Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Н.Ларионовăн 1998 çулта кун çути курнă «Чĕре тапнă чух» кĕнекери сăвăсен хăйне евĕрлĕ сывлавĕ)
 
1999 çулхи кĕркунне. Эпир – А.Г.Дмитриев-Ырьят, Н.Н.Ларионов тата эпĕ – «Канаш» хаçат редакцийĕнче тем пирки хĕрсе кайса калаçатпăр. Çак вăхăтра (ирхине пĕр вунă сехетре) пӳлĕме А.Ф.Юман пырса кĕчĕ.
- О-о-о! Кунта Чĕмпĕр енĕн виçĕ чăваш улăпĕ пуçтарăннă иккен! Сире пурсăра та пĕрле курма питĕ хавас, - терĕ кăмăллăн кулса тата алă парса саламланă май.
Ятлă-сумлă поэт пире çапла хисеплесе, улăп вырăнне хурса хакланипе кăштах çухалса кайса хирĕç нимех те чĕнеймерĕмĕр.
«Улăпсем пулма пайтах тар тăкмалла…» - шухăшларăмăр хамăр ăшăмăрсенче.
Чăнах та, çав вăхăталла виçсĕмĕрĕн те пĕрремĕш кĕнекесем пичетленсе тухнăччĕ ĕнтĕ. «Улăп» хак пирки вара нихăшăмăр та илтмен кăна мар, тĕлленмен те.
Унтанпа вун виçĕ çул иртрĕ. Шухăшлатăп та – шухăш вĕçне тупаймастăп. Юхать те юхать çав вĕçсĕр-хĕрсĕр чун пĕлĕчĕ тахçан кĕвĕленĕ асамлă кĕввипе. Çак иртнĕ вăхăт мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх илсе килчĕ. Мĕн чухлĕ çухату пулчĕ тата! Ĕнерхи куçкурăм – чи тĕрекли, чи шанчăкли, чи вăйли – паяна хавшаса вăйсăрланчĕ, пĕлтерĕшне çухатрĕ. Малта каллех урăхла пахалăх, çĕнĕ ăнлану-чухлав амаланса вăй илчĕ. Куç сарлакарах та тарăнтарах, инçетерех курма тытăнчĕ. Чун тени кунпа çырлахмарĕ, тата темскер ыйтрĕ. Пурăнма ӳркенмесен курма ан ӳркен темеççĕ-и ваттисем? Мĕн çырнине курмаллах пуль çав. Çын тени вăрăмах мар ĕмĕрĕнче мĕн-мĕн тунипе çырлахмасть, малаллах талпăнать. Вăл хăйне те лайăхрах ăнланасшăн. Çут тĕнчене те хăвачĕ çитнĕ таран ăнкарса улăштарасшăн.
Иртнĕ тапхăр паянччен ирĕклĕх çулĕпе аталанчĕ, çавăнпа та çыравçăсене хăйсен харпăр шухăшĕсене вулакана пĕлтерме ирĕклĕ майсем туса пачĕ. Хăш-пĕр чухне – ытлашши те ирĕклĕ! Ку вăхăталла эпир, чăваш чĕпписем, коммунистсен партийĕ тăрăшнипе тăван чĕлхемĕре манса кайма пуçланисем ыйхăран вăраннă пек пултăмăр. Епле тунсăхласа çитнĕччĕ тăван сăмахшăн! Нимĕн тăвайманран вырăсла та çыркаласа пăхрăмăр. «Инçе çĕрте, ют çĕршывра, çын мар, кайăк хурланать!» тесе юрлатчĕç эпĕ астăвасса шураппасем. Çĕршыв, паллах, ют мар, тăван пулнă-ха. Кайăкĕсене çеç шăпчăкла мар, çерçи пек чĕвĕлтетме хăнăхтарнă. Вăйпа, хушупа. Тунсăх хăвачĕ çирĕм çул каялла çĕнĕрен кĕрлеме пуçларĕ. Çакăншăн ирĕклĕхе те тайма пуç. Эпир, тăван сăмахшăн антăхса çитнисем, кĕтӳçсĕр кĕтӳ пек тирĕнтĕмĕр сĕткенлĕ Улăха!
Çав тĕлĕнтермĕш улăхăн ячĕ – тăван чĕлхе, тăван сăмах – атте-аннен тăварлă куççулĕпе ислетсе пиçĕхтернĕ чечеклĕ сад.
Виççĕмĕш Чĕрĕлӳ çитрĕ текелерĕç хăшĕсем. Теприсем тăваттăмĕш терĕç. Тулай чăвашĕсемшĕн чăннипех те этеплĕх çĕнетĕвĕ пуçланчĕ: «Еткер» телекăларăм, «Канаш» хаçат тухма тытăнчĕç. Турă хăй юратнă пепкисене питĕ хытă тилмĕрнипе парне пама шутларĕ пуль. Мĕн чухлĕ çĕнĕ шухăш, ĕçсем кун çути курчĕç юлашки çирĕм çул хушшинче. Эпир, «выçăхса çитнĕскерсем», питĕ васкарăмăр: таçта та çитес, тем те тăвас килчĕ! Çак пăтрашуллă та тавлашуллă тапхăрта темĕнле лару-тăру та сиксе тухатчĕ. Мĕншĕн тесен пурин те малта пулас килнĕ. Пирте ăмăрту-талпăну тени яланах сывă. Хулари хăш-пĕр çуртра «кĕçнернисем» ирттеретчĕç. Вĕсенче малашлăха йĕрсем-сукмаксем шыраттăмăр. Тавлашаттăмăр. Кун пек чухне, паллах, чĕрере вут явăннипе калас сăмахсем шутласа пăхмасăрах çăвартан тухса каятчĕç. Пулнă, тем те пулнă… Çак тавлашусем те çĕнтерӳ туйăмне вăратса çĕкленĕ. Утăм хыççăн утăм тума пулăшнă.
Эпĕ маларах нумай çĕнĕ ĕçсем кун çути курчĕç тесе каланăччĕ. Çаксен шутне Н.Ларионовăн «Чĕре тапнă чух» ятлă кĕнеки те кĕрет. Ку – Микулайăн пĕрремĕш опычĕ темелле. Ун пирки Анатолий Юман çапла çырнă: «Мĕн калама пулать-ха Николай Ларионов хайлавĕсем пирки? Вĕсенче поэт хăйĕн сассине шыраса тупни сисĕнет. Вăл тăван тавралăхпа унăн çыннисене мухтать. Ăрусен çыхăнăвĕ те хаклă ăна. Чи пахи – автор тӳссе-курса асра юлнă сăнарсемпе ӳкерчĕксем калăпланни. Поэт чĕлхи пуян, чĕрĕ. Вăл халăх пултарулăхне çывăх сĕткене унăн тымарĕсенчен илет».
Паллă ĕнтĕ, пĕрремĕш икерчĕ тачка пулать. Кĕнекере редактор витĕмсĕрлĕхĕпе кайнă кӳренӳллĕ кăлтăксем, тĕлĕ-тĕлĕпе калас шухăша тĕплĕнрех, тепĕр хут пуçра çавăрса, лайăх пĕтĕмлетӳ туса çитереймен тĕслĕхем пур. Анчах асăннă кĕнеке Н.Ларионовăн пĕрремĕш чĕкеçĕ. Çавăнпа та «тачка икерчĕ» пирки сăмах пуçарас кăмăл çук. «Вечна только добрая литература», - тенĕ вырăссен классикĕ Марк Алданов прозаик. Эпĕ те классик шухăшне чунтан-чĕререн ырлатăп, хам пултарулăхра та çакă тĕп вырăнта тăрать. Ăна асрах тытатăп. Çавăнпа поэтăн ĕçне «Ырă тараса» виçипе пăхса тухассăм килет.
Кĕнеке ячĕ пиркиех темĕн те çырма пулать. Чĕре тапнă чух çын пурăнать – сывлать, ĕçлет, юратать… Чĕре таппи – Пурнăç. Вăл тапма пăрахни – Вилĕм. Ку пĕтĕмлетӳ – чи кĕски, тĕрĕсси. Мĕн каласшăн-ха поэт – чĕре хуçи – чĕри тапнă чух?
Н.Ларионовăн «Чĕре тапнă чух» ятлă сăввине – программăллă сăвă тенĕ пулăттăм. Автор сăвăра пирĕн ума мĕнпур пĕвĕпе тухса тăрать. Сăвва пĕтĕмĕшле илсе кăтартсан уçăмлăрах пулĕ.
Куçăм курнă чух – сĕм суккăр пулаймастăп,
Таврара мĕскер пулать – веç ман умра.
Ешĕл улăха пăхса ытараймастăп,
Çуннă çурт курсан – салхулăх куçăмра.
Илтнĕ чух хăлха – хăлхасăр пулаймастăп,
Пулăшма васкатăп – пулăшу ыйтсан.
Шăпчăк сассине илтсен – хускалаймастăп,
Çӳлелле пăхатăп аслати çапсан.
Утнă чух ура – урасăр пулаймастăп,
Кирлĕпе çитмешкĕн хатĕр таçталла.
Çук, кутăнланса тăма пултараймастăп,
Ырă ĕç тума пулсассăн – каймаллах.
Пур чухне чĕлхе – чĕлхесĕр пулаймастăп,
Хатĕр тĕрĕсне ялан эп калама
Сӳпĕлти, суя çынна, çук, мухтаймастăп,
Ăслă этеме пултарăп хаклама.
Чунăм сывă чух – чире те хываймастăп,
Пулăшу ыйтман – шеллеттересшĕн çеç.
Нимĕн ыратмасăрах мăшт выртаймастăп,
Переймеп пăлахая эп тĕршĕнсе.
Ăсăм пур чухне – ухмах та пулаймастăп,
Шырамастăп чăнлăх чыссăр çынсенче.
Сĕм ухмах рольне те чĕмсĕр выляймастăп,
Пулаймап вылямалли çын аллинче.
Тапнă чух чĕре – чĕресĕр пулаймастăп,
Хĕрхенме пĕлетĕп вăйсăр-сусăра.
Çурăмсем хыçне пуçа пытараймастăп,
Хирĕç тăрăп усала – хушмасăрах.
 
«Хирĕç тăрăп усала – хушмасăрах», - тет поэт сăввăн юлашки йĕркинче. Усал-тĕселĕ вара чăнахах та ытлашшипех ахăр саманара! «Постсоветский» пурнăç укçаран хăйне евĕр тĕн туса хучĕ. Укçашăн çынсем чĕрĕ органĕсене сутма тытăнчĕç. Раççей халăхĕ паян хăйне кура тĕрĕслев тӳсет: иртнĕ ăру çылăхĕсемшĕн çĕнĕ йăх-несĕл асапланса тасалу çулĕ шырать.
Анчах хура халăх çак ăнлава пуçне те чикмест. Мĕншĕн тесен унăн кăмăлĕ те, вăхăчĕ те çук. Аçа çапсан çеç кăкăрĕ çине хĕрес хурать.
Чăн-чăн поэт сăввисенче малашлăха курса тăрса вулакансене интереслентерет. Вăл çавăн чухне: «Мĕн пулчĕ-ши, этем, сана?» - тесе тĕлĕнсе те тертленсе ыйтать.
 
Мĕн пулчĕ-ши, этем, тăван, сана?
Асар-писерех кайрăн пăтранса.
Мĕнле-тĕр вупăр йăтрĕ тусана,
Хăш çавра çил пăлхатрĕ çавăрса?
Курмастпăр пĕр-пĕрин йывăрлăхне,
Хаярланса пыратпăр кунсерен.
Усал-сехмет акать хăй вăрлăхне
Эпир кашни хутах вăрçмассерен…
Этем, хăй Турă панă ăс сана,
Çакна кая юлмасăр астусам.
Мĕнле килсе тухсан та самана –
Пур ÇЫНЛĂХНА, тархасшăн, упрасам.
 
«Пур ÇЫНЛĂХНА, тархасшăн, упрасам», - ӳкĕтлет сăвăç хăй юратнă халăхне.
Унăн аллинче ядерлă кнопка чăматанĕ мар – КАЛЕМ! Çак асамлă «куçлă туяпа» шырать вăл тĕрĕс çул малашлăха. Чунĕ-чĕри этемлĕх сусăрланса кайса харкашу-пăлхав пуçарса янипе килĕшмесĕр. Ку пахалăх чăннипе те этемлĕхе юратнă вăйпа амаланнă. Тĕп шăнăрĕ – çумрине хĕрхенесси, пулăшасси, усалран сыхласси. Çакă пултарулăх çыннисемшĕн яланах тĕп вырăнта пулнă. Вĕсен шухăш-кăмăлне хăват парса çунатлă тунă. Ахальтен мар сăвăç шалти чунĕн пурнăçне сăнласа-палăртса калас тенĕ чух пысăклатса, кăшт урăхларах, илемлетсе, хавхалануллăн кăтартса парать. «Ман шухăшсем – çунатлă акăшсем», - тет вăл.
Сивлеççĕ хăшĕсем мана, пĕлеп,
Шухăшламаншăн эпĕ вĕсем пек.
Вара мĕн-ма-ши манăн, тĕлĕнеп,
Пурăнмалла-ха çыннăн ăсĕпе?..
 
Ман шухăшсем – çунатлă акăшсем,
Шур акăшсен хуçи те пулăп хам.
Эппин, çилленĕç те-ха хăшĕсем,
Каçарăр-ха… хамла эп шухăшлам.
 
Çак сăввăн пĕрремĕш йĕркине шута илсе эпĕ çак вырăнта пĕр пĕчĕк асăрхаттару туса хăварнă пулăттăм. Çынсем сивлени пирки чĕрене ытлашши çунтармасан та юрать. Çынсем ĕмĕрĕпех пĕр-пĕрне кураймаççĕ, хирĕçеççĕ, кĕвĕçеççĕ… Хăйсенчен авантарах пулсан-курăнсан çисе яма хатĕр! Япăхрах, нушаллăрах, асаплăрах пурăнсан – эх, Турă, савăнаççĕ! Эппин, Фаина Раневская каларăш: «Не дождётесь!» - темелли кăна юлать. «Сивлеççĕ хăшĕсем мана» тени, ман шутпа, сăлтавсăрах хăвна хăв тӳрре кăларасшăн хыпса çунни çеç. Сивлессипе юратасси, хисеплессипе мăшкăлласси – йăлтах вулакан шухăш-туйăмĕнчен килет. Пирĕншĕн, поэтсемшĕн, сăвă калăпласа пултăр, ытти – вулакан ирĕкĕ.
 
«Поэт» не дорожи любовию народной.
Восторженных похвал пройдёт минутный шум;
Услышишь суд глупца и смех толпы народной:
Но ты останься твёрд, спокоен и угрюм»,-
тесе каланă А.С.Пушкин 1830 çултах! Эппин, 182 çул каяллах. Эпĕ паян утмăл пилĕкри пуçăмпа вăтăр пĕррери Пушкин каланине (вăл гени пулсан та) килĕшсех каймастăп. Пирĕн «любовию народной» тенипе мăнаçланмасан тата мĕнпе мухтанмалла? Хăв çут тĕнчере ахаль кăна пурăнманнине мĕнпе çирĕплетмелле?! Эппин, Н Ларионов: «Каçарăр-ха… хамла эп шухăшлам», - тесе çирĕплетни чăннипех пĕр калăплă классик сĕнĕвĕпе тĕрĕс йĕрпе аталанса чăмăртаннă!
Поэтăн мĕнпур ĕçне хак пама, пĕтĕмлетӳ тума тата тепĕр сулмаклă ĕç кирлĕ. Ӳсĕм çулĕ ун чухне витĕмлĕрех палăрĕччĕ. Çавăнпа Н.Ларионовăн çак ĕçĕ юлашки пулмасть пулĕ-ха. Пĕччен кайăк ан пултăрччĕ вăл. Поэт поэзи садне тата çĕнĕ кайăксем вĕçтерсе килсе вĕсем чăвашлăх тĕнчинче тулли саслăн шăрантарасса шанас килет.
Николай Николаевича ырă çул сунар!
 
: 653, Хаçат: 17 (1213), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: