Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновскри васкавлă пулăшу паракан пульницари (БСМП) тухтăрсем хушшинче пирĕн ентешсем сахал мар. 6-мĕш хирурги уйрăмĕн хирургĕсенчен пĕри – Андрей Иванович Чавга. Вăл çамрăк-ха, çемье çавăрса та ĕлкĕреймен. Апла пулин те хăй пурнăçĕнче пысăк утăмсем тăвать.
Андрей Ульяновскра çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Иван Николаевичпа Галина Владимировна — Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш тата Пухтел ялĕсечен. Вырыпаевкăра хăйсен хуçалăхĕпе пурăнаççĕ. Ашшĕ сварщикра, амăшĕ кондитерта вăй хураççĕ. Андрей вĕсен пĕртен-пĕр ачи.
Вăл Ульяновскри Н. Корункова ячĕллĕ 66-мĕш шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухать. Хирург пулас ĕмĕт унра саккăрмĕш класра чухнех çуралнă. Аттестат илсен (2002 çулта) вăл Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. Тухтăр профессин вăрттăнлăхĕсене лекцисенче те, практика вăхăчĕсĕнче те тăрăшсах алла илет. Çамрăк хирург хуламăрти васкавлă пулăшу паракан пульницана вырнаçать. Çав çулах ординатурăра вĕренме тытăнать. Вĕреннипе пĕрлех хирург ĕçне туса пырать: планпа палăртнисене тата васкавлă операцисене. Кунсăр пуçне Андрей эрнере икĕ-виçĕ хут чирлисене поликлиникăра йышăнать.
-Çынсем ман патăма тĕрлĕ чирпе килеççĕ. Манăн тĕрĕс диагноз лартса ăна сиплес пулать. Этеме сыватса ура çине тăма пулăшни хирургшăн чи пысăк савăнăç, -тет Андрей йăл кулса.
Авланман пулин те пушă вăхăчĕ унăн сайра çеç пулать. Кăшт пушансан Андрей шахматла выляма юратать, тантăшĕсемпе пуçтарăнса футболла выляççĕ, бассейна ишме çӳреççĕ.
Çак вăй питти каччăн умри тĕллевĕсенчен пĕри—çемье чăмăртаса Чавгасен йăх йывăçне малалла тăсасси.
 
: 917, Хаçат: 17 (1213), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: