Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнче чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ял Чӳрекел кăна.
Çак ялта 1964 çулта Федосия Тимофеевнапа Иван Андреевич Бормотинсен çемйинче Галина хĕр çуралать. Вăл тăватă çул тултарсан çемйи Труд посёлокне куçса каять. Ялĕ вăрман çумĕнче, илемлĕ вырăнта ларать. Тăватă класс пĕтернĕ хыççăн Галина вĕренĕвне малалла Кивĕ Мăклавăшри шкулта тăсать. Ял пурнăçне ачаранах юратаканскер ӳссен выльăх тухтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Аттестат илсенех Жадовкăри совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен тăван хуçалăхнех таврăнать. Вăл вăхăтра колхозсем выльăх-чĕрлĕх питĕ нумай ĕрчетнĕ. Тухтăрăн ырми-канми ĕçлеме тивнĕ. Килти хуçалăх ĕнисене сиплеме те вăхăтне тупнă ырă чунлă хĕр.
Хăйĕн шăпине вара тăван ялĕнчех тупнă. Унăн мăшăрĕ В.А. Васильев ачаранах техника патне туртăннă. Вăл халĕ те механизаторта вăй хурать. Вĕсен çемйинче икĕ ĕçчен ывăл. Иккĕшĕ те ашшĕпе амăшĕ пек ял пурнăçне суйласа илнĕ. Тăрăшуллăскерсем ялти Р.М. Мускин фермер хуçалăхĕнче механизаторта ĕçлеççĕ. Кунта ĕçчен ентешсем сахал мар.
Труд посёлокĕ Кивĕ Мăклавăшран инçетре вырнаçнă. Унта автобус çӳремест, лавкка та çук. Ватă çынсене питĕ йывăр. Галина Ивановна вĕсене пулăшма тăрăшать. Ĕçсĕр ларма юратмасть вăл. Ака-суха вăхăтĕнче фермера та пулăшрĕ.
Çакăн пек çынсемпе мухтанас килет.
 
: 876, Хаçат: 38 (1130), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: