Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри краеведени музейĕ йĕркеленипе хулари Е.П. Славский ячĕллĕ ăслăлăхпа культура центрĕнче «Духовный отец нации» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалларăмăр. Конференцие хатĕрленме 2012 çулхи çу уйăхĕнчех тытăннă: йĕркелӳ комитечĕ чăмăртанă, И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпченĕ, баннерсемпе куравсем валли материал пуçтарнă, чăваш ялĕсем тăрăх çул çӳрев йĕркеленĕ. Ку ĕçре пире вырăнти чăвашсен автономи хастарĕ Г.П. Улюкин нумай пулăшрĕ.
Культура центрĕн фойинче темиçе пайран тăракан курав йĕркеленĕ: кĕнекесен, Яковлевăн йăх-несĕлĕн сăн ӳкерчĕкĕсем, чăваш тумĕ тата ал ĕçĕсем. Таврапĕлӳ музейĕ «Духовный отец нации» ятпа куçса çӳрекен курав уçрĕ. Унпа малашне те усă курма пулать.
Конференци залне П.И. Солдатов скульптор ăсталанă И.Я. Яковлевăн скульптура портречĕ илемлетрĕ.
Конференцие уçаканĕ тата пĕрремĕш доклад тăваканĕ — «Газбанк» директорĕ В.И. Чигаков — пулчĕ. Ун хыççăн Упамсар шкул вĕрентӳçи Р.Г. Чернова тухса калаçрĕ. Шкул ачисен «Ассоль» ушкăнĕ чăваш юррисене шăрантарчĕ. Самар облаçĕнчен килнĕ хăна, вырăнти чăвашсен наципе культура автономин ертӳçи Л.Н. Павлова хăйсен тăрăхĕнче 2012 çулта иртнĕ «Чӳклеме» уявĕ çинчен каласа, экран çинчен кăтартса пачĕ, юлашкинчен хăй юрласа ячĕ.
Çĕнĕ Майнăри чиркĕвĕн клирикĕ Александр Ижуков И.Я. Яковлев тĕне хисеплени çинчен доклад турĕ.
Вырăнти чăвашсен автономин членĕ И.Н. Иванюкова хăйĕн докладне Ваççа Аниççи поэтессăна халалланă. Вăл ертсе пыракан «Савăнăç» ушкăн чăваш туйне кăтартрĕ. Куракансем çаплах Эврелĕнчи «Телей», Çĕнĕ Малăклари «Пилеш» тата Димитровградри ӳнер шкулĕнчи ачасен «Шăпчăксем» ушкăнĕсен пултарулăхĕсене курса киленчĕç.
Г.П. Маля архитектор тата художник çуртсен малти енне капăрлатмалли мелсемпе паллаштарчĕ.
Юлашкинчен конференци пĕтĕмлетĕвне турĕç. Пирĕн музей малашне те И.Я. Яковлев несĕлĕсене тĕпчесе халăх хушшинче анлă сарассипе ĕçлĕ.
 
: 707, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

Nyai (2014-05-09 16:18:51):
Wow! That's a really neat anresw!

aspit7u1z9 (2016-08-29 03:11:28):
mobic drug<Ӳa> viagra over counter<Ӳa> cymbalta<Ӳa> cipro<Ӳa> generic vpxl<Ӳa> motrin<Ӳa> medrol<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: