Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Копия.
 
Телеграмма
 
Симбирск Председателю Совдепа из Москвы
 
Сообщите по телеграфу обстоятельства условия избрания Председателей Чувашском женской и мужской учительских семинарий меня интересует судьба Инспектора Ивана Яковлевича Яковлева 50 лет работавшего над национальным подъемом чуваш и претерпевшаго ряд гонений от царизма думаю что Яковлева не надо отрывать от дела его жизни
 
Председатель Совнаркома Ленин НР 313
 
Копия с подлинной верна:
 
Çак телеграммăн копийĕ Ульяновск область Патшалăх архивĕн 190-мĕш фондĕнче (Чĕмпĕр губисполкомĕн халăх вĕрентĕвĕн уйрăмĕ, 1 опись, 38 дело) упранать. Ăна редакцие архивăн информаципе шырав тытăмĕн уйрăмĕн начальникĕ Роза Макарова илсе çитерчĕ.
Телеграммăна РСФСР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председателĕ В.И.Ленин Чĕмпĕр кĕпернин Хĕрлĕ Çар тата рабочисемпе хресченсен депутачĕсен Чĕмпĕр кĕпĕрнин Совечĕн председательне М.А.Гимова И.Я.Яковлев шăпи çинчен пĕлес тĕллевпе 1918 çулта янă.
Чăвашсене çутта кăларнă паллă педагог Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) ячĕ пĕтĕм тĕнчипе паллă. Вăл ăсчах-практик, икĕ чĕлхепе вĕрентекен шкулти пуçламăш вĕрентĕвĕн никĕсне калăплаканĕ, Чĕмпĕр чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн йĕркелӳçи, вĕрентӳ учебникĕсен тата тĕрлĕ кĕнекесен авторĕ.
Хусан патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан вăл 1875 çулта каллех Чĕмпĕр чăваш шкулне ертсе пыма тытăнать (1868 çулта Иван Яковлев гимназист харпăр чăваш шкулĕ уçнă пулнă). Ăна Хусан вĕрентӳ округĕн чăваш шкулĕсен инспекторне çирĕплетеççĕ.
Çак должноçра вăл 1903 çулччен вăй хурать, 37 чăваш шкулĕ уçма ĕлкĕрет. И.Я.Яковлев шкулĕнчен 1000 ытла вĕрентӳçĕ пĕлӳ илсе тухать. И.Я.Яковлев çĕнĕ чăваш алфавичĕ йĕркелет, пĕрремĕш чăваш букварьне кăларать. Вăл 50 çул обществăлла çутĕç тытăмĕнче вăй хурса хăйпе пĕр шухăшлисемпе 100 ытла кĕнекепе брошюра кăларать, пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçарать.
И.Я.Яковлевăн унпа пĕр шухăшлисем те, ăна ура хуракансем те нумай пулнă.
В.И.Ленин телеграмми – И.Я.Яковлев çырăвне панă хурав. Хусан кĕпĕрнин чăваш ĕçĕсен комиссариачĕ И.Я.Яковлева Чăваш вĕрентӳçисен семинарийĕн пуçлăхĕнчен хăтарнине çирĕплетекен распоряжени кăларать. В.И.Ленин çакăнпа килĕшме пултараймасть,çак пулăма хирĕçлесе тата И.Я.Яковлева хӳтĕлесе: «…факт следует считать постыдным, недопустимым и подлежащим немедленной ликвидации по соображениям: 1/ моральным, в виду величайших заслуг И.Я.Яковлева перед чувашским народом (…), 2/ деловым, до 50-летнего юбилея просветительной деятельности (И.Я.Яковлева осталось) 5-6 месяцев (…)», - тесе çырать.
 
: 1029, Хаçат: 38 (1130), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: