Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралса ӳснĕ Виктор Иванович Шорников. Тăван шкулта çирĕп пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, ветеринар специальноçне алла илет.
Анчах çуралса ӳснĕ ялĕнче çамрăк специалист валли вырăн тупăнмасть. Виктор Ивановичăн ирĕксĕрех ют çĕре тухса кайса стройкăра вăй хума тивет. Юратнă хĕрĕпе мăшăрлансан Виктор ялтах тĕпленме шутлать. Мăшăрĕ Екатерина Владимировна Ульяновск патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пĕтернĕ. Çамрăк специалист хальлĕхе пĕчĕк хĕрĕпе Эвелинăпа ларать.
Ашшĕ-амăшĕ Викторпа Екатеринăна хăйсен çĕр пайĕнчен икĕ гектарне уйăрса парать. Кăçал вĕсем пĕрремĕш хут пĕр гектарĕ çине çĕр улми лартаççĕ. Тепĕр гектар çĕр пайне кантараççĕ. Çĕр ĕçченĕ çĕре авалхи пекех юратса та хисеплесе пăхать.
-Ĕçлекен валли таçта та ĕç пур. Ӳркенмесен ялта та пурăнма пулать. Пире, çамрăксене, атте-анне пулăшать, ăс вĕрентет. Çак çĕр пайне те хамăра шанса илтĕмĕр. Унччен трактор, УАЗ машина туянтăмăр. Çĕр ĕçĕпе пурăнма хăнăхмалла пирĕн, – каласа парать çамрăк фермер.
Шорниковсем хĕрсех çĕр улми кăлараççĕ. Çак ĕçре вĕсене çывăх тăванĕсем пулăшаççĕ. Пĕрремĕш çул çĕр çав тери пысăк тухăçпа савăнтармасан та малашне ĕç ăнасса шанать Виктор Иванович.
Шорниковсем тăван ялтах тĕпленсе пурăнасшăн. Ачана вырнаçтарма кунта садик пур, ӳссен – шкул. Тухтăр вырăнĕ те тупăнасса шанаççĕ. Патшалăх пулăшу парсан уйрăм çурт туса лартма та шухăшлаççĕ. Халĕ облаçра ялта юлнă çамрăк специалистсене пулăшмалли программа та ĕçлет.
 
: 1347, Хаçат: 38 (1130), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: