Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кĕмĕл пуç хатĕрĕсене паян арпаштаракансем нумай. Мĕнпе уйăрăлса тăраççĕ-ха вĕсем пĕр-пĕринчен?
Тухья — шĕвĕр тăрăлли — хĕрсем тăхăнмалли пуç хатĕрĕ.
Хушпу — качча кайнă хĕрарăмсен. Шел, паянхи юрă ушкăнĕсенче юрлакан çулланнă хĕрарăмсем хушшинче тухья тăхăнакансене куркалатпăр. Тухья вăл — хĕрупраç палли. Çавăнпа та çур ĕмĕр урлă каçнă арăмсем çинче вăл пит кулăшла курăнать. Эпир сцена çинче чăваш халăх культурине кăтартатпăр пулсан çамрăк ăру патне пирĕн хамăр еткерлĕхе тĕрĕс илсе çитерес пулать.
Хушпу тата ама, шӳлкеме те тухья, тевет те мăй çыххи, сăрка та алка çаплах-ха хăйсен авалхи илемĕпе илĕртеççĕ, мăнаçлăх туйăмĕ вăратаççĕ.
Пуçа тăхăнмалли япаласен кăшкарне килте тунă тиртен, шăлапиртен е шултра йĕтĕн çиппинчен ятарласа тирсе тунă пиртен ăсталанă.
Хушпу икĕ тĕрлĕ пулнă: конус евĕрли тата шлем евĕрли.
Тухья та икĕ тĕрли пур: пĕри — шĕвĕр тăрăллă, теприн унашкал тăрă çук. Хушпăвăн çурăм хыçне анакан пайĕ пур. Тухьян – çук. Тухья, хушпу е ытти çавăн евĕр япаласем тунă чух ăстасем тĕрлĕ илемлĕх меслечĕсемпе усă курнă. Кашни шăрçа пĕрчине, кашни кĕмĕл тенке вĕсем пĕлсе те вырăнлă çĕлесе хунă.
Хушпу тӳпине уçă хăварнă. Вăрман енчисен хушпăвĕ хупă тăрăллă. Пĕчĕк калпак майлă. Ăна пĕтĕмпех вĕтĕ тата вăтам капăшлă кĕмĕл тенкĕпе витнĕ.
Чипер тухьясем хушпуран кĕмĕл тенкисемпе мар, вĕт шăрçаран тунă кăткăс тĕррисемпе, ярапасемпе уйрăлса тăнă.
 
: 1316, Хаçат: 16 (1212), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: