Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăплăхра кĕрмешетĕп хуллен
 
Шăплăхра кĕрмешетĕп хуллен
Сăмахпа ĕмĕтсем тĕрлесе,
Сăвăлатăп чунтан-чĕререн,
Ĕçлемен хама хам шеллесе.
 
Инçех мар пек телейлĕ кунсем,
Сум кĕтет пек тăван чăваша.
Вăй-хăватлă юмах-вакунсем
Çитеççех пек кунти тавраша.
 
Ыткăнать пек мала пăравус
Чăвашсен телейне сĕтĕрсе,
Кăшкăрать пек: «Чăваш, куçна уç!
Ан ирттер вăхăтна тĕлĕрсе!
 
Миçе çул ерипен тĕлĕрен,
Туптаман эс чăнтан кăмăлна!
Шав «пиçмен пашалу» пĕçерен
Кăтартмасăр шалти тăвăлна!
 
Пурăнан çырлахса хывăхпа,
Юрăсем кăшт юрлам пек туса.
Туслă эс ĕмĕртен хурлăхпа,
Йăмрана юратан, ăвăса.
 
Юман пек нихăçан та пулман,
Вăрман пек нихăçан кашламан,
Мăн çӳпçӳ çуррине те тулман,
Хăв камне халиччен ăнланман!
 
Гербу, гимну пур. Сăвăç нумай
(Çапăçаççĕ кĕрхи автансем!)
Çаврăнать карусель çиле май,
Армутиллĕ хирсем, çарансем…
 
Ыткăнать малалла пăравус
Чăвашсен телейне сĕтĕрсе?
Çитеет-ши ман шанчăкăм-тус?
Илеесчĕ, шăпаçăм, кĕтсе.
 
25.02.2013.
 
Кăмăл
 
(Вулама çеç ансат сăвă)
 
Мĕн-ма тулмасть-ши манăн кăмăл?
Пĕрмай чуна тем илĕртет.
Илĕртнине тупсассăн çăмăл,
Çыратăн – çăмăллăх çĕтет.
 
Каллех, каллех темскер шыратăн
Çăмăллатмашкăн кăмăла.
Мĕн тупнине каллех çыратăн,
Анчах туймастăн çăмăла.
 
Урса каять хăрушă тăвăл,
Тĕнче тăрать пек шăхăрса!
«Вĕçне çитет» алхаснă кăмăл,
Чуна хурать пек тавăрса.
 
Кăмăл – тăвăл! Тăвăл – сăвă!
Пĕр вĕçсĕр, чунăм, сăвăла!
Çуралчĕ сăвă, кăмăл – хăвăл,
Каллех кĕтетĕн тăвăла.
 
Тулмасть, тулмасть нихçан та кăмăл,
Пĕрмай чуна тем илĕртет!
Кун-çул иртет – пулмарĕ çăмăл,
Ман юн – шыравсăр, сивĕнет…
 
09.02.2013.
 
Чăваш чĕлхи çинчен
 
(Хальхи)
 
Эх, тыллаççĕ сана, лутăркаççĕ,
Пĕрчĕн-пĕрчĕн татса çунатна.
«Ăсчахсем-паттăрсем» тупăнаççĕ,
Сапаласшăн чакан хăватна.
 
Купаланнă «шыравçăн» тиевĕ,
Миххисем туллиех кăпăкпа.
Янăрать ун суя ĕсĕклевĕ:
«Вăл пĕрле шав тăван халăхпа».
 
Ĕмĕтне парнеленĕ компьютер,
Ун хуранĕ – халаплă тĕнче.
Плагиатшăн, тен, урăх тус çук-тăр,
Чапшăн вут çуннă чух чĕринче.
 
Шеллесе мĕскĕне эс вулатăн
Витĕрех кивĕнмен «опуса».
Каяшпа «тăхăнтарнăн» туятăн,
«Сочинени» тăмасть çур пуса.
 
Эх, Чĕлхемĕр - Аттемĕр-аннемĕр,
Шурă хут, епле эсĕ чăтан?!
Куç хăлхи тăхăнать-и тĕнчемĕр,
Пăлханать Çĕр, поэт, чăмăртан!
 
Ман çумра хаш! сывланă пек Çеçпĕл,
Кăвакарнă пек çыртнă тути.
Куçĕсем, куçĕсем çеç темскер тилмĕреççĕ!
Кантăкра ирхи шуçăм çути…
 
08.02.2013.
 
Шăпамăр камăн аллинче?
 
Вăрçăри пек паян чакатпăр,
Сахалланатпăр çулсерен.
Çĕр çийĕнчен, тен, çухалатпăр
Уйăрăлса çут тĕнчерен.
 
Профессорсен малаш прогнозĕ
Хаяр, хăрушă – сăнă пек:
Вĕсен хуçалăхĕ-колхозĕ
Пире калать: «Çитет инкек!»
 
Çур миллион чăваш çухалнă
Çак çирĕм çуллăх хушшинче!
Калаттăмăр: «Вĕçме çуралнă!»
Шăпамăр камăн аллинче?
 
Чĕлхемĕр хывăхлă-арпаллă.
Вăл пăтранса пырать куллен.
Мĕскер юлать парне памалăх?
Хăть шăт, хăть пĕт, кӳрен, эрлен…
 
Мĕн-ма поэт Çăлавçă мар-ши?!
Истори пулăмĕ – хăват.
Камран ыйтар: Ăçта утар-ши?
Чăнах йăваш пуль çав чăваш.
 
Пĕри калать: «Мĕн хушнă Турă,
Мĕнле шутлать Вăл – çав пулать».
Ăçта çĕр пинлĕ сăвă-юрă?
Шутлатăн – кăмăл хуçăлать.
 
Çухалнă-пĕтнĕ могиканлăн
Тымарсăр юлĕ-и çĕршыв?
Çутатмĕ-ши малашлăх анлăн,
Хумхатмĕ-ши ыраш шăрши?..
 
Чăваш правительстви, конгресĕ,
Тен, тупĕç тĕрĕс сукмаксем?
Профессорсен малаш прогнозĕ
Парсанччĕ «хăрăк туратсем…»
 
07.02.2013.
 
Хирĕçле улшăну
 
Чун хурлăхĕн тĕсĕ – хура:
Хупланнă хĕлхемĕ хĕвелĕн.
Суранлă, тăхланлă ура,
Хупа ху тулашăн, кĕвелĕн.
 
Суранлă чун шиксĕр, кăра,
Тумламсăр юлсассăн телейсĕр.
Кун-çулĕ шăвать тăлăра,
Вĕçевсĕр, шеллевсĕр, тĕллевсĕр.
 
Çуралнă, шутлать, кăлăхах.
Тĕнчийĕ-юмахĕ – пĕчченлĕх.
Пĕччен хăварать хурлăхах,
Хăвачĕ çĕтсессĕн çĕнмелĕх.
 
Куллен пăрăнать çĕн йĕртен
Сукмак хĕррине, айккине:
Çухалнă - чĕнен, илĕртен,
Сарать ютшăну аркине.
 
Лекет ун хура ытамне,
Иртни курăнать тĕлĕкре:
Чăтать пек такам ылханне
Тĕтреллĕ ĕлккен ĕлĕкре.
 
Ирпе чĕтренсе вăранать,
Пĕчченлĕх хуратнă питне.
Чухлать-ши ăçта вăл анать?
Пĕр алăксăр авăр тĕпне...
 
Сукмакĕ анмашкăн яка,
Тавралăх пуш-пушă,этемсĕр.
Курмасть-ши çӳлти маяка?
Хура çыннăн чунĕ – хĕвелсĕр!
 
28.01.2013.
 
Пултару
 
Хăш чух ыйтатăп Туррăмран:
- Мĕнрен мана, Патшам, пултартăн?
Уйрăлаймастăп юррăмран!
Чуна мĕскер хурса тултартăн?
 
Тивсе çĕкленнĕ вутăмран
Пуш-хир кăлканĕ пек çунатăп.
Пайăркаланнă çуттăмран
Тавра çуталнă пек туятăп.
 
Эс пӳрнĕ хӳхĕм йăлкăмран
Шав сарăлса пырать хĕлхемĕм.
Чура тин тарнăн тыткăнран –
Вĕриленсе чĕтрет телейĕм.
 
Чечек сарса, юратупа
Кĕтмест ăна пуш-хир пушарĕ.
Чунра çеç сулăмлă тупа:
Ан чактăр Пӳлĕхçĕ кăварĕ!
 
Пулам эп пилсĕр, вут пулам,
Алхастăр тухатуллă çулăм!
Юрлам, мĕн виличчен юрлам!
Çак пулĕ чи телейлĕ çулăм.
 
Калех ыйтатăп Туррăмран:
- Мĕнрен мана, Патшам, пултартăн?
Калать пек Турăçăм: «Тăмран,
Чун кĕртрĕм. Юрăпа тултартăм».
 
07.01.2013.
 
Кĕтевлĕн
 
Кăмака та хутрăм –
Ăшă лутра çуртăм.
Хăй çути те çутрăм,
Вунă пирус туртрăм…
 
Кантăкран пăхатăп –
Тăкăрлăк пĕр чунсăр.
Сывлами тăнлатăп –
Юлнă пек чун юнсăр…
 
Кĕвĕлет çеç шăрчăк,
Оптимист çак тусăм.
Çурăкра вăл – шăпчăк,
Пит кичем-çке унсăр.
 
Юррине итлетĕп,
Тем аса илетĕп…
Эс килен, пĕлетĕп,
Çавăнпа кĕтетĕп!
 
12.10.2012.
 
Тĕп вăй
 
Хам тăван чĕлхене сăпкара йĕнĕ чух илтнине,
Кукамай юратса пуçăмран лăпкаса илнине,
Сăпкана сиктерсе, юрлакан юррине
Паянччен те чухлап чĕрере пуррине.
 
Вăл юрлать хăйне май, ерипен, савăнса-хурланса,
Макăрса чарăнатăп тинех, каяс пек ывăрса.
Кукамайăм силлет хуллен çеç сăпкана,
Кĕрсе юлнă юрри ĕмĕре хăлхана.
 
Эп чухлатăп паян чăвашра хăватсем çĕтнине,
Тăвансем хашкаса таçталла-ниçталла утнине,
Чĕлхене хамăртан йĕрĕнсе тĕртнине,
Чапшăн-сумшăн ăна пикенсе сутнине.
 
Кăтартсассăн суя бутафор-канихвет хучĕсем,
Алчăраççĕ вара «паттăрсен» пуçĕсем-куçĕсем!
Ик сăмах чăвашла, ыттине – вырăсла
Калаçаççĕ вĕсем хутăшла-силосла.
 
Эп утатăп хуллен хумханса-хурланса киле май,
Шăлаймасть пуçăмран лăпкаса-юратса кукамай.
Анчах та хам тăван ĕмĕрхи юррине
Паянччен те чухлап чĕрере пуррине.
 
14.03.2013.
 
: 1091, Хаçат: 16 (1212), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: