Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак хĕрарăма эпĕ вăтăр пилĕк çула яхăн пĕлетĕп. Унăн ĕçченлĕхĕнчен вăхăтĕнче ял çыннисем тĕлĕнсе тăратчĕç. Роза аппа çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 75 çул тултарнине паллă тăвать.
 
Роза Васильевнан çуралнă ялĕ – Кунтикав. Башмакова хушаматпа çӳренĕ вăл Каша ялне Геннадий Лискова качча кайиччен.
«Эпĕ çемьере кĕçĕнниччĕ. Умра икĕ тете тата пĕр аппаччĕ. Халĕ эпĕ кăна тăрса юлтăм ĕнтĕ,- тет хаш сывласа Роза аппа.- Эпĕ вĕреннĕ çын мар. Ĕçе юратнипех тăватă класс пĕтерсен урăх вĕренмен. Çамрăк пилĕкĕме тĕрлĕ ĕçсенче аслисемпе тан авнă: колхоз путекĕсене пăхнă, сысна ферминче ĕçленĕ. Астăватăп-ха, вуниккĕ те тултарманскер аслисемпе колхоз пахчине купăста шăварма çӳреттĕм. Икĕ тулли витрене чупса йăтнине курсан анне куççульпе йĕретчĕ. «Ах, ачам, капла йывăр ан йăт-ха, ытла та çамрăк вĕт-ха эсĕ…» - тетчĕ. Эпĕ хăлхана та чикместĕмччĕ. Шутсăр ĕçлес килетчĕ».
Пулас мăшăрĕпе вăл Кунтикаврах паллашать. Геннадий ку яла юлташĕ патне пырса çӳренĕ. Кӳршĕри вăр-вар хĕре тӳрех куç хывнă. Çапла Роза аппа 19 çулта Каша кинĕ пулса тăрать. Ултă çул пăянамĕпе тата вуникĕ çул пăятамĕпе пурăнать. Лисковсем пĕр хĕр тата икĕ ывăл çуратса ӳстереççĕ. Вĕсен хушшинче çуралнă икĕ ачине пурăнма Турă пӳрмен.
Аслă ачи Вера кăçал тивĕçлĕ канăва кайнă ĕнтĕ. Вăтамми — Владимир — Свердловскра тĕпленнĕ. Роза аппа халĕ тĕп килти ывăлĕн çемйипе йăпанса пурăнать. Ăна ашшĕ пек Геннадий ят панă. Вăл чукун çул çинче вăй хурать. Кинĕ – Наталья Николаевна – ялти ача сачĕн заведующийĕ. Вĕсен икĕ ывăл – Ваньăпа Коля – ӳсет. Ывăлĕпе кинĕ ĕçе тухса кайсан Роза аппа килти хуçалăхра аппаланать. Шел, вăл нумай çул ури ыратнипе аптăрать. Çавăнпа та ăна çӳреме питĕ йывăр.
«Йывăр ĕçлесех урасăр пултăм ахăр. Тухтăр патне кайсан вăл манран тӳрех çамрăк чух йывăр ĕçлемен-и тесе ыйтрĕ. Хам ĕмĕрте мĕн ĕçленине каласа парсан вăл тĕлĕнсе кайрĕ. Эпĕ çулсерен 15-шер гектар (!) чĕкĕнтĕр çумланă. Пур чухне те ачасем пулăшаймастчĕç. Çурт тума, ачасене тумлантарма укçа кирлĕ пулнă ун чух. Упăшка килте çурт-йĕрпе аппаланатчĕ. Эпир унпа икĕ çурт лартрăмăр. Иккĕмĕшне икĕ хутлă çĕклерĕмĕр. Йăлтах хамăр вăйпа тунă»,- каласа парать Роза аппа.
Ĕç тенĕрен, пĕр 20 çул каялла эпĕ çакăн пек картина курса тĕлĕннĕччĕ. Роза аппа каçалапа хиртен чĕкĕнтĕр çумласа таврăнатчĕ те симĕс курăка васкатчĕ. Çулатчĕ, чĕрĕ курăка хăй çине çавăрса хурса килне йăтса килетчĕ. Пĕрре эпир мăшăрпа каçхи сывлăшпа киленме урама тухса лартăмăр. Анатран пĕр лав килнине асăрхарăмăр. Лавĕ куçать – лаши курăнмасть. Ума çитсен тин ăнлантăмăр – çак лава Роза аппа çĕклесе килет иккен. Çапла хăйне пĕрре те шеллеместчĕ вăл.
«Волга» колхоз тир тăвакан цех уçсан Роза аппана унта ĕçлеме чĕннĕ. Ун пек ал ăсти таврара та сахал. Вăл килте тиртен çĕлĕк тата кĕрĕк çĕлеме ăстаччĕ: çемйи валли те, ял çыннисем валли те. Пахалăхĕпе пасартинчен уйăрма çукчĕ. Ку цехра Роза аппа хĕлле тире аш-çуран тасатаканĕ пулнă. Çу кунĕсенче чĕкĕнтĕр ани çинче тар тăкнă.
Геннадий тетен те тума пĕлмен ĕçĕ çукчĕ. Ăста алли илемлĕ çурт, çирĕп хуçалăх чăмăртарĕ. Унсăр пуçне пахчара хурт-хăмăр ĕрчететчĕ. Шел, вăл 17 çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Геннадий ашшĕнчен нумай вĕренсе юлчĕ. Кил-çуртне, хуралтисене чыслă пăхса тăрать. Хурт-хăмăрне те пăрахăçламасть. Хăй аллипе вăл пĕчĕк трактор пуçтарнă. Унпа çĕр сухалать, тислĕк турттарать, утта çӳрет.
Ваньăпа Коля ывăлĕсем те аслисене хывнă. Кирек мĕнле ĕçе те хаваспах пурнăçлаççĕ, каланине итлеççĕ.
Роза аппа тĕлĕнмелле сапăр çын. Унăн кашнин валли ăшă сăмах тупăнать. Ырă ĕç тăвас тесен – хаваспах. Ялти ача садĕнче музей йĕркелеме шутласан Роза аппа килĕнчи авалхи мĕнпур япалана (хултăрчă, кĕнчеле, хутăр, тĕрĕллĕ кĕпе-саппун, явлăк таврашĕ) парса ярать. Пир станне авăрлама пĕлекен çуккипе Роза аппана пулăшма ыйтаççĕ. Вăл унта кайса пир станне ĕçе кĕртсе хăварать.
-Тем хушăра ĕмĕрĕм иртрĕ. Ĕнер кăна çамрăкчĕ,- йăл кулать Роза аппа. - Нимĕн те тăваймăн. Пиртен килекен япала мар.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 999, Хаçат: 17 (1213), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: