Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ĔМĔР ВĔРЕННĔ, ПĔЛӲ ПУХНĂ
Техник-механик, ăсчах агроном, генетик-биолог, вĕрентӳçĕ… Кунсăр пуçне обществăлла ĕç: суйлав комиссин председателĕ, пропагандист, агитатор… Пĕр вăхăт хушши комсомол райкомĕн вĕрентӳ уйрăмĕн секретарĕнче те вăй хунă. Кам çинчен калаçу пырать тетĕр-и? Николай Петрович Самаркин çинчен.
 
Вăл Чăваш Республикичи Кивĕ Шăмăршăра Фёкла Спиридоновнапа (ĕмĕрне колхоз ĕçĕсене пурнăçласа ирттернĕ) Пётр Кузьмич (райпо председателĕнче вăй хунă) Самаркинсен çемйинче (çемьере ултă ача пулнă) 1938 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.
Николай Петрович ашшĕнчен – пĕлӳ тĕнчине пăхăнтарма, амăшĕнчен – ĕç кăна çынна телей кайăкне тытма пулăшнине ăнланма вĕренсе çитĕннĕ.
Вулама, çырма, шутлама, паллах, ялти пуçламăш классенче хăнăхса çитнĕ. Çичĕ класс – Васанта, 10 – Шăмăршăра пĕтернĕ.
Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăнах Николай Петрович вĕренӳ авăрне чăмасшăн пулман. 50-70 –мĕш çулсенче çамрăк арсем пурнăç çулĕ çине хĕсмет «тыткăнĕнче» хурçă пек хĕртĕнсе тăрассишĕн пĕр-пĕринпе ăмăртнă, чăн-чăн арçын пулассишĕн хыпса çуннă.
Унăн кĕçех салтак ячĕ тухать. Ăна 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Саратов облаçĕнчи Пугачёв хулинче вырнаçнă вертолёт училищине вĕренме илсе каяççĕ. Пĕр çул хушши пĕлӳ илнĕ хыççăн каччă техник-механик пулса хĕсметре хăй тивĕçĕсене туллин пурнăçлать.
1960 çулхи çу уйăхĕнче хĕсметре тăнă çар чаçне пĕтереççĕ. 20-мĕшĕнче Николай Петрович килне таврăнать.
Вăхăта тăсмасăр çак çулах Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. 1965 çулта агроном дипломне илнĕ ентешĕмĕре Новгород облаçĕн Крестцы районĕнче вырнаçнă «Путь Ленина» колхоза тĕп агроном ĕçĕсене пурнăçлама яраççĕ. Икĕ çул вăй хунă хыççăн çамрăк та пултаруллă специалиста районти комсомол организацийĕ «куç хывать». Ăна вĕренӳ пайĕн секретарьне суйлаççĕ. Комсомол ĕçне пуçăнни ентешĕмĕре Новгород хулинчи педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа генетика тата биологи факультетĕнче пĕлӳ илме çул уçать. 1971 çулта вĕрентӳçĕ дипломне тивĕçет.
Н.П.Самаркин чунĕпе яланах çуралнă çĕршывра «пурăнать». Чун туртăмĕ ăна Шăмăршă районĕнчи Палтиеле илсе çитерет. Кунта вăл 1969 çулччен «Мир» колхозра тĕп агроном ĕçĕсене илсе пырать, генетикăпа биологи шайĕнче сăнав ĕçĕсем ирттерет.
1970 çулта Николай Петрович Ульяновск облаçĕнчи «Баратаевский» совхозра вăй хума тытăнать. Пĕр çултан çемье çавăрать. Мăшăрĕ – Анна Николаевна Сидорова – качча кайиччен Новгородри кĕленче сӳс туса кăларакан фабрикăра технологра вăй хунă. Баратаевкăна куçса килсен тивĕçлĕ канăва кайиччен шкулта бухгалтер ĕçĕсене илсе пынă. Анна Николаевна 2007 çулта вилнĕ.
Самаркинсен икĕ хĕр çуралать. Татьяна, педагогика училищи тата университечĕ пĕтернĕскер, Баратаевкăри шкулта пуçламăш класс ачисене пĕлӳ парать. Ашшĕне пăхса пурăнать. Ирина Ульяновскри пĕрремĕш поликлиникăра куç чирĕсен уйрăмĕнче медицина сестринче вăй хурать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕ – çар пенсионерĕ. Вĕсен 7-мĕш класа куçнă ывăл çитĕнет.
Николай Петрович 1976 çулта вырăнти шкулта ачасене çар ĕçне вĕрентме тытăнать те 2006 çулччен вăй хурать (1998 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та). Авиаци капитанĕ Николай Самаркин çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассинче чунне парса ĕçлет.
Ентешĕмĕр нихăçан та обществăлла пурнăçран уйрăлмасть. Тĕслĕхрен, ăна темиçе хутчен вырăнти суйлав комиссин председательне çирĕплетеççĕ. Николай Петрович Самаркина шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисене чĕнеççĕ. Вăл ачасенен тăван çĕршыва, ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплеме, юратма вĕрентет.
 
Ульяновск хули,
Засвияжски районĕ,
Баратаевка ялĕ.
 
: 1085, Хаçат: 38 (1130), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: