Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш кĕнеке издательстви Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле «Чăваш халăхне панă халал» кĕнекене чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç тата француз чĕлхисемпе пичетлесе кăларнă.
Халал çырас шухăш Иван Яковлевичра Чĕмпĕрте пурăннă чухнех (1918 çулта) çуралнă. Ăна1921 çулта кăна Алексейпа Николай ывăлĕсем пулăшнипе çырса пĕтернĕ. 1955 çулччен халал Иван Яковлевăн архивĕнче упраннă. Архивĕ 1922 çултанпа СССР ăслăлăх академин корреспонденчĕн членĕ, истори наукисен докторĕ А.И. Яковлев патĕнче вырнаçнă. И.Я. Яковлевăн мăнукĕ, истори наукисен кандидачĕ Ольга Алексеевна Яковлева 1955 çулта архивăн тĕп пайне В.И. Ленин ячĕллĕ СССР Патшалăх библиотекин (халĕ Раççей Патшалăх библиотеки) ал çырăвĕсен уйрăмне панă.
Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕ паян та хăйĕн пĕлтерĕшне чакармасть. «Халал çур ĕмĕр ытла чăваш халăхне çĕнелсе аталанма, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме, чĕлхемĕре, культурине ăруран ăрăва куçарса пыма пулăшать,- тенĕ нумай çул Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпченĕ В.Д. Димитриев профессор.
Мĕншĕн-ха çак халалри сăмахсем паян та çивĕчлĕхне çухатмаççĕ? Мĕншĕн тесен унти пехил сăмахĕсем кирек мĕнле чĕлхепе янăрасан та кашни çыншăн ăнланмалла.
 
 
: 922, Хаçат: 17 (1213), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

çhottĕĔsollĕӳ (2014-01-11 06:16:03):
Moжем сoбpăтb для Bас пo интĕpнет kонтаkты только Băших потенциальных kлиĕнтoв неçкoльkо десятkов тыçяч в течĕниĕ сутok Skӳpĕ: prodăwĕz389

çhottĕĔsollĕӳ (2014-01-11 12:33:53):
Moжем сoбрать для Вăç пo интернет контăkты тoльko Ваших пoтĕнциăлbныx клиĕнтoв неçkолькo дĕсятков тыçяч в тĕчĕние сӳтok IÇQ: 6288862

Rhoy (2014-05-09 19:05:10):
My preolbm was a wall until I read thisĔ then I smashed itĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: