Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн редакци хăни – Чăнлă район пуçлăхĕ, РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ Х.В.Рамазанов.
 
— Ханяфи Валиевич, район пуçлăхĕ пулма çăмăл-и?
— Тĕплĕн тăвас тесен хуть те мĕнле ĕç те йывăр. Ертӳçĕ пулма пушшех те. Анчах ман ку ĕçре пысăк опыт пур. Чăнлă районне кăна 20 çул ытла ертсе пыратăп. Чи кирли пĕр-пĕр ыйтăвăн е йывăрлăхăн пуçне тытса илмелле, ăна чунпа сисмелле. Ыйтăва тимлĕх уйăрмасăр вăхăта тăсмалла мар. Ун пек пулсан ыйтăва кирлĕ пек татса пама май пур. Халĕ нацилĕхпе витĕнсе кăкăр çапакансен вăхăчĕ иртсе кайрĕ ĕнтĕ.Ертӳçĕ хуть те мĕнле наци çынни пултăр — çынсем ăнланмалла ĕçсем пулмалла, халăхшăн тăрăшмалла. Ĕç халăхĕпе çыхăну татмалла мар, ялсене тухса çӳресе вĕсен нушисене курмалла, пулăшма васкамалла.
Район çинчен калас пулсан кунта чăвашсем 70 процента яхăн пурăнаççĕ, çавăнпа мана ертсе пыма çăмăлрах, мĕншĕн тесен вĕсем ырă кăмăллă, ĕçчен те шанчăклă çынсем. Мана хăш чухне тутар çынни чăвашсем нумай пурăнакан района ертсе пырать тесе айăплама пăхаççĕ. Анчах та мана çӳлтен çирĕплетсе лартмаççĕ вĕт, халăх хăй суйлать, апла пулсан ман тăрăшулăха район çыннисем кураççĕ. Эпĕ те вĕсене хисеплетĕп, юрататăп, ман çывăх юлташсем хушшинче чăвашсем ытларах.
— Эсир ку тăрăха мĕнле лекнĕ?
— Эпĕ Инза районĕнчи Дракино ялĕнче çуралнă. 1970 çулта Жадовкăри совхоз-техникума пĕтерсен направленипе Чăнлă районĕнчи «Анненковский» совхоза агронома ячĕç. Унтан управляющий пултăм, каярах директора лартрĕç. Пыра-киле район центрне куçарчĕç, районти ĕçтăвком председателĕ туса хучĕç. Эп ăçта та пĕтĕм вăя парса ĕçлеме хăнăхнă, нимле йывăрлăхран та пăрăнман. Тен, çавăнпа 1990 çулта район пуçлăхне суйларĕç. Ĕçленĕ вăхăтра Ульяновск ял хуçалăх институтне пĕтертĕм, учёнăй-агроном специальноçне илтĕм.
— Район халĕ мĕнле ыйтусемпе нумайрах ĕçлет, мĕнле çитĕнӳсем пур?
— Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк, паллах, хресчене пысăк çитĕнӳсем тума май памарĕ.Çапах та экономика кăтартăвĕсене сыхласа хăварма пултартăмăр, социаллă тивĕçсене пурнăçлайрăмăр. Пирĕн район, экономика министерстви ирттернĕ тĕпчевсем тăрăх, облаçра 4-мĕш вырăн йышăнать. 2010 çулта унчченхи çулпа танлаштарсан çын пуçне тупăш 882 тенкĕ ӳснĕ. Халĕ ку цифра – 14 пин те 700 тенкĕ. Районта 690 çухрăм газ пăрăхĕ хунă, ялсене газ кĕртесси вĕçленсе пырать.Çамрăк специалистсем ялта юлччăр тесе юлашки вăхăтра Аслă Нагаткинта 36 хваттерлĕ çурта хута янă. Çынсем хăйсем вăйĕпе кăçал 66 çурт туса лартнă. Аслă вăрçă ветеранĕсене те хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕллевпе 25 пĕрлехи тата 109 уйрăм хуçалăх пусă чавнă. Бюджетран шыв ыйтăвĕ валли 13 миллион тенкĕ тăкакланă. Ялсенче пĕлтĕр 334 светильник çакнă. Тăватă ял тăрăхĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли депо уçнă. Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсен шучĕ 2,05 процентран 1,44 процента çити чакнă. Çулталăк пуçламăшĕнчен 588 ĕç вырăнĕ тунă. Районти вăтам шалу – 9 пин те 162 тенкĕ. Анчах ял хуçалăхĕнче ку кăтарту 5 пин те 747 тенкĕ кăна-ха. Кунта пирĕн тăрăшмалăх пур. Халăх ĕçкĕпе иртĕхсе пынине те асăрхамасăр иртме çук. Ку пире питĕ пăшăрхантарать. Çамрăк тухтăрсем валли 5 хваттер туянса патăмăр. Халăх сывлăхĕ – чи хакли.
Районта 25 шкул, 17 садик тата икĕ хушма пĕлӳ паракан учреждени. Раççейре юлашки 15 çулта 16 пин ытла шкул хупнă, вĕсенчен тăватă пинне — юлашки виçĕ çулта. Ку юхăм пире те пырса лекрĕ.
Ача-пăча спорт шкулĕсене 1000 ытла шкул ачи çӳрет. Пирĕн спортсменсем Раççей шайĕнче те хăйсене лайăх енчен кăтартма ĕлкĕрчĕç.
Нумаях пулмасть «Центр развития предпринимательства » организаци уçăлчĕ. Пĕлтĕр ĕçсĕр юлнă 229 çын харпăр услам ĕçне пуçăнчĕ. Конкурс урлă иртнĕ 6 çĕнĕ усламçа кашнине 300 пин тенкĕ парса хавхалантартăмăр. Услам вăйлă аталансан социаллă сектора çăмăлтарах пулать. Пирĕн район фермерĕсем те облаçĕпех паллă, ку юхăм Чăнлă тăрăхĕнче анлă сарăлнă. Вĕсен çитĕнĕвĕсем курăмлă. Кунта ,паллах, чăвашсем ытларах палăраççĕ.
— Эсир мĕнле çынсемпе ĕçлеме килĕштеретĕр, çынра мĕнле пахалăха каçармастăр?
— Хам пурнăçра тĕрлĕ çынсене тĕл пулма тӳрĕ килчĕ. Çапла пĕтĕмлетӳ тума пултаратăп: нумай калаçакансем, çын умĕнче хытă кăшкăракансем, ыттисене хурлама юратакансем, сăмахпа нумай шантараканскем ĕç патне çитсен пачах урăхланаççĕ, улталаççĕ, вĕсене шанма çук. Кашни кун хытă шавламасăр вăй хуракансем – чи шанчăклă çынсем. Эп хам йĕри-тавра çавăн пеккисене пухма тăрăшатăп. Сутакансене каçарма пултараймастăп. Кунта калаçу мана е урăх çынна сутни пирки кăна пымасть. Çăмăл меслетпе хăйсем валли пысăк укçа е чап илесшĕн тăрăшса хăшĕсем халăх интересĕсене сутаççĕ. Кусем чăн-чăн сутăнчăксем. Ун пеккисем пысăк влаçра та пур, пирĕн хушăра та. Вĕсен чунĕнче нимле таса туйăм та çук, вĕсем обществăшăн хăрушă çынсем.
— Тимĕрçен çывăхĕнчи тасамарлăх пухмалли полигон ыйтăвĕ хупăннă-и е халĕ те ăна хута ярас хăрушлăх пур-и?
— Унти 50 гектар çинче чавнă пысăк шăтăксем – котловансем — халĕ те пур-ха. Хăй вăхăтĕнче çак полигона хута яртарасшăн мар пулса пĕтĕм Тимĕрçен халăхĕ çул сине тухрĕ. Хăшĕсем машина урапи айнех выртрĕç. Пурпĕрех парăнмарĕç. Тавах вĕсене хăюлăх кăтартнăшăн. Халĕ те ман пата тăрсан-тăрсан сăран куртка тăхăннă, пуçĕсене çап-çутă хыртарса янă пуçтахсем килкелеççĕ. «Атя полигона хута яратпăр, сире те, пире те усă пулать»,- теççĕ. Эп вĕсемпе нихçан та килĕшместĕп. Мĕнле тата кама усă пулнине эпир аван ăнланатпăр. Кунта таçтан-таçтан радиоактивлă япаласем илсе килсе пытарасшăн. Чăнах та, камăн-тăр кĕсйине пысăк укçа кĕрĕ. Кунта пурăнакан халăх вара малашне вилсе пĕтĕ. Тепре ку ыйтăва пысăк шайра хускатсан машина айне хам тухса выртатăп, пĕтĕм район çыннисене ура çине тăрататăп. Эпĕ ку районта 41 çул пурăнатăп ĕнтĕ, ман ачасем те çакăнта çуралнă. Ку маншăн тăван вырăн. Хам кунта ĕçленĕ чухне пирĕн районта нимĕнле полигон та пулмасть, пире пĕтерме радиоактивлă япаласем илсе килеймĕç.
— Авантарах тема çине куçар-ха. Ханяфи Валиевич, Эсир культура ыйтăвĕсене нумай тимлĕх уйăратăр, культура çыннисене нумай пулăшатăр. Пирĕн хаçат редакцине те самай пулăшу панă: оргтехника , сĕтел-пукан туянма, уявсем ирттерме, хаçата халăх хушшинче сарма…
— Культурăсăр общество йĕркеллĕ аталанаймасть. Шел, паян Мускавран культура аталанăвĕ çине тимлесех пăхмаççĕ. Çавăнпа та вырăнтах тĕрлĕ майсем тупса пулăшма лекет. Кашни çул ака ĕçĕсем вĕçленсен Бега уявне ирттеретпĕр. Ăна Акатуй та, Сабантуй та теме пулать. Унта мĕнпур халăх çыннисем хутшăнаççĕ. Хăнасем Чăваш, Тутарстан Республикисенчен тата ытти çĕртен килеççĕ.
Часах Ульяновскра иртекен пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйне хутшăнма хатĕрленетпĕр. Унта пирĕн артистсем, спортсменсем, ал ăстисем каяççех. Унччен районта хамăр Акатуя йĕркелĕпĕр. Çак кунсенче Культура ĕçченĕсен кунне ирттертĕмĕр. Унта А.Юман, В.Тарават, А.Чебанов çыравçăсем пулчĕç. Май килнĕ таран вĕсене тата ыттисене яланах пулăшатăп.
«Канаш» хаçата эпĕ хам та çырăнса илетĕп, вулатăп, чăвашла ăнланатăп. Хаçат лайăх, анчах темшĕн ăна чăвашсем сахалтарах çырăнаççĕ? Çакă мана тĕлĕнтерет. Эпĕ чăваш пуçлăхсене яланах мĕншĕн тăван чĕлхепе тухакан хаçатăра çырăнтарма пулăшмастăр тесе намăслантаратăп. Пирĕн районта ун тиражне пин экземпляра та пулин çитересчĕ. Кунта чăвашсем хăйсене хисеплени тата хастарлăхĕ кирлĕ.
Кăçал районта виçĕ клуба юсама план тунă: Карабаевкăра, Пухтелĕнче, Тутар Кашинче. Çаплах Чăвашкассинче И.Я.Яковлев кунне ирттерĕпĕр, çак ялтах «Вучах» ятлă модель кинозалĕ йĕркелесе ярăпăр, Кивĕ Улхашра Чăваш культура центрĕ уçăпăр. Районта пилĕк пултарулăх ушкăнне «халăх» ятне панă.
Çамрăксене патриотла воспитани панă çĕрте нумай ĕçлеме тивет. Сăмахран, салтака каякансене хам пил сăмахĕсем каласа ăсататăп, район чысне çӳлте тытăр тесе асăрхаттаратăп. Усси пурах: пирĕн районтан кайнă салтаксем çар чаçĕнчен пĕри те тарман! Ун пек район облаçра та пĕрре кăна – эпир!
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Малашне те кам-тăр çӳлтен ырлăх пăрахса парасса кĕтмелли çук. Хресчен вăл мĕнле саманара та хăйĕн пилĕкне авнипе çеç хăтăлса юлнă. Паянхи пурнăçа мĕнле пур, çавăн пек йышăнмалла та – хамăр вăя шанса пурăнмалла. Ĕçлемелле те ĕçлемелле! Хамăр района çӳллĕрех шая хăпартма пирĕн майсем те, опыт та пур. Пурин те пĕр тĕллевлĕ пулмалла. Ун чухне пысăк çитĕнӳсем килĕç.
— Тавтапуç, Ханяфи Валиевич. Сире те пысăк çитĕнӳсем,
 
: 876, Хаçат: 15 (1107), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: