Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра Патриархăмăрăн пурнăçне документсемпе çирĕплетсе паракан мероприяти иртрĕ. Ăна Ульяновск облаçĕнчи патшалăх истори архивĕн тата Чăваш Республикин патшалăх архивĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç.
Диафильмпа И.Я.Яковлев пурнăçĕ, пултарулăхĕ тата ун çемйи çинчен калакан документсене кăтартрĕç. Вĕсем çинчен облаçри архив ĕçченĕ Р.В.Макарова каласа пачĕ. Ку документсем 1950-мĕш çулсемччен Ульяновскра упраннă, кайран Чăваш çĕршывĕн пуçлăхĕсем ыйтнипе фондăн пысăк пайне Шупашкара илсе кайнă.
УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркӳ настоятелĕ Игнатий игумен И.Я.Яковлев православи тĕнне хытă тытса пынă çын пулнине палăртрĕç, вăл акнă паха вăрлăх ырă çимĕçсем кӳрессе шаннине пĕлтерчĕç.
Хаклă документсене тирпейлĕ упраса çамрăк ăрусем патне çитернĕшĕн облаçри патшалăх архивĕн директорĕ Л.А. Сомова УОЧНКА тата «Канаш» редакцийĕн Тав хутне тивĕçрĕ.
Пухăннисене Аслă Нагаткинтан килнĕ ачасен ушкăнĕ (ертӳçи В.Н.Тарават) илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.
 
: 671, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

Gabriel (2014-05-09 19:41:25):
GodĔ I feel like I shulod be takin notes! Great work

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: