Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çинкĕл районĕнчи Уличере Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă виçĕ ветеран тăрса юлчĕ. Вĕсенчен те пĕри кăна – Анатолий Виссарионович Жегалин – çапăçу хирĕнче тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă.
Анатолий Жегалина эпир час-часах шкула, ачисемпе тĕл пулса вăрçă нуши çинчен каласа пама чĕнетпĕр. Ветерансене курни, вĕсем каласа панине итлени çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.
Анатолий Виссарионович Уличере 1927 çулта çуралнă, шкулта 6 класс пĕтерсенех килти йывăрлăхсене пула колхоза ĕçлеме кайма тивет. «Вперёд» хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлет вăл. Вăрçă пуçлансан ялти арçынсем фронта кайса пĕтеççĕ. Жегалин пек 13-14 çулхи арçын ачасемпе хĕрарăмсем çине ялти мĕнпур йывăр ĕç тиенет. Чăтнă, фронта пулăшас тесе тăраниччен апат çисе курман, ĕçре кунне-çĕрне пĕлмен.
1944 çулта, 17 çул тултарсан, Анатолий Жегалина фронта кайма повестка килет. Ульяновска çитсен çамрăка стрелоксен иккĕмĕш полкне вĕренме яраççĕ. Танксене пĕтермелли хĕç-пăшалпа перекенĕ (ПТР) пулса вăл Монголире тăракан Забайкалье фронтне лекет.
1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна 959-мĕш полка ПТР наводчикне куçараççĕ. Вĕсем хамăр ялти Степан Арсеньевич Жегалинпа, Пётр Фёдорович Гордеевпа пĕрле çапăçнă. Ачасемпе тĕл пулнă чухне ветеран çеçенхирпе 60-70 çухрăм кайнисене, шăрăхра шывсăр, апатсăр нушаланнисене аса илет. Апат вырăнне тип çăкăр панă, тăшман сисесрен çĕрле утнă, кăнтăрла каннă пек тунă. Çийĕнчи гимнастёрки тарпа чул пек хытса ларнă.
1945 çулхи çурла (август) уйăхĕнчен вĕсем Японие хирĕç вăрçа кĕреççĕ.
- Вăрçă вăл пур çĕрте те вăрçă – яппунсемпе çапăçатăн-и, фашистсемпе-и? Пуля ухмах, никама та шеллемест. Телее, вăрçă нумая тăсăлмарĕ. Авăн уйăхĕн иккĕмĕшĕнче çу уйăхĕнчи Çĕнтерӳ кунĕ пекех савăнтăмăр, пĕр-пĕрне саламларăмăр, автоматпа сывлăша петĕмĕр. Кайран историрен кăна пĕлтĕм çак кун Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтнине. Пире японецсем парăннă тесе пĕлтерчĕç, - каласа парать ветеран.
Анчах çамрăка тӳрех киле ямаççĕ. 1945-1947 çулсенче вăл 262-мĕш дивизин вĕренӳ батальонĕнче çар ăсталăхне туптать. Аслă сержант, отделени командирĕ Анатолий Жегалин Порт-Артур çывăхĕнчи Квантун çур утравĕнче вырнаçнă çар чаçĕнче малалла службăна тăсать. 1949 çулта пулемёт взвочĕн командирăн пулăшаканĕ пулать. 1951 çулта тин тăван Уличе ялне таврăнать вăл. Унăн кăкăрне Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ, «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль илемлетет.
Мирлĕ пурнăçра каллех «Вперёд» колхозра вăй хурать: уй-хирте, кочегарта, уй-хир бригадин бригадирĕнче. 1972 çултан тытăнса 1987 çулта тивĕçлĕ канăва кайичченех Анатолий Виссарионович участок пуçлăхĕнче, завхозра тăрăшать. Нумай çул хуçалăхра ĕçленĕшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ.
-Çĕнтерӳ кунĕ - пирĕн çĕршыври тĕп уяв, мĕншĕн тесен хакĕ унăн çав тери пысăк, 25 миллион çын пурнăçĕ. Этемлĕхĕн вăрçă урокне манмалла мар, тĕнчере килĕшӳпе тăнăçлăха сыхласа хăвармалла. Эсир, ачасем, Çĕр çинче çав Çĕнтерĕве пула пурăнатăр. Çакна асра тытăр, - тесе вĕрентет Анатолий Жегалин.
 
Çинкĕл районĕ.
 
: 870, Хаçат: 18 (1214), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: