Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинти почтамтра апрелĕн 19-мĕшĕнче «Подписчик кунĕ» иртрĕ. Унта хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов хутшăнчĕ.
Ытти хаçат-журналпа пĕрлех кунта 2013 çулхи 2-мĕш çурçуллăха «Канаша» çырăнакансем те пулчĕç. Сăмахран, Кунтикав çĕрĕ çинче ĕçлекен Л.В.Еленкин фермер хăй патĕнче вăй хуракан чăвашсене çулсерен 15 экземпляр çырăнса парать. Хальхинче те вăл çакăн чухлех çырăнчĕ. Çакăншăн тав туса эпир редакци ятĕнчен Леонид Владимировича хăйне тӳлевсĕр абонемент парнелерĕмĕр. Çаплах пирĕн хаçата кашни çул вуласа тăракансене те — Елена Николаевна Кузьминана тата Юрий Петрович Яковлева — çакăн пекех чысларăмăр. Ольга Николаевна Корпусова та парнене тивĕçрĕ.
Ю.П. Яковлев пирĕн хаçата çапла хакларĕ: «Эпĕ Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ, вулама ачаранах юрататăп. Чĕмпĕр тăрăхне килсе «Канаш» хаçатпа паллашнă хыççăн ăна кашни çул çырăнса илетпĕр. Тăван чĕлхепе вулас килет. «Канаш» питĕ килĕшет, унта тĕрлĕ темăпа çыраççĕ. Эпĕ ытларах халăх историйĕ çинчен вулама юрататăп».
Мероприятие районти Культура çурчĕ çумĕнчи хор юрăçисем хутшăнса илем кĕртрĕç.
 
: 980, Хаçат: 17 (1213), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: