Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Заволжски районĕнчи чăваш чĕлхипе культурине вĕрентекен 63, 72 тата 73-мĕш шкулсем 64-мĕш шкула пуçтарăнса Чăваш чĕлхи кунне ирттерчĕç. Мероприятие пĕтĕмĕшле И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă.
Чĕлхемĕре вĕрентекен Мария Карпова ачасене Иван Яковлев кам пулнине, мĕнпе палăрнине кĕскен каласа пачĕ. Унтан Мария Шипкова тата Дарья Трофимова (64-мĕш шкул, 11-мĕш класс) Иван Яковлевăн пурнăçĕпе, сулмаклă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçне вĕсем пилĕк страницăна пайланă: вĕреннĕ çулсем; алфавит тата вăл çырнă кĕнекесем; шкулсем уçнă, инспекторта ĕçленĕ вăхăтсем; Чăваш чĕлхи кунĕ. Ун хыççăн ачасем мĕн ас туса юлнине тĕрĕслерĕç: пуç ватмăшсемпе викторинăсем ирттерчĕç. Ачасем кăткăс ыйтусене те хурав пачĕç. Çĕнтерӳçĕсене парнесемпе савăнтарчĕç.
Юля Иванова (64-мĕш шкул) Иван Яковлев чăвашсене пиллесе хăварнă Халалăн сыпăкĕсене вуларĕ. Анастасия Муленкова (64-мĕш шкул) тата Анастасия Прокопьева (63-мĕш шкул) чăвашла сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Алёна Майрабеева (72-мĕш шкул) «Шыв юхать» юрă парнелерĕ. 64-мĕш шкулта вĕренекенсем Снежана Ухванова тата Женя Киричук «Упа-упа-утаман» шӳтле юрра, Ирина Васильева тата Юлия Иванова «Вăйăра» юрăсене шăрантарчĕç. Екатерина Пыркина (73-мĕш шкул) «Ульяновск» сăвва вуларĕ. Вĕçĕнче Мария Макаровна Иван Яковлевăн йăх-тымарĕпе паллаштарчĕ, сăн ӳкерчĕкĕсене экран çинче кăтартрĕ.
Çакна палăртса хăварас килет: 64-мĕш шкулта иртекен кашни мероприятиех ачасем хаваспа хутшăнаççĕ. Тупăшсах чăваш кĕпи тăхăнаççĕ, юрă-сăвă вĕренеççĕ. И.Я. Яковлев кун-çулне шăпăрлансем тĕплĕн тишкерни те уççăнах курăнчĕ. Паллах, кунта вĕрентӳçĕсен тӳпи пысăк.Ульяновск хулин вĕрентӳ уйрăмĕн инспекторĕ Л.А. Васильева йĕркелесе пынипе М.М.Карпова (64-мĕш шкул), Е.М.Краснова (73-мĕш шкул), Г.И.Сергеева (72-мĕш шкул), Е.В.Лашманова (63-мĕш шкул) кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Уява хутшăннă ачасене юлашкинчен вĕри чейпе, канихвет-пĕремĕкпе, тортпа сăйларĕç.
 
: 699, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: