Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн социаллă политика, патшалăхпа муниципаллă строительство тата çамрăксен ĕçĕсене илсе пыракан комитечĕн канашлăвĕ иртнĕ.
Депутатсем «Ульяновск облаçĕнчи демографи лару-тăрăвне аванлатассипе тăвакан хăш-пĕр йышăнусем çинчен» саккуна кĕртмелли улшăнусен проектне ырланă. Унпа килĕшӳллĕн студент çемйисене хушма пулăшу пама тивĕç. Сăмах пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн Ульяновск область правительстви çамрăксене 50 пин тенкĕ уйăрасси пирки пырать. Вăл хваттер туяннă е кивçене тӳлесе татнă çĕре кайма юрăхлă пулĕ. Ку укçана 2013 çулхи утă (июль) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама пуçлĕç.
 
Бюджетниксем канма пултарччăр
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов финанспа социаллă пĕрлешӳ министрне çăмăллăхсемпе усă курса канакан ĕçченсен категорине анлăлатма хушнă.
2014 çултан пуçласа бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен пурин те санаторипе курорт çурчĕсенче канма май пулать. Çăмăллăхсемпе усă курса 2012 çулта пурĕ 1100 çын каннă. 2013 çулта бюджетниксен сывлăхне çирĕплетме 6 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал кашни куншăн 747,8 тенкине каялла тавăраççĕ. Путёвкăн 12 кунĕшĕн тӳленĕ.
Облаçри сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра регионта 6 санатори, 2 санатори-профилакто ри, 3 кану çурчĕ, 1 сиплев пансионачĕ, 2 реабилитаци центрĕ çынсен канăвне йĕркелеççĕ.
 
: 1022, Хаçат: 17 (1213), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: