Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Историлле пĕр пайлă пьеса
 
Пьесăри çынсем:
Яковлев Иван Яковлевич – авланман каччă. Хусан вĕренӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ.
Григорьева Екатерина Васильевна – учительница. Качча кайман хĕр.
 
1875 çул. Авăн уйăхĕ. Чĕмпĕр хули.
 
Çутă та таса пӳлĕмре Яковлевпа Григорьева чей ĕçсе, калаçса лараççĕ.
Григорьева (кулкаласа). Чĕмпĕрти гимназире вĕреннĕ чухне хам пурăннă хваттере килмен пулсан эсир ăçта пурăннине те пĕлес çукчĕ.
Яковлев. Хваттер хуçи арăмĕ сирĕн çинчен тăтăш аса илет, питĕ сăпай хĕрачаччĕ тет. Ĕçченччĕ чикки çук тет.
Григорьева. Урайне çуса тасатса пӳрт-çурта пĕрмай хам тирпейлесе тăраттăмччĕ, унăн кĕпи-йĕмне те хамах çăваттăмччĕ. Пӳрт умĕнче çĕр улми лартмалăх пысăк мар çĕр лаптăкĕ пур, ăна та çуркунне хам чаваттăмччĕ, вăл пуçтаратчĕ. Варвари инкепе питĕ килĕштерсе пурăнаттăмăрччĕ.
Яковлев. Паян кун та ырăпа çеç асăнать вăл сире.
Григорьева. Эсир лайăх хваттер тупнă.
Яковлев. Пĕр эрне кăна пурăнатăп-ха кунта. Тĕрĕсне каласан çурлан 26-мĕшĕнче мана Хусан вĕренӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕн ĕçне шанса пачĕç. Вăт çавăнтанпа Чĕмпĕрте пурăнатăп.
Григорьева. Килĕшет-и çĕнĕ ĕç?
Яковлев. Ман умĕн ку ĕçре ĕçлекен Николай Иванович Золотницкий хăй ĕçне юхăнтарса янăран паян ак канмалли кун та ĕçреччĕ-ха эпĕ.
Григорьева. Эсир миçе шкула тĕрĕслесе тăратăр халь?
Яковлев. Тĕрĕссипе, чăваш шкулĕсене пурне те тĕрĕслесе тăма тивĕç, анчах та хальлĕхе Чĕмпĕрти чăваш шкулне çеç тĕрĕслеме ирĕк пачĕç-ха мана.
Григорьева. Ытти шкулсене кам тĕрĕслесе тăрать?
Яковлев. Халăх шкулĕсен директорĕ Илья Николаевич Ульянов тĕрĕслесе тăрать. Апла пулин те чăваш шкулĕсенче ĕçлекен учительсене ĕçе илме, ĕçрен хăтарма мана ирĕк панă.
Григорьева. Халь эсир пирĕн аслă хуçа эппин.
Яковлев (куларах). Астăвăр çав, мана кӳрентерме ан тăрăшăр, атту хăвăрах начар пулĕ.
Григорьева (куларах). Ют çын мар-ха эпĕ сирĕншĕн, кирлĕ вăхăтра, тен, хута та кĕрĕр. (Яковлев шарламасть.) Шӳтлетĕп, паллах, шӳтлетĕп.
Яковлев. Эпĕ халь куллен ялсене тухса çӳретĕп. Ĕнер Пăва уесĕнчи чăваш шкулĕсенче пултăм, çитес эрнере те Пăва уесĕнчех пуласшăн-ха, çитсе курмалли чăваш ялĕсем сахал мар унта.
Григорьева. Шкулсем кам аллинче шутланаççĕ вĕсем?
Яковлев. Кам аллинче пулччăр, земство аллинче.
Григорьева. Сирĕн служба тивĕçлĕхĕ анлă-ха, ăна туятăп, «инспектор» тенĕ сăмах хăех ăнлантарса парать, прависем анлă-и вара инспекторăн?
Яковлев. Хальлĕхе влаçсем çукпа пĕрех манăн. Эпĕ чăваш ыйтăвĕсемпе сĕнӳ, канаш паракан специалист çеç шутланатăп. (Куларах.) Ман канаша земствăра йышăнма та пултараççĕ, йышăнмасса та пултараççĕ. Шкулсенче вĕрентекен учительсем те, священниксем те, хальлĕхе ман ĕçе хакламаннине курса тăратăп, анчах тӳсетĕп-ха кĕтнĕ вăхăт çитиччен. Шкулсенче вĕт инспекторсăр пуçне земство кăна мар, училищный совет та тĕрĕслесе тăрать. Земство шкулсене укçа-тенкĕпе пулăшать, училищный совет вара тӳрĕрен тӳрĕ тĕрĕслесе тăрать шкулсене. Тĕрĕсне каласан, земство та, училищный совет та пĕрле килĕштерсе ĕçлеме тивĕç, анчах вăл килĕшĕве эп çитсе курнă шкулсенче асăрхамарăм-ха…
Григорьева. Училищный совет камсенчен тăрать вара?
Яковлев (Григорьевана хăна тунă май). Земствăран пĕр-икĕ-виçĕ çын кĕрет унта, хула организацийĕсен-чен , шалти ĕçсен министерствисенчен, духовенствăран. Пĕр сăмахпа каласан, уесри дворянсен предводителĕсем училищный советсене ертсе пыраççĕ кĕпĕрнере. Чăваш ыйтăвĕсене татса пама çăмăл мар ку чухне, йĕп çăрхи витĕр кăларма тивет кашни ыйтăва.
Григорьева (чей ĕçнĕ май). Мĕн чăрмантарать вара?
Яковлев. 1869 çулта халăх училищисен инспекторĕсем йĕркеленнĕ хыççăн чăваш шкулĕсене те паян кунчченех вĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Кĕпĕрнери училищный совет членĕсем пуларах вĕсем пур влаçа та хăйсен аллине ярса илнĕ, вăт çавна пула хальлĕхе ман влаç тени сахалтарах. (Кулса илет.) Тĕрĕссипе, Хусан вĕренӳ округĕнчи пур чăваш шкулĕсем та мана пăхăнса тăма тивĕç, хальлĕхе ку ыйтăва татса паман-ха, час кăна ку ĕçе татса параяс çук пек туйăнать мана.
Григорьева. Сире ĕçре чăрмав пулать вĕт кун пек.
Яковлев. Мĕн тăвас тейĕн... Чăваш халăхне çутта кăларас ĕçре халăх инспекторĕсем мана чăрмав кăна мар, сăтăр кӳме те пултараççĕ.
Григорьева. Халăх училищисен инспекторĕсем йышлăн-и вара?
Яковлев. Кашни кĕпĕрнере пĕр çынччĕ халиччен, кăçал халăх училищисен инспекцийĕсенче училищĕсен директорĕ штатне уçнăранпа инспекторсен хисепĕ те ӳсрĕ, виç-тăват çынна та çитрĕ.
Григорьева. Шкулсенче лайăх учительсем çитмеççĕ, вăт çак пысăк чăрмав пек, ман шутпа.
Яковлев. Çав тарăхтарать те, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Тавтапуç çăкăр-тăвара, хăна тунăшăн пысăк тав сире, Иван Яковлевич. (Турăш умне тăрсах сăхсăхать.)
Яковлев. Эсир Чĕмпĕре мĕн ĕçпе килнĕччĕ, Екатерина Васильевна?
Григорьева (куларах). Хула курма килтĕм. Чĕмпĕрте çичĕ çул хушши гимназире вĕрентĕм пулсан та халь вăл маншăн ют хула пек. Паян мĕнччен хулара çӳресе те пĕр палланă çын та тĕл пулмарăм. Эпир сирĕнпе пулнă вырăнсене те çитсе куртăм.
Яковлев. Ăçта-ăçта пултăр?
Григорьева. Пур тĕле те çитсе куртăм, ӳкĕнĕçне хăвармарăм.
Яковлев. Атăл айĕнче те пултăр-и?
Григорьева. Пултăм. Эпир Сирĕнпе пĕрремĕш хут тĕл пулнă вырăнта ӳсекен улмуççи сачĕ халь йăлт юхăнса кайнă, чылай йывăç хăрнă, чылайăшне каснă, сад пахчин илемĕ юлман. Эпир сирĕнпе паллашнăранпа пайтах вăхăт иртрĕ, апла пулин те пĕр-пĕрне ăнланса çитеймерĕмĕр. (Чӳречерен пăхать.) Варвари инкене кĕтсе илсе пулать-ши паян, çук-ши?
Яковлев (сĕтел пуçтарнă май). Лавккана продуктăсемтуянма кайрĕ пулмалла вăл. Ятарласа килнĕ япала кĕтĕр ĕнтĕ, вăрах тăмасть пуль-ха.
Григорьева. Кӳрĕр, хам сĕтел пуçтарам. (Сĕтел пуçтарать.)
Яковлев. Тархасшăн. (Пăрăнать.) Хусан шайĕнчен Чĕмпĕр пĕчĕк хула пулсан та пĕрех чуна çывăх. Сире те çапла-и?
Григорьева (сĕтел шăлса тасатнă май). Юлашки вăхăтра мана Хусан йăлăхтарсах çитернĕччĕ ĕнтĕ, хаçан кăна вĕренсе тухам-ши тесе пӳрне хуçлатсах кун шутлаттăмччĕ.
Яковлев. Мана Хусан йăлăхтарман. (Чей ĕçнĕ хыççăн аллине çуса тасатать, шăлăнать.)
Григорьева. Сирĕнпе мĕн калаçма, сирĕн пулас арăмăр Хусанта пурăнать. Атăл айне ансан паян мана мĕн-тĕр япăх пулчĕ. Кăмăл хуçăлса килчĕ те пĕр вăхăт йĕрсе илтĕм. Ун чухне Атăл айĕ савнă вырăнччĕ, халь унта та кичем. Унчченхи кăмăл-туйăм аса килчĕ, унчченхи çутă ĕмĕтсем, юрату… Пурте çухалчĕç. Урăхран нихăçан та каялла çаврăнса килес çук вĕсем. Халь çав илемлĕ вăхăтсене аса илмелли çеç юлчĕ. (Чӳречерен урамалла пăхса тăракан Яковлев çине пăхса.) Ӳлĕмрен пĕрре мар чĕререн тарăхса хĕрхенĕп-ха хамăн çамрăклăха аса илсе. Ун чухне эп çамрăк пулнă. Манăн чĕрере пĕрремĕш юрату пулнă. Эп пĕлнĕ тăрăх, сирĕн те пĕрремĕш юрату пулнă куран, Иван Яковлевич? (Яковлев чĕнмест, вăл тарăн шухăша путнă.) Иртсе кайрĕ пирĕн вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр. Шел. Питĕ шел. Ун чухнехи пек шутлама, ун чухнехи пек хама туйма, пурнăçа ун чухнехи пек ăнланма, тавçăрса илме тем тесен те халь пултараяс çук. Ĕненнĕ эп сире ун чухне. Сирĕн кашни сăмахăра ĕненнĕ, пуласлăха шаннă, кĕтнĕ. Анчах пуласлăха кĕтсе илеймерĕм. Тăшман кĕчĕ пирĕн хушша.
Яковлев (тарăхса). Мĕншĕн хăвăрăн айăпăра йышăнасшăн мар эсир, Екатерина Васильевна? Мĕншĕн пĕрмай мана çеç айăплатăр? Пирĕн уйрăлушăн пĕр эпĕ кăна айăплă-ши вара?
Григорьева. Эпĕ сире ун чухне нимĕнле усал сăмах та каламан. «Вĕренсе тухмасăр пуç çине шур пĕркенчĕк пĕркенместĕп», - тесе çеç каларăм. Сире ун пек калани те юрамарĕ, тӳрех пăрахса кайрăр, мана вут-çулăм айне пĕр-пĕччене тăратса хăвартăр. Мĕн тупрăр-тăр эсир çав «пиçсе çитмен çырлара», пĕлместĕп. Сире илтме йывăр ку сăмахсене, туятăп. Анчах эпĕ çичĕ çул хушшинче капланнă сăмахсене калама тивĕç паян.
Яковлев. Эсир ман характера пĕлетĕр вĕт, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Мĕн каласшăн вара унпа?
Яковлев. Вырăссен лайăх сăмах пур…
Григорьева. Мĕнле сăмах?
Яковлев. «Коней на переправе не меняют», - теççĕ. Илтнĕ пуль ку сăмаха.
Григорьева. Илтнĕччĕ. Эсир тепĕр хут аса илтернĕшĕн тавтапуç.
Яковлев. Кӳренме кирлĕ мар мана, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Эпĕ сире кӳренместĕп. Телей çеç сунатăп.
Яковлев. Уншăн тавтапуç.
Григорьева. Паян хулара çӳренĕ май Глазовсен çурчĕ умĕнче те чарăнса тăтăм.
Яковлев. Александра Ардалионовна тахçанах качча кайнă, ачи те пур вĕсен.
Григорьева. Пĕлетĕп. (Вăрăм тăхтав.) Эсир ман пата, Иван Яковлевич, Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухне те, Хусанта вĕреннĕ чухне те юратса çӳремен, çапла вĕт. (Яковлев çаплах чӳречерен урамалла пăхса тăрать.) Пытармастăп, эпĕ хам та малтанласа сирĕнпе юлташла çеç çӳрерĕм, Хусана вĕренме кайсан вара чăннипех юратса пăрахрăм эп сире. Эсир мана сайра хутра кăна чуптунă пулсан та ун чухне эпĕ юрату асамлăхĕнче пурăнаттăмччĕ. Эпир сирĕнпе тĕл пулни, театра е концерта кайса килни маншăн калама çук пысăк савăнăçчĕ. Иртрĕç манăн савăнăçлă вăхăтсем. Икĕ çул çитет кĕçех эсир манран сивĕннĕренпе. Çав икĕ çул хушшинче эсир пĕр хут та мĕнле пурăнать-ха Екатерина Васильевна тесе ман хваттер алăкне пырса шаккамарăр. Эпĕ мĕнле тарăхнине пĕр хам кăна пĕлетĕп. Эпĕ сире курасчĕ тесе темиçе хутчен те университета пытăм сирĕн пата, тĕл пулаймарăм. Тен, эсир мана курсан та курмăш пуласшăн пулнă-тăр. Мĕншĕн çав таранччен кулмаллаччĕ манран? Мĕншĕн?! Мĕн туса айăпа кĕнĕ эп сирĕн умăрта, Иван Яковлевич? Ан тив, эсир манран писнĕ пулсан та эпĕ хамăн юратăва мĕнле майпа сӳнтерем-ха? Шыв сапсан та, юр сапсан та сӳнмест вăл. Сӳнмест!
Яковлев. Манăн кăкăра та чĕре вырăнне чул чиксе хуман, Екатерина Васильевна.
Григорьева. Сирĕн кĕçех туй. Пирĕн ку хĕрпе каччă ĕмĕрĕнчи юлашки тĕлпулу. Çавăнпа та ирĕк парăр мана, Иван Яковлевич, хамăн калас тенĕ сăмахсене сире пĕлтерме.
Яковлев (салхуллăн). Калаçăр, итлетĕп.
Григорьева. Эпĕ паянхи тĕлпулăва икĕ çул хушши кĕтрĕм. Мана сиртен нимĕн те кирлĕ мар, сире курассишĕн çеç ятарласа Чĕмпĕре килтĕм. Хусанта сире курма май çукчĕ, эсир пĕрмай Ильминский патĕнчен тухма пĕлместĕрччĕ. Эсир мĕншĕн Ильминский патĕнче хăвăра валли ăшă йăва шырани халь маншăн вăрттăнлăх мар. Çук, эпĕ сире уншăн кӳренместĕп. «Хĕрлĕ калпак» сăмахĕсем халĕ те-ха хăлхара: «Ытла сăпай ан пулăр, ытла сăпай пулсан Турă панă телейĕре те тепри туртса илме пултарать. Ман пек хăюлли куç умĕнченех çавăтсах каять сирĕн Яковлева», - терĕ. Çапла, вăл хĕрача хăюллă пулчĕ, хам куçăм умĕнчех ман савние илсе кайрĕ. Ӳпкевĕм çук ман ăна, çамрăксем халь пиртен хăюллăрах ӳсеççĕ.
Яковлев. Эсир вара хăвăра хăюсăр тесе каласшăн-и?
Григорьева. Хусанта вĕреннĕ чухне эп сирĕн умăрта тем тесен те паянхи вунтăваттăри хĕратьсенчен хăюсăр пулнă. Сире курсан йăлт улшăнса каяттăмччĕ. Юн вĕриленсе каятчĕ. Пит пĕçеретчĕ. Эсир калаçма тытăнсан тин пĕртакран лăпланаттăмччĕ. Эпĕ эсир калаçнине итлеме юрататтăмччĕ. Сирĕн çине пăхса савăнаттăмччĕ. Эсир кирек хăçан та çĕкленӳллĕ кăмăлпа чунăра уçса калаçаттăрччĕ, вăт çав килĕшетчĕ мана. Эпĕ киленсе кайсах пăхса лараттăм вара сирĕн çине. Халь ак сирĕнпе курса калаçни те маншăн пысăк телей.
Яковлев. Эсир пĕр манпа курса калаçассишĕн анчах Чĕмпĕре килтĕр-и?
Григорьева. Эпĕ чăваш чиркĕвне япала çакма килтĕм.
Яковлев. Мĕн сăлтава пула?
Григорьева. Чухлаймастăр-и сăлтавне?
Яковлев. Çук, чухлаймастăп.
Григорьева. Шел. (Кайма пуçтарăнать.)
Яковлев. Эсир каясшăн-и? Хуçяйкка кĕтместĕр-и вара?
Григорьева. Тепĕр чух килĕп-ха. Эсир авланнă хыççăн пĕрех ку хваттерте майрапа пурăнас çук. Ирĕклĕ пурнăçпа пурăнма хăнăхнă вырăс хĕрне чаплă хваттер кирлĕ.
Яковлев. Хальлĕхе хваттер ыйтăвне татăклăн татса паман-ха.
Григорьева. Авланиччен татса паратăр пуль-ха.
Яковлев. Туй хыççăн кунта пурăнмастпăр паллах. Тĕрĕсне каласан хваттер пур манăн. Хăть паян кайса пурăн. Ăшне кĕмен-ха. Эп унта пăртак ĕçлесе пĕтереймен кăлтăксем пур, çавна пула вăхăтлăха кунта пурăнатăп.
Григорьева (пысăк тĕкĕр умĕнче капăрланнă май). Майра хĕрĕ чăваш хĕрĕ мар вăл. Туй хыççăнах упăшкине алла илет. Эсир ырă шухăшлă тата çирĕп кăмăллă çын. Апла пулин те пĕрре мар асăнăр-ха иртнисене. Ун чух чавса çывăх пулĕ те…
Яковлев. Екатерина Васильевна, ăнлантарса хăварăр, тархасшăн, мĕн сăлтава пула чăваш чиркĕвне япала çакма килнĕ вара эсир?
Григорьева (ассăн сывласа янă хыççăн). Эсир ăна манран мар, Турăран ыйтăр. Эпĕ мĕншĕн чиркĕве сĕлкĕ çакса хăварнине пĕр Турă çеç тĕрĕсне каласа пама пултарĕ сире. Куратăр пуль, ман тута та чĕтрет, ал-ура та чĕтрет, пĕтĕм ӳт-шăнăр чĕтрет манăн. Чирлетрĕр эсир мана, Иван Яковлевич. Чирлетрĕр. Юрату чирĕпе чирлетрĕр.
Яковлев. Лăпланăр, Екатерина Васильевына, лăпланăр…
Григорьева. Çывăрма выртсан та эпĕ çывăрса каяймастăп. Ыйăх килмест манăн. Пĕрмай сирĕн çинчен шухăшлатăп. Кăнтăрла та манăн туйăм вĕчĕрхенсе çӳрет. Тăтăш йĕретĕп. Хама валли ларса тăма вырăн тупаймастăп. Ăш вăркать манăн. Мĕн-тĕр çитмест манăн кунта. (Чĕри тĕлне кăтартать.) Çитмест! Эсир, Иван Яковлевич, вĕреннĕ, ăслă çын. Çавăнпа та ăнланма тивĕç: ак çакăнта чун пушă пулсан малашлăхра мĕн ыррине кĕтмелли пур?
Яковлев. Ăнланатăп сире, Екатерина Васильевна, ăнланатăп. Ларăр, тархасшăн, лăпланăр.
Григорьева. Эп капла та сире йăлăхтарса çитертĕм. «Хăçан тухса кайĕ-ши ку?»-тесе куçран калама именсе тăратăр эсир халь мана. Мĕн, тĕрĕс мар-и?
Яковлев. Екатерина Васильевна! Ырă çыннăм! Пăрахăр асапланма. Кирлех-и çав таранччен тарăхма?
Григорьева (кайма пуçтарăнать). Мана хамăн илемлĕ çамрăклăх нихçан каялла таврăнмалла мар çухални тарăхтарать, асаплантарать. Иртнĕ пурнăçăм – çук, ăна эпĕ çухатрăм. Хамăн çамрăклăхăмпа пĕрле хама та çухатрăм. Паянхи пурнăç – илемсĕр, чуна ыраттараканскер, мĕншĕн тесен паянхи пурнăçра эсир çук манпа юнашар, пĕр пĕччен эпĕ, çавăнпа хăратăп паянхи пурнăçран. Вăл маншăн киревсĕр, çăткăн, хирĕçӳллĕ, харкашуллă, ултавлă та асаплă, куççульлĕ. (Куçĕ шывланать.) Вăт çапла манăн пурнăç паян кун, Иван Яковлевич. Çавăнпа чиркĕве килтĕм те тӳссе тăрайманран. Хамăн хуйхăма-суйхăма аттеме каласа панă пулăттăм, аттем çук, аннепе канашланă пулăттăм, аннем çук. Çывăх çыннăмпа хамăн тертĕме çурмалла пайланă пулăттăм, çывăх çыннăм та çук. Гимназире вĕреннĕ чухнех хваттерте пурăннă Варвари аппа, тен, хуйхăма-суйхăма сирсе ярĕ тенĕччĕ, ăна та тĕл кӳреймерĕм, унпа калаçса ăша та пусараймарăм.
Яковлев (тумланать). Эсир лавçăпа килнĕ-и?
Григорьева. Мана ăсатса ярасшăн-и вара? Эп пĕчченех каятăп.
Яковлев. Ăнланăр, Екатерина Васильевна, эпĕ те туйăмсăр çын мар. Ман чĕремрен юратăвăн юлашки сĕткенне пăчăртаса кăларма, тархасшăн, ан васкăр.
Григорьева. Çук! Çук! Çук! Мана ăсатма кирлĕ мар. Кирлĕ мар! Кирлĕ мар! Кирлĕ мар! Кирлĕ мар! Эпĕ пĕчченех каятăп! (Каясшăн пулать.)
Яковлев. Тăхтăр-ха, тăхтăр!
Григорьева. Ан çыпăçăр ман çума!
Яковлев. Кĕтерук! Эсир илемлĕ. Сирĕн калама çук ачаш сасă. Кăмăлăр сирĕн калама çук лайăх. Шăпа пире тивлет пӳрменшĕн эпĕ айăплă мар. Шел, пире уйрăлма тӳр килет.
Григорьева. Юлашкинчен çакна каласшăн сире, Иван Яковлевич: эпĕ халиччен пулса сирĕнсĕр пуçне никама та юратса курманччĕ, эсир манăн пĕрремĕш юрату. Пирвайхи юрату нихăçан та сӳнес çук. Тытса ан тăрăр мана, тархасшăн, кăларса ярăр. Эпĕ сирĕн çине лăпкăн пăхма пултараймастăп. Ура айĕнче те, ăш-чикĕмре те вут çунать манăн. Эсир мана текех юратма пултарайманнине пĕлетĕп эпĕ. Çавăнпа та халь ман пуçра урăх шухăш. Ман кунтан каяс пулать. Сывă пулăр, тăванăм. Чипер юлăр. Мана усалпа ан асăнăр. Алă парсах уйрăлар. (Алă тăсать.) Эсир мĕн, манпа алă парса уйрăласшăн мар-и вара? Мĕншĕн чĕнместĕр, Иван Яковлевич? Сирĕн чунăр манран тарса пытаннă-и? Куççульпе мар, савăнăçпа уйрăласшăн эпĕ сиртен. (Савăнăçлăн кулать.) Телейлĕ пулăр, Иван Яковлевич! Пĕр-пĕрне çилленсе çӳрер мар, ма тесен эпир пĕрне-пĕри нимĕнле усал та туман. Сирĕн пулас мăшăрăра та эпĕ кӳренместĕп. Мĕншĕн тесен сывлăм шывĕ пек таса хĕр вăл. Тупа тунине ĕненетĕр пулсан тупа тусах калатăп: эпĕ сире юратнă, юрататăп, малашне те пĕр сире çеç юратса пурăнăп. (Яковлева питĕнчен чуптуса илет.) Сывă пулăр! (Хăвăрт тухса каять.)
Яковлев (чӳрече уçса ярать). Чипер кайăр, Екатерина Васильевна! (Алă сулса ăсатса янă хыççăн салтăнать.) Мĕн тăватăп-ха эпĕ? Мĕншĕн салтăнатăп? Пирĕн Екатерина Васильевнапа малашне те пĕрле ĕçлемелле-çке-ха! Вăл мана усал сунмарĕ. Хăртмарĕ. Ятламарĕ. Çынсене шанас пулать. Унсăрăн пурăнма çук. Шанчăка çухатма юрамасть. (Васкаса тумланать.) Екатерина Васильевнана хăвса çитсе унран каçару ыйтмалла. Пуриншĕн те каçару ыйтмалла. Мирлешсе, килĕштерсе асатма тивĕç эп ăна. Ман хуçяйккă сутмалли чечексем пур терĕ, ăçта вĕсем? Ăçта? (Шырать.) Акă вĕсем! Кĕрхи чечексем! (Чечек çыххи илет.) Хăвса çитетĕп те чечек çыххи тыттаратăп эпĕ ăна. Юратăва усал чĕлхепе мар, чечекпе кĕтсе илсе чечекпе илемлĕн ăсатса ямалла. (Чечек çыххи тытса хăвăрт тухса чупать.)
Чаршав.
 
: 796, Хаçат: 16 (1212), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

Addisie (2014-05-10 02:58:37):
I think you hit a buyslele there fellas!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: