Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕллене пĕтĕмпех çĕнтерсен çуркунне,
Сар хĕвел ăшшипе чĕрĕлсен чечексем,
Инçетри кăнтăртан таврăнса шăпчăксем
Кашни каç шăратма тытăнсан юрăсем
Ирттеретпĕр эпир Çĕнтерӳ уявне.
 
Юратаççĕ пурте Çĕнтерӳ уявне,
Пит кĕтеççĕ ăна вăрçăра пулнисем.
Палăксем умĕнче пухăнаççĕ вĕсем,
Унта туслă хурса чечексем, кăшăлсем
Чыс тăваç пуç тайса Çĕнтерӳ салтакне.
 
Уявлаççĕ пурте Çĕнтерӳ уявне
Çав кунра ирттерсе парадсем, митингсем.
Митингсем вĕçленсен пуçласа концертсем,
Юрласа, ташласа ваттисем, вĕттисем
Савăнса уявпа саламлаç пĕр-пĕрне.
 
: 908, Хаçат: 18 (1214), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: