Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Чăваш общественноçĕ Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине паллă тăвать. «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей ĕçченĕсем ку тĕле тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă.
Акан 21-мĕшĕнче «И.Я. Яковлев – судьба и город» темăпа Аслă Патриархăмăрпа çыхăннă вырăнсем тăрăх автобуспа экскурси иртĕ. Вăл Ленин урамĕнчи 98-мĕш çуртран («Родина В.И. Ленина» музей-заповедник) тытăнĕ.
Акан 21-мĕшĕнче 13 сехетре «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра «НаСЛЕДивший» ятпа курав уçăлмалла. Курма пынисем Иван Яковлевăн харпăр япалисемпе, сăн ӳкерчĕксемпе, кĕнекисемпе паллашĕç.
Акан 25-мĕшĕнче 16 сехетре çак музейра «Школа И.Я. Яковлева – успешный коммерческий проект. Трансляция модели в современность» темăпа дискусси иртмелле. Кунта патша вăхăтĕнчи Раççейри Чĕмпĕр чăваш шкулне суту-илӳ проекчĕн моделĕ тĕлĕшĕнчен тишкерме май пулĕ.
Музей адресĕ: Воробьёв урамĕ, 12-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: (8422)32-85-21.
 
: 641, Хаçат: 16 (1212), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

Deandra (2016-06-30 11:26:23):
I always l/i/k/e/ y/o/u/r/ eveningӲedgy looks! O/f/ course I l/i/k/e/ t/h/e/m/ a/l/l/! I wish I h/a/d/ y/o/u/r/ fourth dress M/y/ boyfriend i/s/ i/n/ Las Vegas w/i/t/h/ h/i/s/ family f/o/r/ N/e/w/ YearsĔ a/n/d/ m/y/ family doesn’/t g/o/ out f/o/r/ t/h/e/ holiday s/o/ I’/ll b/e/ lounging around tonight! I/t/’/s ok b/e/c/a/u/s/e/ i/t/’/s 3//a/n/t/a/s/t/Ϫc/ j/u/s/t/ t/o/ relax P/l/e/a/s/e/d/ N/e/w/ Year Sonja!!! M/a/k/e/ a wish a/t/ midnight! </3

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: