Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн Чукун çул районĕнчи «Килĕшӳ» уйрăмĕ тата облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г.Еленкин чăваш халăхне çутта кăларакан çыннăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ ятпа Патриархăмăрăн тăван халăха панă Халалне пичетлесе кăларса асăнмалăх парне тунă.
Ăна А3 форматпа яка хут çине уйрăм пичетленĕ, текста чăвашла çырнă. Ун тиражĕ – 100 экземпляр. Ку ĕçе стена çумне çыпăçтарса хума меллĕ – вара çамрăксене вĕрентсе каланă сăмахсем яланах куç умĕнче пулĕç.
Аса илтеретпĕр: И.Я.Яковлев ку Халала Чĕмпĕрте 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çырса хăварнă.
Çĕнĕ кăларăм
Ульяновскра пурăнакан таврапĕлӳçĕн, чăваш халăх ăсчахĕн М.Аляпкинăн «Серебряные россыпи Ивана Яковлевича Яковлева» кĕнекин иккĕмĕш кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.
Ăна автор Патриархăмăр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Ку кĕнекене архив докуменчĕсенчен йĕркеленĕ, кунта тӳрлетнĕ тата хушнă вырăнсем пур. Пĕтĕмĕшле калаçу вара И.Я.Яковлев шкулĕ çинчен тата вăл тăрăшнипе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче мĕнле ялсенче шкул уçни пирки пырать. Ку кĕнекепе справочник вырăнне усă курма питĕ меллĕ. Унăн тиражĕ – 75 экземпляр.
 
: 761, Хаçат: 18 (1214), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: