Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çураки Ульяновск облаçĕнче хăвăрт утăмсемпе пырать.
Регионăн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, çурхи культурăсене паян 265,5 пин гектар çине акса хăварнă. Ку вăл тума палăртнă калăпăшăн 45,9 проценчĕ. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 175,1 пин гектар çĕр лаптăкĕ çине вырнаçтарнă (57 процент). Хĕвелçаврăнăш 42, 8 пин гектар (27), сахăр кăшманĕ 3,5 пин гектар (26) рапс 3,3 пин гектар (25), çĕр улми 541 гектар (27), пахча-çимĕç 311 гектар (26) йышăнать. Пĕр çуллăх тата нумай çуллăх курăксене 35 пин гектар акнă. Кăлаткăпуç тата Чартаклă районĕсенче 419 гектар йĕтĕн акса хăварнă. Çураки ĕçĕсен пысăк пайне Барăш (78,1 процент). Павловка (75,2), Николаевка (71,6), Çĕнĕ Спасск (70,4), Вешкайма тата Тереньга (70-шер процент) районĕсенче ирттернĕ. Унсăр пуçне çурхи ĕçсене Радищево, Кăлаткăпуç, Çинкĕл, Мелекесс тата Кузоватово районĕсенчи хуçалăхсем хастар илсе пыраççĕ (50 процентран ытла пурнăçланă). Çумăрсем иртсен çĕр ĕçченĕсем талăкне 45-50 пин гектар акма палăртаççĕ.
 
Президент юн панăшăн тӳлеме сĕнет
РФ Президенчĕ Владимир Путин донорсене юн панăшăн тӳлес йĕркене каялла тавăрма сĕннĕ. Ун шухăшĕпе, донора тӳлекен укçа пысăк мар пулин те вăл юн пама хавхалантарать. Унсăрăн кирлĕ чухлĕ донор пуçтарма май çук.
Владимир Путин донорсене тӳлевсĕр апат çитерессине те пурнăçа кĕртме хирĕç мар. Президент сывлăх сыхлавĕн министерствине хальхи саккуна улшăнусем кĕртесси пирки шутласа пăхма хушнă.
 
Тĕрĕслесех тăраççĕ
Ульяновск облаçĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцин пахалăхĕ яланах тимлĕхре.
Регионри ветеринари департаменчĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ульяновск хулинчи Засвияжски районĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан икĕ шкулта тата «Пятёрочка» суту-илӳ тытăмĕнчи пилĕк лавккара ветеринари службин ĕçченĕсем 21 тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕпчев 45 тата 62-мĕш шкулсенче вĕренекенсене çитерекен апат-çимĕç паха, сывлăхшăн сиенлĕ маррине çирĕплетнĕ.
«Пятёрочка» суту-илӳ тытăмĕнчи лавккасене тĕрĕсленĕ хыççăн, ултă тĕслĕ апат-çимĕç ушкăнĕ сывлăхшăн сиенлĕ пулни палăрнă. «Самара-Продукт» пĕрлĕхĕн ертӳçисене административлă майпа айăпланă.
 
«Çулталăк вĕрентекенĕ-2013» конкурса пĕтĕмлетнĕ
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçине 500 пин тенкĕлĕх сертификат панă.
Професси маçтăрлăхĕн конкурсне облаçри 24 шкултан 27 вĕрентекен хутшăннă. Ульяновскри 21-мĕш шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Любовь Савельева пĕрремĕш, Пасарлă Сăсканри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Ирина Ширманова иккĕмĕш, Чăнлă районĕнчи Йĕпе Пăкăрлăри шкул вĕрентекенĕ Светлана Зыкова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Кĕмĕл тата бронза призёрсене 20 пин тенкĕлĕх сертификатсем парса чысланă.
 
: 1040, Хаçат: 18 (1214), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: