Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа 1951, 1954, 1956 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнисем (Ульяновск облаçĕн халăх вĕренӳ пайĕн 1956 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе хупăннă) йăлана кĕнĕ тĕлпулăвне пуçтарăнчĕç.
Музей вырнаçнă çурта 128 çул каялла туса лартнă. Хаклă хăнасем – А.М.Богатов, Л.А.Щербакова, Р.П.Антонова, П.В.Великанова, А.М.Чекалина, В.Н.Азбукина, А.Ф.Белова, Г.В.Яковлев, Л.А.Чебакова – валли çак датăпа çыхăннă ятарлă курав йĕркеленĕ.
Уява хатĕрлекенсем – Н.В.Литвинова (музей заведующийĕ) тата С.А.Борисова (ăслăлăх ĕçченĕ) – «И.Я.Яковлев (1848-1930)» сасăллă фильмпа усă курса Иван Яковлевичăн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен те тĕплĕн паллаштарчĕç. Музейра иртекен мероприятисем çинчен каласа пачĕç.
Тĕлпулăва пухăннисене облаçри ача-пăча искусствисен шкулĕнче тата культура училищинче пĕлӳ илекен шăпăрлансемпе çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Концерт вĕçленнĕ хыççăн чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнисем – А.М.Богатов, Л.А.Чебакова – вĕренӳ çулĕсене, хăйсене вĕрентекенсене аса илчĕç. Музейра вăй хуракансен çывăх тусĕ, пулăшаканĕ – М.А.Аляпкин, чăваш халăх ăсчахĕ тата таврапĕлӳçĕ - «Серебряные россыпи И.Я.Яковлева» кĕнекипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ.
Юлашкинчен хăнасем çак кун тĕлне ятарласа хатĕрленĕ «2009 çулти тĕлпулу» пысăках мар сасăллă фильм курчĕç, ватлăх та хаваслă, канлĕ – чыс тусан пулнине туйса хĕпĕртерĕç.
 
: 550, Хаçат: 18 (1214), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: