Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Çĕнĕ Малăкла районĕ «Малыклынский каравай» ятпа Атăл тăрăхĕнчи халăх культурисен иккĕмĕш фестивальне ирттерчĕ. Ăна йĕркелекенсем – Çĕнĕ Малăкла район администрацийĕ тата Ульяновскри Халăх культура ценрĕ. Уява Тутар, Чăваш, Мордва Республикисенчен, Самар Енрен, Ульяновск, Димитровград хулисенчен, Мелекесс, Сăр районĕсенчен пурĕ 20 юрă-ташă ушкăнĕ (250 ытла артист) килсе çитнĕ. Уявăн тĕп шăнăрĕ – чăвашсем. Хăнасене кĕтсе илме çĕнĕмалăкласем тăватă хутлă пысăк, кăпăшка çăкăр пĕçернĕ. Ăна чи сăваплă вырăна — сцена умне вырнаçтарнă. Икĕ енĕпе тырă кĕлтисем лартса тухнă. Унсăр пуçне килнĕ хăнасене парне пама 100 ытла çаврака, илемлĕ çăкăр пĕçерсе хатĕрленĕ.
Пĕрремĕш кун
Чи малтанах хăнасене район центрĕнчи «Радуга» Культура çурчĕ ăшшăн йышăнчĕ. Ульяновскри «Терминал Модолс» модель агенстви районти Культура çурчĕсĕнче ĕçлекенсемпе тата ялта пурăнакан çамрăкĕсемпе «Театр моды, как возможность реализации творческого потенциала молодёжи в сельской местности» темăпа семинар ирттерчĕ. Агенство ертӳçи Н.Н. Сергеева малтанах ӳсĕмсем пирки каласа пачĕ. Районти çамрăксем валли те мода центрне уçма сĕнчĕ. Унăн хĕрĕсем мастер-класс кăтартрĕç. Сцена çине хĕрсене чĕнсе илсе илемлĕ тăма, утма, çаврăнма вĕрентрĕç. Аслăраххисем те çак «урока» хаваспах хутшăнчĕç. Унтан пухăннисем автор ĕçĕсене курса киленчĕç.
Çавра сĕтел
Вунултă сехетре район администраци çуртĕнче «Толерантность: взаимодействие народов и культур» темăпа çавра сĕтел тытăнчĕ. Унта фестивале йĕркелекенсем, Çĕнĕ Малăкла район администраци çыннисем, Атăл тăрăхĕнчи халăхсен наципе культура автономи председателĕсем, тĕн çыннисем, обществăлла организацисен пуçлăхĕсем, юрă-ташă ушкăнĕсен ертӳçисем пуçтарăнчĕç. Ăна район администраци пуçлăхĕн çумĕ С.Д. Капиркина ертсе пычĕ. Сăмах район пуçлăхĕ И. Н. Мухутдинов илчĕ. Уяв ячĕпе саламланă хыççăн вăл районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, кăçалхи тухăç аван пулнипе савăннине пĕлтерчĕ.
-Пирĕн район тĕрлĕ наципе пуян: тутарсем – 31 процент, мăкшăсем – 28, вырăссем – 21, чăвашсем – 17, чикансем, азербайджансем, эрменсем – 5. Телее, халăхсен хушшинче хирĕçӳ тавраш çук. Кашни халăх хăйĕн культурипе, ĕçченлĕхĕпе палăрать. Эпир кашни халăхăн йăла-йĕркине хисеплетпĕр. Çавăнпа «Малыклинский каравай» фестивале ирттересси те йăлана кĕрсе пырать – кăçал иккĕмĕш хут уявлатпăр»,- терĕ вăл пурне те фестивале хутшăнма кăмăл тунăшăн тав туса.
Çавра сĕтел виçĕ сехет ытла пычĕ. Районти вĕрентӳ уйрăмне ертсе пыракан ентешĕмĕр О.А. Михайлова вырăнти тĕрлĕ нациллĕ шкулсенче вĕрентӳ ĕçĕ мĕнлерех пыни çинчен каласа пачĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентекен Н.В. Романова, таврапĕлӳ музейĕн пуçлăхĕ Р.Ф Ильина, О.С. Самаркина психолог ĕç опычĕсемпе паллаштарчĕç, йывăрлăхсене асăнса хăварчĕç, ыйтусене хуравларĕç.
УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев пухăннисене Чĕмпĕр чăвашĕсен ятĕнчен саламланă хыççăн сăмахне кăçалхи Пĕтĕм Раççей Акатуйĕнчен тытăнчĕ.
-Кăçалхи Акатуйра питĕ вăйлă çумăр çурĕ. «Ку вăйлă тыр-пул пуласса»,- терĕ халăх. Чăнах та, кăçал хуçалăхсем нихçанхинчен вăйлă тухăç пухса кĕртрĕç. Турри чăвашсене уйрăмах çывăх пулни куçкĕретех. Кунпа область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов та килĕшрĕ», - терĕ вăл.
Унтан вăл халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессине область администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрни çинче чарăнса тăчĕ. Вĕçĕнче Çĕнĕ Малăкла районĕнче йăла-йĕркене, чĕлхемĕре упраса хăварас енĕпе вăй хуракансене Тав хучĕсем парса чысларĕ, ăнăçусем сунчĕ.
Эрмен, осетин, азербайджан халăхĕсен çамрăкĕсем тухса калаçнине итлеме интереслĕ пулчĕ.
Вĕсен тĕп шухăшĕ – Раççейри шкулсенче кирек мĕнле чĕлхене вĕренекен ачан та вырăс чĕлхине пĕлмелле, çума-çумăн пурăнатпăр пулсан – пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплемеллех. Çакăнпа пурте килĕшрĕç.
Православи тата мăсăльман тĕнĕсен çыннисем ачана çураличченех Турра юратма вĕрентмелли, ĕненекенĕн туйăмне хисеплемелли пирки калаçрĕç. Начар тĕслĕхсене асăнса сивлерĕç. «Тĕн – нумай, Турă – пĕрре çеç»,- терĕ Çĕнĕ Малăклари чиркӳ настоятелĕ Алексей атте.
Кашни тухса калаçаканăн тĕп шухăшĕ çапларах янăрарĕ: «Пĕр-пĕрин культурине хисеплесен кăна халăхсен хушшинче туслăх пулать. Паянхи уявăн тĕллевĕ те çавах». Юлашкинчен Резолюци йышăнчĕç.
Фестиваль уçăлчĕ
Конференци хыççăн аякран килнĕ юрă-ташă ушкăнĕсем районти ялсене саланчĕç. Çичĕ сехетре вĕсен вырăнти Культура çурчĕсенче концертсем памалла. Тепĕр кунне артистсен Çĕнĕ Малăклана таврăнса фестивале хутшăнмалла.
Каç чаршавĕ ансан (вунтăхăр сехетре) Культура çурчĕ умне вырнаçтарнă пысăк çцена çинче фестиваль уçăлчĕ. Курма пынисене малтан район ертӳçи Ильяс Мухутдинов саламларĕ. Концерт программи Шупашкартан килнĕ «Асамат» эстрада ушкăнĕн (ертӳçи Леонид Антонов) хаваслă юррипе тытăнчĕ. Конферансье тивĕçне Леонид пурнăçласа пычĕ. Репертуар анлă та интереслĕччĕ. Чăваш, тутар, мордва, эрмен, осетин, азербайджан артисчĕсем хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Номерсен хушшинче модель агенствин чиперккисем нацисен костюмĕсене кăтартрĕç. Каçхи сцена çинче чăвашсен кĕмĕл тумĕ уйрăмах тĕрлĕ çутăпа ялкăшрĕ.
Çав вăхăтрах сцена çывăхĕнчи лапамра Ульяновскран килнĕ «Огниво» ушкăн çулăмлă ташшисемпе тыткăнларĕ. Хура тумлă хĕрсемпе каччăсем аллисенчи вутпуççисемпе тĕлĕнмелле хусканусем кăтартрĕç.
Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕ çамрăксен дискотекипе çур çĕр тĕлнелле вĕçленчĕ.
 
(Малалли çитес номерте).
 
: 992, Хаçат: 38 (1130), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: