Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 25-мĕшĕнче Чăваш Патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă çĕршывра чаплă уяв кĕрлерĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă мероприяти темиçе тапхăрпа Теччĕ район центрĕнче тата Кăнна-Кушки ялĕнче иртрĕ.
Ирхи сакăр сехет тĕлне йышлă делегацисем Раççейĕн мĕнпур кĕтесĕсенчен килсе çитнĕччĕ: Мускавпа Шупашкартан, Свердловск, Челябинск, Самар, Чулхула, Ăренпур, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Пушкăрт Республикинчен, Тутарстанри чăвашсем пурăнакан хуласемпе районсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культурăна аталантаракансем, журналистсем, чăваш обществисене, автономийĕсене ертсе пыракансем, çыравçă-сăвăçсем, çивĕч перо ăстисем, артистсем тата ыттисем те.
Кăнна-Кушки ялĕнче чăваш çырулăхне никĕсленĕ чаплă Вĕрентӳçĕпе чăваш букварĕн авторне – И.Я.Яковлева — халалласа лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Унта Теччĕ район пуçлăхĕ Валерий Чершинцев, Кăнна-Кушкинчи тĕп шкул директорĕ Людмила Сачкова, чăваш чĕлхи вĕрентӳçи Анатолий Байдеряков, ку тăрăхăн пуçлăхĕ Сергей Гаврилов, И. Яковлев музейĕн директорĕ Алексей Пыркин, чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьевпа Валерий Туркай, Раççей гуманитари академийĕн президенчĕ Лев Кураков, Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Константин Яковлев, Мускавран мăшăрĕпе килсе çитнĕ хаклă хăна, И.Я. Яковлевăн виççĕмĕш сыпăкри кĕçĕн мăнукĕ Любовь Ордынская сăмах илчĕç. Любовь Михайловна мероприятие ăнăçлă ирттерме сунчĕ.
Малалла хăнасем Кăнна-Кушкинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулпа (1-9-мĕш классенче 20 ача вĕренет) паллашрĕç, Иван Яковлев музейне кĕрсе курчĕç. Ял тăрăх йĕркеленĕ экскурси пурин кăмăлне те кайрĕ. Хăйнеевĕр ыр кăмăллă ĕç — Патриархăмăр пурăннă çурт тĕлĕнче пысăк та хăтлă часавай тума шутлани. Никĕс тĕлне чул хыврĕç тата çĕнĕ ăру çыннисем валли хатĕрленĕ сунăм çырăвне капсулăна хурса хăварчĕç. Теччĕ район чăвашĕсен наципе культура центрĕн пуçлăхĕ Володар Тимофеев усламçă пуçару ăнăçлă пуласса шанса часавая кăçалхи кĕркуннехи асăну кунĕ тĕлне туса пĕтерме шутланине пĕлтерчĕ, строительство ĕçĕсем валли пуçласа 5 пин тенкĕ укçа хыврĕ. Володар Аркадьевич хыççăн Чĕмпĕртен килнĕ Владимир Бачков сăмах илчĕ. Кунта çуралнă, халь сĕтел-пукан кăларакан ĕçчен те укçа пухмачне 5 пин тенкĕ хучĕ. Ырă шухăш тытнă çынсем ку сăваплă ĕçе хăйсем çине илнине каларĕç, ыттисене те пулăшу аллине тăсма йыхравларĕç.
«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов çăмăл атлетикăпа ăмăрту пуçланни пирки пĕлтерчĕ. Мăн-мăн аслашшĕне халалланă юбилей чупăвне район ачисем хутшăнчĕç.
Автобуссем Теччĕ хулине тапранчĕç. Çул çинче экскурсовод район историйĕпе паллаштарчĕ, халăхсен туслăхĕ пирки каласа пачĕ, сумлă хăнасен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Теччĕри Культура çуртĕнче «Наследие просветителя» ятпа ăслăлăхпа практика конфе-ренцийĕ иртрĕ. Теччĕ район пуçлăхĕ унта хутшăннă Тутарстанпа Чăваш Ен правительствисенчен килнĕ сумлă çынсене, ăсчахсене, вĕрентекенсене саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ, Теччĕ районĕн Хисеп хутне Николай Угаслова, Владимир Бачкова тата Сергей Гаврилова пачĕ. Тутарстанри культура министрĕн çумĕ Гузель Нигматуллина Хусан чăваш халăхĕн пурнăçĕнче хăйне уйрăм вырăн йышăнни пирки каларĕ. «Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ Хусанта тухнă, театрĕ каллех кунта çуралнă. Иван Яковлев пурнăçĕнче те пирĕн хуламăр тарăн йĕр хăварнă,-терĕ вăл. – Тутарстанра пурăнакан кашни халăха эпир пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Республикăра чăвашсем пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ. Вĕсем пурăнакан ялсенче — 300 ытла культурăпа кану центрĕ, 125 ытла библиотека, музейсем (Кăнна-Кушкинче, Хусанкай ялĕнче), халăх ячĕллĕ 22 коллектив, 300 ытла ял-салара чăваш чĕлхипе литературине тĕрлĕ майпа вĕрентеççĕ. Куллен чăвашсен ăмăртăвĕсем, фестивалĕсем, конкурсĕсем иртеççĕ».
Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи социаллă тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕн çумĕ Игорь Кушев парнесем илсе килнĕ – Чăваш энциклопедийĕн тăватă томне тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çинчен çырнă кĕнекене Теччĕ район пуçлăхне Валерий Чершинцева тата Геннадий Яковлева парнелерĕ. Лев Кураков Геннадий Волков каланине аса илчĕ. «Геннадий Никандрович Иван Яковлевич Яковлевăн Халалĕ пек Çыру урăх нихăш халăхăн та çук тесе калатчĕ. Патриархăмăра ăнланас тесен пирĕн çав вăхăта таврăнмалла»,-терĕ Лев Пантелеймонович.
ТР вĕрентӳ министерствин тĕп канашçи Алсу Мингазова республикăра 96 чăваш шкулĕ (пилĕк çул каялла 114 пулнă), 850 тутар шкулĕ (пилĕк çул каялла 1000 пулнă) ĕçленине, наци элитине шкулсенче хатĕрленине тата мĕнпур чăвашсен 70 проценчĕ тăван чĕлхине вĕреннине пĕлтерчĕ.
Тухса калаçакансем нумайăн пулчĕç: УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, «Еткер» телекăларăмăн редакторĕ Олег Мустаев, Свердловск, Челябинск, Самар, Чулхула облаçĕсенчи чăвашсен наципе культура автономийĕсен ертӳçисем тата шкул ачисем. Вĕсем Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, йăх-ăрăвне тĕпченĕ. Чăваш тумне тăхăннă ачасен чăвашла калаçăвĕ конференци шăнăрĕ пулчĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Яковлев тăванĕ Любовь Ордынская та пушă алăпа килмен. Мускаври «Русское слово» кĕнеке издательствинче вăй хуракансер 7-мĕш классем валли кăларнă «Вырăс литератури» кĕнекен темиçе пуххине илсе килнĕ. «Ку кĕнекере эпир вырăс ачисем валли пуçласа Иван Яковлевпа паллаштаракан тĕпчев ĕçне, вăл çырнă Халала кĕртсе хăварма пултарнăшăн савăнатăп»,-терĕ Любовь Михайловна.
Уяв концертпа вĕçленчĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ Течче чи аван номерĕсене илсе килнĕ.
***
Эрнекун Мускава кайма тухсан Любовь Ордынская Чĕмпĕрти Иван Яковлевăн тата Иван Гончаровăн музейĕсене кĕрсе унти экспонатсемпе паллашса тухрĕ. Любовь Михайловна Теччĕ районĕнче иртнĕ уявпа тата Чĕмпĕрти çулçӳревпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Унран илнĕ интервью пирĕн хаçатра çу уйăхĕнче кун çути курĕ.
 
 
: 747, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Комментарисем:

Candy (2014-05-09 23:35:43):
Free info like this is an apple from the tree of knowdelgeĕ Sinful.

Jailyn (2016-06-30 16:52:10):
The genius store caleldĔ they're running out of youĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: