Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă тĕп уяв «Губернаторский» Культура керменĕнче иртрĕ. Унта облаçри чăвашсен обществăлла организацийĕсем, Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕрлĕ çулсенче пĕтернисем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, студентсемпе преподавательсем, пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç.
Тĕп уяв тытăнас умĕн Культура керменĕн фойинче Чăнлă районĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç: «Шуçăм» (ертӳçи В.Н. Игнатьева-Тарават) «Уйсас» (А.Л. Синдюкова) тата Чăвашкассинчи юрă ушкăнĕ (Р.П. Кириллов). Курма пынисем валли «Канаш» хаçат редакцийĕ тата И.Я. Яковлев музейĕ кĕнеке-журнал куравне йĕркеленĕ. Галя Елисеева ăстаçă тăмран тунă теттесене тăратнă. Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕ Анатолий Еленкин мероприятие халăх пуçтарма пулăшнă, И.Я. Яковлев çырнă Халала нумай тиражпа пичетленĕ, ăна халăх хушшинче сарчĕç.
Уява 28-мĕш шкул вĕрентӳçи Ирина Кашеевапа УлПУ студенчĕ Антон Антонов ертсе пычĕç. Вĕсем чăвашла тата вырăсла Иван Яковлевичăн биографине, унăн сулмаклă та çăмăл мар пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç, экран çинчен сăн ӳкерчĕксем кăтартрĕç. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пирки хускатсан унтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă хисеплĕ ватăсен ячĕсене асăнчĕç. Вĕрентӳ ĕçĕнче нумай çул вăй хунăшăн чĕререн тав турĕç. Унтан ырă йăлапа И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечек çыххи хучĕç. Çак тивĕçе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Г.В. Яковлев тата УлППУ студентки Алёна Карсакова тивĕçрĕç.
Облаçри шалти ĕçсен министрĕ Игорь Самойлов область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов ятĕнчен салам сăмахĕ вуласа пачĕ.
- Иван Яковлев никĕсленĕ шкулсен тĕслĕхĕ çинче пин-пин шкул, аслă вĕренӳ заведенийĕ уçăлнă. Пирĕн правительство, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр нацисен чĕлхипе культурине сыхлассипе ĕçлекенсене сахал мар пулăшу параççĕ. Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр та ку енĕпе нумай вăй хурать,- терĕ вăл. Чăвашлăха аталантаракан ĕçре ырми-канми тăрăшакансене – «Мишар» обществăн тĕп директорне М.В.Селивестрова тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществин ертӳçине А.А.Мордовкина кĕпĕрнаттăрăн Тав хучĕсене парса чысларĕ.
Унтан сăмах УОЧНКА ертӳçине, кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникне Владимир Сваева пачĕç. Владимир Ильич хăйĕн докладĕнче малтанах И.Я.Яковлевăн кун-çулĕ çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш халăхне çутта кăларас ĕçре унăн тӳпи вышкайсăр пысăк пулнине палăртрĕ.
-Эпир, паянхи чăвашсем, И.Я. Яковлев хушса хăварнă ĕçсене малалла тăсатпăр. Вĕсем мĕнле пынине кулленхи ĕçсемпе кăтартса паратпăр,- терĕ вăл.- УОЧНКА ĕçĕпе область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Саккунсем кăларакан Пуху кăсăкланаççĕ, пуçарусенче пулăшса пыраççĕ. Çаплах район пуçлăхĕсене, шкул директорĕсене тав тăватăп. Чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕн арĕсен вăйĕпе эпир нумай мероприяти ирттеретпĕр.
Владимир Ильич çаплах чĕлхемĕре тата йăла-йĕркене упраса хăварас ĕçре ырми-канми тăрăшакансене сцена çине чĕнсе чыс турĕ.
УОЧНКА ятĕнчен ЦНК пуçлăхне Е.Н. Сафронована, Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне П.К. Столярова, Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутатне А.Г.Еленкина, "АМС групп" холдинг компанин пуçлăхне А.Е. Елюкина, «ИнвестстройМ» организацин тĕп директорне В.А.Фёдорова, «Шанăç» юрăпа ташă ушкăнĕн ертӳçине В.Н.Игнатьева-Тарав ат поэтессăна, УОЧНКА Новоульяновскри уйрăмĕн ертӳçине З.М. Рейтера, Ульяновск районĕнчи уйрăмĕн ертӳçине В.В. Прохорована Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Хула Думин Тав хучĕсене «Авто-Форум» обществăн тĕп директорĕ Г.В.Майрабеев, 73-мĕш шкул вĕрентӳçи Е.М. Краснова, П.Т. Азанов усламçă, «Ульяновскцентргазст рой» обществăн тĕп директорĕ А.В. Фёдоров тивĕçрĕç.
Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав хучĕсене ЦНТИ директорне А.П. Емелькина, Чăнлă район пуслăхĕн çумне А.А. Узикова, «Астра-Дент» обществăн тĕп директорне Н.Д. Розова, УОЧНКАн Мелекесс районĕнчи уйрăмĕн ертӳçине В.В. Киргизована, Ульяновск районĕнчи уйрăмĕн ертӳçине В.В. Прохорована, облаçри патшалăх архивĕн шырав пайĕн пуçлăхне Р.В. Макарована парса чысларĕç.
Уяв программине малалла Шупашкарти филармони çурчĕ çумĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ тăсрĕ. Чăвашсен тĕрлĕ енчи ташши-юрри-и, кулăшĕ-и, эстрада кĕввисем-и – чĕмпĕрсем кашни номернех лайăх йышăнчĕç. Репертуарăн тĕп шăнăрĕ — «Атăлпа Урал кăшăлĕнче» композици – пулчĕ. Кунта артистсем тĕрлĕ наци юрри-ташши урлă халăхсен туслăхне кăтартса пачĕç.
 
: 784, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

MANN (2014-10-23 17:34:29):
Вот интересный порталĔ наверное кому то пригодиться
На сайте есть рейтинги превосходных клиентских онлайн игр
Смотрите здесь во что поиграть на ps4
<Ӳa>


По всем вопросам пишите в лс или на почту andrejĕdimidoff@yandexĕru


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: