăлĕ», «Юратмасăр юрă çуралмасть» юррисем Тамара Гурьева ăсталăхне кура юрра-кĕвве кăмăллакансем патне анлă çул хыврĕç.
Тамара Гурьевапа Зоя Лисицына пĕрле юрланă юрăсем уйрăмах ăнăçлă пулса тухаççĕ.
Зоя Лисицына Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче 1952 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинчи вокал уйрăмĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ. 1974 çулта Зоя Лисицына Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрлама тытăнать. 1980 çулта ăна культурăра тунă ĕçсемшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин хисеплĕ ятне параççĕ. 1985 çулта вăл Чăваш халăх артисткин ятне илме тивĕçет.
Халĕ вăл Чăваш патшалăх академи капеллинче юрлать.
 
: 975, Хаçат: 16 (1212), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: