Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халăха çутта кăларасшăн пĕтĕм пурнăçне хывнă çын, хăйĕн тивлетне Турă ирĕкĕ пек ăнланса, чăвашсене таса чунлă та мал туртăмлă пулма пилленĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле Тутарстан Республикин Ф.Туишев ячĕллĕ преми тата 2003 çулта Мускавра иртнĕ «Выля, хут купăс!» фестиваль лауреачĕ Станислав Петрович Толстов композитор мăшăрĕпе – Верония Толстова юрăçпа - Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕнче хăй ертсе пыракан «Эревет» юрăпа ташă халăх ансамблĕпе куракансене «Юрă пултăр парне» уяв йĕркелерĕ.
Концерт пуçланас умĕн Ульяновск хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Пётр Столяров, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Владимир Сваев, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов Иван Яковлевичăн ырми-канми ĕçленипе пухнă ăс-хакăл еткерне халь пĕтĕм тĕнче тенĕ пекех пĕлнине, Вĕрентекенĕмĕрĕн ятне çамрăк ăру сăваплăн асăнса унăн пехилĕсене упрама, ăнланма тăрăшнине,тĕслĕхшĕн паянхи уява хатĕрленĕ Толстовсен çемйине палăртса хăварчĕç. Вĕсем Патриархăмăрăн ĕçне малалла тăсса чăваш халăх малашлăхĕшĕн вышкайсăр пысăк ĕç илсе пынине асăнчĕç. Веронийăпа Станислав Толстовсене, «Эревет» юрăпа ташă ушкăнне Ульяновск хулин пуçлăхĕн тата унăн çуммин Тав çырăвĕсене, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн Хисеп хутне парса чыс турĕç.
Концерт программин кăшкарне, паллах, Станиславпа Верония Толстовсем тата «Эревет» ушкăн шăрантаракан юрăсенчен калăпланнă. Кунта çакна палăртса хăварас килет: «Эревет» ушкăн куракансен умне вут кайăк (феникс) кĕлрен çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă евĕр тухса тăчĕ. Станислав Толстов - пултарулăх ертӳçи - концертра шăраннă кашни юрă-ташă композицине алмазран якатса ĕнчĕ пĕрчине (жемчуг) çавăрнă евĕр хатĕрленĕ. Юрăçсен кашни хусканăвĕ, тĕлĕнмелле пултарулăхĕ, хăйсене сцена çинче кирлĕ пек тыта, кĕвĕсенчи нотăсене ăнланса чунпа юрла пĕлни куракансене тыткăнлать. Кашни юрă-ташă композицийĕ вăйлă çумăр пуçланас умĕнхи шăплăхран пуçланать. Майĕпен-майĕпен вăй илсе пырса Атăл хумĕсене çаврăнать. Вĕçленеспе аслатиллĕ çумăр иртсе кайса тӳпене асамат кĕперĕ тухнине аса илтерет. Юрăçсем хăш-пĕр юррине пĕр саслăн «чăхă сăхса ĕлкĕрейменле» шăрантарса куракансене тĕлĕнтерме пултараççĕ. Юрăри пек «саркаланса юрлама, сике-сике ташлама» маçтăр. Çакă веçех юрăпа ташă ушкăнĕн ертӳçи кашни репетицире артистсемпе хура тара ӳкиччен вăй хунинчен, çав хушăра вĕсене те «сывлама паманнинчен» килет. «Ку - пуçламăш кăна-ха, малашне «Эревет» ушкăнăн тата манăн куракансен мухтавĕн чиккинчен иртсе кайса чăвашлăх тĕнчин тӳпинче çĕнĕ çăлтăр пулса çуталмалла», - тет Станислав Петрович.
Веронийăпа Станислав Толстовсем – çемье дуэчĕ – куракансене хăйсен пуян репертуарĕнчен суйласа илнĕ, халăх хушшинче хитсене çаврăннă А.Чебанов, В.Шемекеев, Г.Яковлева сăввисемпе Станислав Толстов композитор кĕвĕленĕ эстрада юррисене парнелерĕç.
Станислав Толстов композитор – пысăк ăсталăхлă баянист. Вăл халăх юррисенчен пухса якатнă кĕвĕсен пуххи - «Атăл кĕввисем» - куракансене ларнă çĕртех ташлаттарчĕ, мăнаçлă юхан шыв тăрăхне илсе çитерчĕ.
«Эревет» юрăпа ташă ушкăнĕ тата Веронийăпа Станислав Толстовсем çемье дуэчĕ сывлăш çавăрса янă вăхăтра куракансене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Любовь Семёнова, Шупашкарта яланхи йăлана кĕрсе иртекен «Кĕмĕл сасă» фестиваль лауреачĕ Валерий Дмитриев тăватшар юрă парнелерĕç.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тата халăх артисчĕ Иван Христофоров шăрантарнă «Шăппăн кăна шăппăн ларар-и», «Чун ватăлмасть». «Тĕпел», «Парне» юрăсем (вĕсенчен иккĕшне хăй кĕвĕленĕ) куракансен чунĕсене витерсе йĕртрĕç те, савăнтарчĕç те. «Кун пек тăвăллăн алă çупса йышăнсан эпĕ çĕрĕпех юрлама хатĕр», - терĕ чунĕпе ватăлман, пысăк саспаллипе пуçланса çырăнакан чăннипех те халăх Артисчĕ куракансене тав туса. Вăл Ульяновска куракансем ыйтнипе кĕркунне концертпа килме сăмах пачĕ.
Концерт мĕнле ăнăçлăхпа иртесси ертсе пыраканран нумай килет. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕн режиссёрĕ Георгий Мокеев пысăк ăсталăхпа, кулăшла калавсемпе «шĕветсе» йĕркелесе пычĕ.
Уява вĕçлеме сцена çине артистсемпе пĕрле «Руслан» Культура керменĕн директорĕ И. П. Аристова тухрĕ. Вăл тата унăн пулăшаканĕ Шупашкартан килнĕ артистсене Тав хучĕсем, чечек пуххисем парса чысларĕç. Вĕсен аллинчен «Эревет» юрăпа ташă ушкăнĕ пысăк парне – музыка центрĕ – илчĕ. Сăмах май, Ирина Павловна Станислав Толстов композитора тата вăл ертсе пыракан коллектива репетицисем ирттерме хăтлă майсем туса парать, вĕсемпе мухтанать.
Станислав Толстов - композитор, юрăç тата «Эревет» халăх юрăпа ташă ансамблĕн ертӳçи - И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă уява Ăсчахăмăр хăйĕн Халалĕнче чăваш халăхне пиллесе хăварнине тĕпе хурса йĕркелесе ирттерсе Чĕмпĕр Ен чăвашĕсем умĕнче пысăк ĕç турĕ. Чăннипех, юрă пулчĕ парне.
 
: 790, Хаçат: 17 (1213), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: