Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ керменте Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» XIV конкурс-фестивалĕ иртнĕ.
Унта хутшăнма 16-35 çулсенчи 42 юрăç кăмăл тунă. Вĕсенчен 30-шĕ жюри тата уяв йĕркелӳçисен çирĕп «али» витĕр тухса чăваш эстради фонограммăсăр та янăрама пултарнине ĕнентернĕ.
Уяв тĕпелне Тутар, Пушкăрт, Чăваш Республикисенчен, Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Хĕрлĕ Çыр хулинчен, чикĕ леш енчи Беларуçран хăнасем пухăннă. Жюри председателĕ – ЧР халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров. Ульяновск облаçĕнчен Уличе каччи Евгений Шепелев тата Ялавăр пики Татьяна Фролова пынă. Татьяна «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн дипломне тата ЧНК ятарлă парнине тивĕçнĕ. Пике «Чи çепĕç юрă» номинацире «Ачалăх» ятлă çепĕç юррипе çĕнтернĕ. Вĕсен пултарулăх ертӳçи – Ялавăр шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи Вячеслав Конюхов.
Виççĕмĕш вырăна Антонина Мордовская (Самар облаçĕ) тата Александра Данилова (Пушкăртстан) тухнă. Шупашкар çывăхĕнчи Евгений Николаевпа Етĕрне районĕнчи Лариса Степанова II степеньлĕ диплом илме тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна тухнă Наталья Васильевана (Шупашкар хули) 15 пин тенкĕлĕх парне панă. Гран-прие Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Ксения Сергеева çĕнсе илнĕ. Ăна хӳхĕм тухьяпа капăр эрешлĕ мăй çыххи тата ытти хаклă парне парса чысланă.
 
: 976, Хаçат: 18 (1214), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: