Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçра пушара хирĕç кĕрешмелли йĕрке çирĕплетнĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр йышăнăвĕпе, çу уйăхĕн 20-мĕшчен регионта вăрмана каяссине хĕстернĕ, кăвайт чĕртме, кивĕ çулçă,улăм, хăрăк çунтарма чарнă. Вăрмансенче талăкĕпе дежурство йĕркеленĕ.
Çу кунĕсенче халăх çут çанталăк ырлăхĕпе киленме дачăсене, вăрмансене васкать. Пурте тенĕ пекех уçă сывлăшра шашлык пĕçерме тăрăшаççĕ. Статистика тăрăх, пушарсем çакăн пек çăмăлттайлăха пула сиксе тухаççĕ те. Облаçри инкеклĕ ĕçсен министерстви (МЧС) пушарсене хирĕç кĕрешессипе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Халăх канакан вырăнсене (парксемпе скверсене) çитсе вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки асăрхаттарать.
Облаçри ял тăрăхĕсен ертӳçисене те пушартан сыхланас мерăсем пирки халăхпа калаçма, ял тавра сухалама, ялта хурал йĕркелеме хушнă. Унсăр пуçне регион правительстви вăрман çывăхнерех вырнаçнă ялсене, дачăсемпе кану лагерĕсене, тупăш илмен организацисене (мĕнпурĕ 500 ял-хула) тимлĕх уйăрма ыйтнă. Çак мероприятие икĕ пине яхăн çын тата 600 техника хутшăнмалла. Вăрмансене пĕлĕтрен гражданла авиаци вăйĕпе тĕрĕслемелле.
Пушар сиксе тухсан пĕр тăхтамасăр 01 (стационарлă) тата 112 (кĕсье) номерсемпе телефонĕсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
 
: 854, Хаçат: 17 (1213), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: