Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мункун (Мăнкун) – христиансен çуркуннехи уявĕ шутланать. Православи тĕнне йышăнсан чăвашсемшĕн те вăл пысăк уяв пулса тăнă.
Ял çыннисем Мункуна маларах хатĕрленнĕ: пӳрт ăш-чиккине, тӳшек-минтерне çуса тасатнă, пахчара, çурт-йĕр таврашне тирпейленĕ, сĕтпе ытти юр-вартан тутлă çимĕç хатĕрленĕ.
Мункун умĕнхи вырсарникун (верпăнни кунĕ) ваттисем кăчкă йывăççин турачĕсене чиркӳре кĕлĕ ирттерсе тасатнă, унтан вĕсене килти турăш кĕтесне хунă.
Çамрăксем тĕрлĕ вăйăсем выляма хатĕрленнĕ. Мункун çитиччен пĕр эрне маларах каччăсем таканккăсем (пысăк ярăнмалли) лартнă. Ярăнмаллисене кашни касăрах тенĕ пек вырнаçтарнă: леш майĕнче П.Клинкин çурчĕ çумĕнче, Муллакасра – Г.Углев умĕнче, Аялти урамра – П.Уба, Н.Савинов çурчĕсен умĕнче.
Таканккăпа хĕрпе каччăсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса ярăннă. Çак ярăнкăчсене каçпа хурал та тăнă. Апла пулин те ир валли вĕсене урăх касри çамрăксем мăшкăллашса çĕмĕрсе хăварнă.
Урамсенче каччăсемпе хĕрсем лапталла, юсталла, хуранла, чижикла, çăмарта кустармалла вылянă. Вĕсене вылясси Мункун эрнипех тăсăлнă.
Мункун умĕнхи каç çамрăксем уçăрах çĕрте кăвайт чĕртнĕ, ун урлă сикмелле вылянă. Унччен маларах ланчашкасенчен майласа тунă, вут чĕртнĕ «ракетăсене» çӳлелле ывăтнă. Ку каç килти çутăсем те ялта часах сӳнмен.
Мункунра ача-пăча ирех çăмарта пуçтарма тухнă. Ĕлĕкрех вĕсем тăванĕсем патне кăна кайнă, халĕ вара килĕрен çӳреççĕ. Çăмартасене хĕрлĕ, сарă тата ытти тĕссемпе пĕветнĕ.
Мункуна кашни килĕре кăмака хутса апат-çимĕç пĕçернĕ. Кăнтăр иртсен ватăраххисем тăванĕсем патне рете пуçтарăннă, хăнана килĕрен çӳренĕ. Тепĕр çул рете чĕнекенĕ урăххи пулнă. Ун чухне сĕтел çинче пĕветнĕ çăмарта, чăкăт, çуллă чăкăт, çăмарта хăпартни, сӳтĕн, тĕрлĕ йышши кукăль лартнă. Хăнасене тутлă апат çитерме тăрăшнă, эрех-сăра ĕçтернĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе хаваслă калаçса, юрласа уяв тунă. Çавăнпа ял тăршшĕпех юрă юрлани, купăс сасси илтĕнсе тăнă. Пысăк ратнеллисен речĕ темиçе куна та тăсăлнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен вара рете пĕр килĕре кăна пуçтарăнаççĕ, килĕрен çӳремеççĕ. Хăнана çамрăкрах мăшăрсем çӳреççĕ. Хĕрпе каччăсене урăх вăйăсем кăсăклантараççĕ: футбол, пĕчĕк (мини) футбол, волейбол, çапса тармалли.
2003 çулта ялта чиркӳ уçăлчĕ. Кунта эрне тăршшĕпех Мункунра кĕлĕ иртет. Чиркӳ чанĕсен кĕвĕллĕ сасси вара ир-ирех ял çийĕн сарăлса ян каять.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 1279, Хаçат: 18 (1214), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: