Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Симĕс Раща шкулĕнчи саккăрмĕш класра вĕренекен Снежанна Чернова чăн-чăн чăваш çемйинче çуралнă.
Амăшĕ Светлана Николаевна Тутарстанри Пăва районĕнчи Хирти Кушкă ялĕнчен, çĕвĕç. Ашшĕ Юрий Иванович Чăваш Республикинчи Патĕрьелĕнчен, ăста платник. Сухая Долина ялта пурăнакан Черновсем килĕнче пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ. Çавăнпах пулĕ хĕрача чăваш йăли-йĕркине лайăх пĕлет, тăван чĕлхене вĕренет, культурипе, литературипе интересленет, чăвашла кĕнекесем вулать. Чăваш кружокне те вăл пирĕн шкула килсенех çырăнчĕ.
Снежанна Симĕс Раща шкулĕнче 2004 çултанпа вĕренет. Куллен шкула кӳршĕ ялтан çӳреме тивсен те (хăш-пĕр чухне çуран та) хĕрача пур предметсемпе те «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна илет.
Шкулти, районсенчи, облаçри мероприятисенче те час-часах курма пулать ăна. Вăл чăваш чĕлхипе иртекен викторинăсене, олимпиадăсене, чăваш уявĕсемпе фестиваль-конкурсĕс ене хастар хутшăнать. Кăçал тăван чĕлхе олимпиадинче районта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çав вăхăтрах технологи, нимĕç чĕлхи предмечĕсен олимпиадисенче районта виççĕмĕш-иккĕмĕш вырăнсенчен кая йышăнман.
«Чăваш пики», «Туслăх кăшăлĕ», «Çĕнĕ хум», «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурссене те Снежанна хаваспах хутшăнать.
Снежаннăпа калаçма питĕ интереслĕ, вăл нумай вулать, нумай пĕлет тата çĕннине пĕлме тăрăшать. Ал-ури те ылтăн унăн – тĕрлеме, çыхма, вĕт шăрçаран тĕрлĕ капăрлăхсем явма пĕлет. Кăмăлĕ те уçă, çемçе: ват çынна пулăшу аллине тăсать, кĕçĕннисене кӳрентересрен сыхлать. Пĕрле вĕренекенсем ăна хисеплеççĕ, унпа канашлаççĕ. Эпир те, вĕрентӳçĕсем, Снежаннăна ыттисем умĕнче тĕслĕх илсе кăтартатпăр. Ăна малашне те ăнăçусем сунатпăр.
 
 
Ульяновск районĕ.
 
: 910, Хаçат: 17 (1213), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: