Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ыйхăран çынсем вăраннă -
Хĕç-пăшал сасси кĕрлет.
Снарядсем çĕре аркатнă –
Куççуль тăкăннă çĕре.
 
Кăтрам-кăтрам хура пĕлĕт
Шуса килнĕ Анăçран…
Кĕç путланнă савăк ĕмĕт –
Хăтăлма çук çак вутран.
 
Хурлăх кĕвви янăранă…
Сывлăш çаврăнми тусан…
Хаяр вăрçă, эх, алхаснă…
Пур çĕрте те юн, суран…
 
Хаяр вăрçă туртса илнĕ
Пурăнас çамрăксене.
Мăшăрĕсем кĕтнĕ, кĕтнĕ…
Вĕсем таврăнман килне.
 
Нумай çул кĕрлесе иртрĕ
Вăрçă чарăннăранпа.
Кĕл чечекĕн йĕппи чикрĕ…
Йĕреп вăраннăранпа.
 
Хура хурлăх тӳснисемшĕн
Уява паллă тăвар.
Эпир вăрçă ачисемшĕн
Кар тăма хатĕр пулар!
 
Нина ВАСИЛЬЕВА.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
Палăк çинчи çăлтăр
 
Палăк çинчи çутă çăлтăр
Хĕрелнĕ салтак юнĕпе.
Çăлтăр мар вăл, куççуль пултăр,
Салтак чунĕ сăнĕпе.
 
Пĕркеленнĕ карчăк пичĕ,
Вăл пăхать çăлтăр çине.
Сăн ӳкерчĕкĕн хăвачĕ
Асилтерет ун ачине.
 
Çĕр-анне çапсассăн чанне
Ăсатнă ачине вăрçа.
- Сыхла ывăлăма манне, -
Кĕлтунă куççульне шăлса.
 
Май пулман ăна таврăнма,
Тухайман ывăлĕ çулăмран.
Амăш чарăнман хурланма,
Чĕри чикнĕ, куç хупман.
 
Ывăлĕ выртать ют çĕрте
Пуç хунисемпе пĕрле.
Чул палăк çеç пурне те йĕртет,
Çăлтăр – çутатать çĕрле.
 
Çути ӳкет каçхи тӳпене
Хĕретсе, тăкнă юн-хĕмпе.
Йывăр салтака кĕтекене –
Кĕтет амăшĕ чунĕпе.
 
Николай ЕРЕМЕЕВ.
 
Ульяновск хули.
 
: 937, Хаçат: 18 (1214), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: