Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикав шкулĕнчи пуçламăш классенче 29 ача вĕренет. Пĕрремĕш класри тăхăр ачана Галина Петровна Еремеева пĕлӳ тĕнчине явăçтарать. Класĕ çутă та тăван кил пек хăтлă унăн.
Галина Петровна педагогика ĕçĕнче 26 çул ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл кашни вĕренекенпе пĕр чĕлхе тупма пултарать.
Çак ялтах çуралса ӳссе шкулта вĕреннĕ вăл. Класс ертӳçи Надежда Васильевна Богатова çине пăхса мĕн ачаранах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Сакăр класс хыççăн Çинкĕл педучилищине вĕренме кайнă. Диплом илсен тăван ялах таврăннă. Кайран куçăмсăр майпа педуниверситетран вĕренсе тухнă. Анчах педагогикăра лайăх пĕлӳ илнĕ пулин те уншăн чи пысăк вĕрентекен – Надежда Васильевна пулнă. Тĕслĕх илмелли çын тата педагог чăваш тата вырăс чĕлхисемпе вĕрентнĕ.
-Ачасене юрататчĕ Надежда Васильевна, каланисем унăн ялан вырăнлăччĕ, лайăх çын пулма вĕрентетчĕ, пурнăçран тĕслĕхсем илсе паратчĕ. Ун пек пулма тăрăшатăп. Пĕлетĕп, ачасене юратмасан пĕлӳ те, воспитани те пама çук. Халь вĕсем урăхларах, хăйсене ирĕклĕрех тыткалаççĕ, вăтанмаççĕ, вĕрентӳçĕпе хăрамасăр, вăтанмасăр калаçăва кĕреççĕ. Ман шутпа, çапла пулмалла та. Пурнăçпа тан утмалла. Уйрăмах ял ачисене вăтанни кирлĕ мар, хулана кайсан çухалса кайма пултараççĕ, - каласа парать Галина Петровна.
Кунтикав шкулĕнче ку вĕренӳ çулĕнчен пĕрремĕш класранах чăваш чĕлхипе сăмахлăхне программăна кĕртни Галина Петровнана савăнтарать. Ял вырăсланса пынине курса тăма йывăр чăн чăваш çыннине. Ак унăн класне кăçал пĕлӳ илме килнисенчен те пурте чăвашла пĕлмеççĕ. Çавăнпа та чăваш урокĕсенче вăл ачасемпе икĕ чĕлхепе калаçать: малтан чăвашла, кайран çавнах вырăсла ăнлантарать.
Эпир «Планета знаний» ятлă çĕнĕ программăпа вĕренетпĕр. Унăн уйрăмлăхĕ – ачасен пĕлĕвне хăйсен шырамалла, тупмалла. Тĕпчев ĕçĕсем пуçламăш класранах тытăнаççĕ. Ку ачасен интересне аталантарма пулăшать. Тĕслĕхрен, йăх-тымара тĕпчеççĕ. Ачасем амăшĕсемпе, асламăш-кукамăшĕпе калаçса йăхĕ çинчен пĕлеççĕ. Çакна нихăçан та манмаççĕ. Аслисемпе ытларах калаçсан вара тăван чĕлхене те лайăхрах пĕлĕç, - тет вĕрентӳçĕ.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 969, Хаçат: 17 (1213), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: