Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кураксен хуйхи
Пурнăç веçех урăхланчĕ. 20-30 çул каялла кураксем ялта йăва çавăрман. Вĕсем валли хирте çимелли çителĕклĕ пулнă. Хирсене тислĕк тăкнă. Унта хурт-кăпшанкă нумай. Çимелли çуккипе халĕ кураксем яла куçрĕç.
Денис ЛАХМИСТРОВ, 4-мĕш класс.
 
Çуркунне
Сивĕ парăнасшăн мар-ха, каçсем сивĕ. Çĕре сухалама хăçан тухасси те паллă мар. Сивĕ пулнипе вĕçсе килнĕ кайăксен сасси те илтĕнсех каймасть. Кураксем кăна йăвисенче лăпкăн лараççĕ. Хурăнсен вĕтĕ турачĕсене хуçса ывăнчĕç пулмалла. Шкул йĕри-тавра сывă хурăн та юлмарĕ ĕнтĕ. Кураксем те этем лартнă хурăнсене шеллемеççĕ.
Алёна БЕЛОВА, 4-мĕш класс.
 
Çурхи шыв
Çанталăк ăшăтрĕ. Юр ирĕлсе пырать.
Иртнĕ кĕркунне йĕпе тăнипе çĕр шăнса юлчĕ. Ирĕлнĕ юр шывĕ лупашкасенче пĕр-икĕ кун пуçтарăнса тăчĕ те пĕтĕм вăйне пуçтарса çырмасене юхма пуçларĕ. Кун пек нумай шыв эпир тахçанах курманччĕ. Ахăрса, шавласа, кĕрлесе юхрĕ çурхи шыв.
Эпир шкула çырма урлă каçса çӳретпĕр. Çурхи шыв мĕнле алхаснине эпир питĕ лайăх куртăмăр. Икĕ кун çыран хĕрринчен пăхса тĕлĕнтĕмĕр. Кайран шывăн вăйĕ чакрĕ пулмалла. Виççĕмĕш кун вăл хăйĕн вăйĕпе никама та хăратаймарĕ.
Вероника КИВЕРОВА, 7-мĕш класс.
 
Çуркунне илемлĕ теме пулать-и?
Кăçалхи çурхи çанталăк ăнланмалла мар пулчĕ. Мĕншĕн çапла пулчĕ-ха вăл? Пĕр вырăнта кăна мар, пур çĕрте те çакăн пек: шыв илсе хупланă ялсемпе хуласем, юхтарса кайнă кил-çуртсем, арканнă кĕперсем, шывпа ирĕлсе тухнă асфальтлă çулсем…
Мĕн чухлĕ сиен! Мĕн чухлĕ çĕршывăн укçи вырăнсăр тăкакланать.
Дима ОРЛОВ, 7-мĕш класс.
 
Курăка çунтармалла мар
Çуркунне çитсен ача-пăча ăшша тунсăхланипе юр ирĕлнĕ вырăна выляма тухать. Иртнĕ кĕркуннерен юлнă типĕ курăк выляма чăрмантарать. Çакăн пек чухне ачасем типнĕ курăка çунтарса яма тăрăшаççĕ. Ку питĕ хăрушă япала. Пĕчĕк пушартан пысăк инкек пулма пултарать.
Ачасем, шăрпăкпа ан выльăр!
Максим ГОРЯЧЕВ, 7-мĕш класс.
 
: 930, Хаçат: 17 (1213), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: