Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерстви, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт тата облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленипе ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» ятпа Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн залĕнче облаçри шкулсенче чăваш чĕлхипе литература предметне, чăваш культурине факультативсенче тата кружок мелĕпе вĕрентекенсем, шкулсенчи музей ĕçченĕсем пухăнчĕç. Лару ĕçне институтăн ăслăлăхпа методика пайĕн проректорĕ С.В.Данилов ертсе пычĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн кафедра заведующийĕ, филологи наукисен кандидачĕ Ю.М.Виноградов та конференци ĕçне хутшăнчĕ.
Паллă кунпа облаçри чăвашсене чи малтан регионти вĕренӳ министрĕ, филологи наукисен кандидачĕ Екатерина Уба саламларĕ.
-И.Я.Яковлевăн ячĕ – пирĕн область историйĕнчи чи паллă та çутă сăнарсенчен пĕри. Область унпа мухтанать. Вăл йĕркелесе янă шкулта чăвашсем кăна мар, вырăссем, тутарсем, пушкăртсем, мордвасем пĕлӳ илнĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ Атăлçи тăрăхĕнчи шкулсем валли учительсем хатĕрленипе пĕрлех халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессипе пысăк ĕç тунă. Вĕрентӳçĕсене И.Я.Яковлевăн еткерлĕхĕпе пуянланса малашнехи ĕçре унпа усă курма сунатăп, - терĕ.
Министр чăваш чĕлхипе культурине аталантарассипе, ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентессипе тăрăшса ĕçленĕшĕн С.В.Яковлевана (Ульяновск районĕ, Салмановка), Л.В.Краснована (Çинкĕл районĕ, Уличе), Н.В.Петрована (Мелекесс районĕ, Кивĕ Сахча) кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Конференцие пухăннисене Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсен ятĕнчен аналитика уйрăмĕн пуçлăхĕ А.В.Щербаков саламларĕ.
Ĕçлĕ ларăва вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т.Улендеева пуçларĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнче И.Я.Яковлев Халалне пурнăçлассипе епле ĕçлени пирки каласа пачĕ, облаçри чăвашлăх юхăмĕн чи витĕмлĕ тапхăрĕсене палăртса хăварчĕ, чăваш чĕлхипе культурине ачасене вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнӳ тунă вĕрентӳçĕсене палăртрĕ.
-Вĕрентӳ тытăмĕ С.В.Яковлева, Р.А.Волкова, А.Н.Саранцева, В.В.Прохорова, Т.Н.Муллина (Ульяновск районĕ); Н.М.Сайгушева, С.Ф.Кудряшова, С.И.Мигукова, С.В.Телеева, З.В.Головина (Чăнлă районĕ); Е.В.Краснова, В.Л.Конюхов, Н.А.Куракова (Çинкĕл районĕ); С.А.Марышева, Е.М.Краснова, М.М.Карпова, Л.А.Васильева (Ульяновск хули), В.В.Киргизова (Димитровград хули), Л.П.Иванова (Тереньга районĕ); Н.Н.Осипова, М.В.Спиридонова, Н.В.Романова, В.А. Ильдутова (Çĕнĕ Малăкла районĕ); Л.Ф.Ярославская (Майна районĕ); С.Н.Бикмендеева (Сăр районĕ); Л.В.Уткина (Карсун районĕ); И.Н.Сандальнова (Вешкайма районĕ); М.П.Батюк, А.И.Юдина (Николаевка районĕ); И.И.Мигунова (Павловка районĕ), Л.А.Куликова, Н.В.Петрова (Мелекесс районĕ) вĕрентӳçĕсемпе тивĕçлипе мухтанать. Н.М.Сайгушевапа С.В.Яковлевана «РФ чи лайăх вĕрентекенĕ» кĕнекене кĕртнĕ, - терĕ.
2012 çулта облаçра тата Раççейре иртнĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăннисене, вĕсен çитĕнĕвĕсене палăртрĕ. «Тăван чĕлхене вĕрентекен чи лайăх учитель-2012» конкурс çĕнтерӳçине Л.П.Иванована (Тереньга районĕ, Скугареевка шкулĕ) Германи çĕршывне стажировкăна янă.
С.И.Мигукова Мускавра чӳк уйăхĕнче иртекен Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен маçтăр-классне хутшăнма хатĕрленет, Р.А.Волкована Шупашкара стажировкăна яраççĕ.
Чăваш чĕлхи кабинечĕсен конкурсĕнче Чăнлă районĕнчи Ирçел, Çĕнĕ Улхаш шкулĕсем палăрнă. Ульяновскри 64-мĕш, Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш шкулĕсем иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Вĕренӳпе культура министерствисем йĕркелекен «Чăваш шăпчăкĕ», «Путене», «Чăваш ачи, сассуна пар» фестивальсем йăлана кĕнĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа облаçра 100 ытла мероприяти йĕркеленине палăртрĕ, Патриархăмăрăн кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн ĕçне малалла тăсассипе хавхаланса ĕçленĕшĕн вĕрентӳçĕсене тав турĕ.
Область архивĕнчи информаципе шырав пайĕн пуçлăхĕ Р.В. Макарова Яковлев пурнăçне архивра упранакан документсене слайдсемпе кăтартса сăнласа пачĕ. Интереслĕ, Иван Яковлевăн çуралнă кунĕ акан 25-мĕшĕ тесе йышăннă пулин те вăл çурални çинчен çырнă (çак датăна çирĕплетекен) метрика кĕнеки архивра сыхланса юлман. Хресчен çемйинче çуралсан та 1913 çулта чăн стат советникне И.Я.Яковлева Чĕмпĕр дворянĕсен йăх-несĕл кĕнекин виççĕмĕш пайне кĕртнĕ.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн методисчĕ Т.В.Николаева Атăлçи тăрăхĕнче наци вĕрентĕвĕ еплерех аталанни, Ульяновскри педуниверситетăн литература кафедрин доценчĕ Е.С.Нагорнова 1900-1917 çулсенчи чăваш литературин аталанăвĕнчи Чĕмпĕр тăрăхĕнчен тухнă çыравçăсен вырăнĕ, филологи наукисен кандидачĕ Ю.М. Виноградов И.Я.Яковлев çуралнă кун тĕлне Чăваш Республикинче ирттернĕ уявсемпе конкурссем пирки каласа пачĕç. Чăваш педучилищине 1955 çулта пĕтернĕ, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн вĕренӳ управленийĕн кафедрин доценчĕ В.В.Елисеев хăй училищĕре вĕреннĕ вăхăта, пĕрле вĕреннисен пурнăçĕсенчи çитĕнĕвĕсене аса илчĕ.
Учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци кабинечĕн методисчĕ В.А.Архипова И.Я.Яковлевăн вĕренӳри пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ:
- Малтанхи икĕ çул чăваш ачисене предметсене чăвашла вĕрентмелле, малашне – вырăсла. Чăваш чĕлхи предмечĕ вара мĕн шкул пĕтеричченех программăра пулмалла.
-Хальхи вăхăтра ачисене чăвашла вĕренме нумай чухне ашшĕ-амăшĕ кансĕрлет. Учительсене тепĕр ĕç хушăнать – малтан ашшĕ-амăшне ӳкĕте кĕртмелле. Тĕрĕссипе, чĕлхене çемьере вĕрентме тытăнмалла, - терĕ вăл.
Чӳрекел шкул вĕрентӳçи Л.Ф.Ярославская, Луговое шкулĕнче чăваш чĕлхи кружокне илсе пыракан А.В.Катерисова Яковлевăн еткерлĕхĕпе хальхи уроксенче мĕнле усă курнипе, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсан шкул вĕрентӳçи Н.Н.Осипова тата Вешкайма районĕнчи Каркел шкул вĕрентӳçи И.Н.Сандалинова «Чăваш халăх культурипе йăли-йĕрки» кружокĕсен тата музейĕсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
В.Г.Галкина Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнчи «Ивановсем – Семёновсем – Белозёровсем – Галкинсем» учительсен йăх-несĕлĕ (пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 1000 çул ытла) И.Я.Яковлевăн Халалне пурнăçласа ĕçлени çинчен, йăх-тымарне пуçлакан кукамăшĕ Пелагея Иванова И.Я.Яковлевпа пĕр ялтан, тăванĕ пулнине, чăваш шкулĕнче вĕреннине каласа парса тĕлĕнтерчĕ.
Пĕтĕмлетӳре пĕрле пухăнса калаçни пуриншĕн те усăллине, кашни тăван шкулне пĕлӳ çӳпçине хушса таврăннине палăртрĕç.
Ача сачĕ тапхăрĕнчен тытăнсах Яковлевăн педагогика еткерлĕхĕпе усă курнине, тăван культурăна, чĕлхене ачасене мĕн пĕчĕкренех вĕрентнине Ульяновскри 20-мĕш ача садĕнчи чăваш ачисем (воспитателĕ Ирина Антонова) хатĕрленĕ пултарулăх номерĕсем çирĕплетрĕç.
 
: 654, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: