Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачалăх вăхăтĕнче пушар сӳнтерекен пулас шухăш пуçа кĕмен те. 1969 çулта вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан салтак ячĕ тухрĕ. Çак вăхăтра пĕр хĕрачана питĕ юрататтăм. Вăл та мана килĕштеретчĕ. Эпир пĕрлешме те хатĕрччĕ…
Медицина комиссине иртнĕ чухне çар комиссарĕ: «Лăпкă океан шыв ай флотне хĕсмете кайма кăмăлу пур-и?» - тесе ыйтрĕ.
Эпĕ флотра виçĕ çул пулса юратнă савние çухатасран хăраса килĕшмерĕм. Мана ятарлă командăра хĕсметре тăма ямаллине пĕлтерчĕç. Ятарлă команда мĕн иккенне ăнлантармарĕç.
Эпĕ çар чаçĕнчи пушар сӳнтерекенсен уйрăмĕн командирĕсене вĕрентсе кăларакан сержант шкулне çаклантăм. Çур çул пĕлӳ илсе сержант пакунĕсене тивĕçсен пĕр чаçа ячĕç.
Эпĕ хĕсметре тăракан вырăнта пушарсем пулман та. Çывăхри хулара пысăкрах пушар пулсан пире унта яратчĕç. Эпир, çамрăкскерсем, хăраса тăман: тĕтĕм, вут-çулăм ăшне кĕрсе хамăр ĕçе пурнăçлаттăмăр. Вырăнти профессиллĕ пушар чаçĕсен ĕçченĕсем – ахаль çынсем. Вĕсем те хăйсен ĕçне тăрăшса пурнăçлатчĕç. Апла пулсан та кайран, вырăнта пурăнакан çынсем каласа панинчен, пушар сӳнтерекен салтаксем харсăртарах пулнине пĕлеттĕмĕр. Пирĕн ĕçе çапла хак панăшăн савăнаттăмăр. Кăмăл çĕкленетчĕ. Çакна ăнланса илтĕм: пушар сӳнтермелли ĕç – сумлă иккен, çынсене инкекрен çăлса хăварни пулать. Вĕсен ĕçĕ – мухтава тивĕçлĕ.
Салтакран Ульяновска таврăнтăм. Техникум пĕтерсен панă направленипе çапла пулмаллаччĕ. Вăхăтлăха кăна тенĕ пек (пурнăç йывăрлăхĕсене шута илсе) Чукун çул районĕнчи пушар сӳнтерекенсен чаçне уйрăм командирĕ пулса ĕçе вырнаçрăм.
Тĕрлĕ вут-çулăмпа кĕрешме тӳр килчĕ. Пĕррехинче…
Çуллахи ир тревогăпа пушар сӳнтерме тухса кайрăмăр. Гай урамĕнчи пĕр çуртăн çур путваллă алăкĕнчен вăйлах мар тĕтĕм тухать. Алăкне лумпа хирсе уçрăмăр. Унăн урати çумĕнчех хĕрарăм выртать. Çумĕнче – 3-4 çулти ача. Вĕсене васкаса урама илсе тухрăмăр. Васкавлă пулăшу чĕнтертĕмĕр. Водитель инкеке çакланнăскерсене ятарлă майпа сывлаттарма тытăнчĕ. Эпир вут-çулăмпа кĕрешме хваттере кĕтĕмĕр. Çулăм умывальник çумне çапса хунă хăмана тата çӳп-çапа хыпса илнĕ. Сӳнтертĕмĕр те хваттерĕн пысăк пӳлĕмне кĕтĕмĕр. Диван çинче арçын выртать. Ăна та васкаса урама йăтса тухрăмăр. Васкавлă пулăшу килсе çитнĕ çĕре виççĕшĕ те тĕтĕмпе (сĕрĕмпе) чăнтăхса-анăраса вилнĕ пулнă иккен. Ашшĕ-амăшĕ ĕçсе ӳсĕрĕлнипе çут тĕнчерен уйрăлнă, çамрăк чунăн пурнăçĕ те татăлнă.
Çакăн хыççăн пурнăçăма пушар сӳнтерекенсен хăрушă ĕçĕпе çыхăнтарма шутларăм темелле. Темле пушар та пулнă. Сӳнтернĕ. Пушар сӳнтерекенсене çийĕнчех чĕнсе илсен инкеке часрах çĕнтерме пулать. Нумай пурлăха тата çынсен пурнăçне çăлса хăварнă. Нумай-нумай çынран тав сăмахĕ илтнĕ.
Пушартан ялан сыхланмалла. Ун хыççăн нимĕнсĕр тăрса юлатăн.
Тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ должноçра вăй хутăм. Хам специальноçпах аслă пĕлӳ илтĕм. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Авиакомплексра пушар сӳнтерекенсен отрядĕнче вăй хутăм. Пирĕн коллектив питĕ туслăччĕ. Тăрăшса, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеттĕмĕр. Çапла вăй хунин усси пысăк пулнă. Заводра, промзонăра, аэродромра пушарсене алхасма паман. Вĕсем пулнах ĕнтĕ, анчах вăхăтра, завода инкек кӳриччен сӳнтерме тăрăшнă. Паян "Авиастара" пĕр пушар чаçĕ çеç сыхлать. Маларах – виççĕччĕ.
Халĕ те тăрăшса ĕçлеççĕ. Часть пуçлăхĕ М.А.Чернов çапла калать: «Владимир Дмитриевич, мы продолжаем ваши традиции и приложим все усилия по недопущению пожаров на объектах "Авиастара". Эпĕ вĕсене ăнăçусем сунатăп.
Çакна та палăртса хăварас килет: юратнă хĕршĕн вăл ĕмĕтленнĕ моряк пулаймарăм. Пирĕн пурнăç çулĕсем пĕрлешмерĕç.
Çапла майпа пушар сӳнтерекен пулас тесе шутламасăрах çак ĕçре вăтăр çул ытла ĕçлерĕм. Пурнăçа пушар ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн – кулянмастăп.
Пушартан сыхлас ĕçре чăваш ачисем нумай. Вĕсенчен нумайăшĕ çинчен каласа, çырса кăтартма май пур. Тĕслĕхшĕн ушкăнра пĕрле вăй хунă юлташсене асăнатăп: Николай Фёдорович Вавилин – пушар спорчĕн маçтăрĕ, Раççей ăмăртăвĕсене нумай хутшăннă; Анатолий Николаевич Николаев – «За отвагу на пожаре» медаль кавалерĕ; Николай Петрович Мулендеев – область шайĕнчи управлени пуçлăхĕ таранччен хăй ĕçĕнче ӳссе пычĕ.
Пушар сӳнтерекенсен кунĕпе тивĕçлĕ канăва кайнисене, çак ĕçре паян вăй хуракансене саламлатăп.
Сăмах май, Пушар сӳнтерекенсен кунне Алексей Михайлович Романов патшан «Соборное уложение 1649 года» хушăвĕпе ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче паллă тума тытăннă. Совет саманинче В.И.Ленинăн «Об организации государственных мер борьбы с огнём» Декречĕпе ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче уявлама çирĕплетнĕ.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 874, Хаçат: 18 (1214), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: