Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Куçсене шартса хĕвел çĕкленчĕ,
Çĕр хывасшăн шурă кĕрĕкне.
Çуркунне килет хĕр пек именчĕк –
Пытанса юр сăрчĕсем хыçне.
 
Кăчкă йывăççи те кĕмĕлленчĕ:
Тухса ларчĕç мамăклă чĕпсем.
Çерçи савнăçĕ – умри кӳлленчĕк,
Çат-çат-çат! тăваççĕ çунатсем.
 
Кăлăк чăххисем пек кăтиклеççĕ
Çырмасем – кăтартрĕç сар тăмне.
Пăрçĕмрен чарланăн хӳри вĕçĕ
Хуçрĕ çурмаран хĕл çурăмне.
 
Хурăн тăррисем хăмăр кăваккăн
Курăна пуçларĕç сăнĕпе.
Ăвăс йывăççин хуппи те акă
Ешĕл сăрăпа сăрланă пек.
 
Пăхăр- курăр: уй-хир урлă килчĕ
Çуркунне ула кĕсре çинче.
Уçăм кивĕ утиялне илчĕ –
Халь çуталчĕ пĕтĕм çут тĕнче!
 
Илтĕнет Çĕр-улăпăн сывлавĕ,
Çĕнĕ курăк ашкăрать кăна.
Катари вăрманăн симĕс шавĕ
Ян каять халь янкăс таврана.
 
Çуркунне шавлать – çулталăк ирĕ,
Улшăну уявĕ çуркунне!
Кăкăрĕ вăранчĕ хура çĕрĕн –
Акана чĕнет вăл хресчене!
 
: 696, Хаçат: 17 (1213), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: