Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паянхи çамрăксен пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме темле мелсем те пур – спорт секцийĕсем, ал ĕçĕсемпе юрă-ташă кружокĕсем ĕçлеççĕ, бассейнсем пур. Кăмăл пулсан хуть те хăш енĕпе те аталанма пулать. Çамрăксем вĕсемпе усă кураççĕ-ши? Кун пирки Ульяновскри патшалăх университечĕн студенчĕсемпе калаçса пăхрăм.
 
Ирина ПЕТРОВА, иккĕмĕш курс:
-Эпир халь ирĕклĕ, хуть те ăçта кайма пултаратпăр – кафесене, музейсене. Никам та чармасть. Е Интернетри социаллă тытăмсенче вăхăтна шелсĕр пĕтерме пултаратăн. Эпĕ вара ташă кружокне çӳретĕп. Шел, облаçра чăваш ташшин кружокĕ пуррипе çуккине пĕлместĕп, илтмен те. Пур пулсан кайăттăм. Халĕ вара хаваспах хĕвелтухăç халăхĕсен ташшине вĕренетĕп.
Светлана Афанасьева, пĕрремĕш курс:
-Университетран вĕренсе килсенех тепĕр кунхи занятисене хатĕрленетĕп. Занятисем хыççăн пĕрле вĕренекенсемпе кафене кĕрсе ларасси те пулкалать. Пĕр курка чей илсех темччен калаçса, тавлашуллă ыйтăва сӳтсе явма пултаратпăр. Хăш-пĕр чух, ытларах канмалли кун умĕн, юлташсемпе пĕр-пĕр клуба çĕрлехи ташă каçне çитсе килетпĕр.
Александр Вериалов, тăваттăмĕш курс:
-Эп килте Интернетра ларма юрататăп. Çак тĕнче мана чăннипех тыткăнларĕ, хама унта ирĕклĕн, уççăн туятăп. Çынсемпе курнăçса калаçма мана интереслĕ мар, калаçăвĕ те кăмăлсăр. Ман тĕнче – виртуал тĕнчи! Эп ăна чăтма çук кăмăллатăп.
Вячеслав Корчажкин, пĕрремĕш курс:
-Эп пушă вăхăтра килте. Мана ку пурнăçра нимĕн те интереслентермест, çавăнпа та тухса çӳреместĕп. Урама тухсан çапăçассишĕн, такама тытса хĕнессишĕн çӳрекенсен аллине лекесрен шикленетĕп. Клубсене çӳреме укçа кирлĕ. Анне шăллăмпа иксĕмĕре пĕччен ӳстерет. Пушă вăхăт нумай ман, анчах эп ăна та, çамрăклăха та усăсăр ирттеретĕп. Хам та пĕлетĕп çакна. Анчах 21 çулта та юлташ тупаймарăм.
Илья Поляков, тăваттăмĕш курс:
-Эп вĕренетĕп те, ĕçлетĕп те. Пушă вăхăт çукпа пĕрех. Анчах куншăн пĕртте кулянмастăп. Интернетри социаллă тытăмсенче те вăхăта сая ямастăп. Ун вырăнне ĕçре укçа ĕçлесе илетĕп, атте-аннене ку енĕпе пулăшатăп. Çаплах хама кирлĕ япаласем те туянатăп.
 
: 697, Хаçат: 17 (1213), Категори: Cамрaксен страници

Комментарисем:

Jalene (2016-06-30 16:43:21):
I have exactly what info I wantĕ CheckĔ pleaseĕ WaitĔ it's free. Awmeseo!

Jenay (2016-07-02 02:33:45):
In awe of that anewsr!<Ӳa> Really cool!

Kairii (2016-07-02 08:50:51):
DudeĔ right on there brrtehoĕ http,ӲӲkeedbzeĕcom [urlçhttp,ӲӲdufrsadd iqĕcom]dufrsaddiq[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲwxrxtrc ayĕcom]wxrxtrcay[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: