Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ентешсен çырăвĕсене тăнăçлă саманара пурăнакан çамрăк ăру çыннисене вуламашкăн ярса паратпăр. Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Тимлер. Акă мĕн çыраççĕ Аслă вăрçăран таврăнма пӳрмен чăвашсем.
«6 сентябрь 1942 çул çыру юратнă тăван çемьене-ха.
Пирвайхи йĕркерен сире пурне те питĕ пысăк салам çыратăп. Пырса килнĕрен нимĕнле хыпар та сиртен эпĕ илмен-ха. Мĕнле халпа эсир пурăнатăр — пĕлместĕп. Эпĕ кунта пурăнатăп-ха пĕр майлă – вĕрентсе çак уйăхра кăлараççĕ пулмалла. Киле пыма тӳрĕ килмест пулмалла кăларсассăн. Нумайăшне кăларсассăн пĕр-икĕ кунтанах ăсатрĕç. Пире çак уйăхра вĕрентсе кăлараççĕ, а хăçан илсе каясси паллă мар. Паян пур, ыран çук, çавăн пек халĕ. Хваттерте икĕ-виçĕ хут пултăм, анчах та ялтан килмен терĕ. Кăларсан телеграмма та яраймăн, кашт вăхăт пулсан ярăп е киле те пырса килĕп. Хальлĕхе нимĕн те калама çук, темĕнле вăхăт пулать.
Çавăнпа та эпĕ сиртен ыйтатăп енчен те килекенсем пулсан сухари туса парса ямашкăн. Атту тăрук каймалла пулсан çул çинче çимешкĕн нимĕн те пулмасть. Çул çине апат параççĕ, анчах мĕн панине пĕлетĕр хăвăр та. Сухари кăшт пулсан питĕ аван пулать. Эпĕ кун пек çырнипе хăраса ан ӳкĕр. Тен, час илсе каймĕç, анчах ку уйăх юлашки пулать вĕренесси. Юрать, килекенсем пулсан сухари парса ярăр, урăх нимĕн те кирлĕ мар. Сухари çул çинче аван пулать. Чассийе тӳрлетрĕм, халĕ аван çӳрет. Федор валли парне парса ярасшăнччĕ, анчах килекенсем пулмарĕç. Тепре килсен парса ярăп. Киле пымашкăн меслет пулмасть пулмалла. Ку уйăх е кунта , е урăх çĕрте. Вот и все.
Аттерен çыру илтĕм. Вĕсене кăнтăр енне ăсатаççĕ, но ăçта паллă мар тесе çырнă. Çырăвне Саратавран станцирен янă.
Петĕртен çыру илмен-ха ку уйăхра. Вот все. Серафиман вĕрентмелле, унта-кунта кайма шухăшламалла мар. Палькийĕн тоже вĕренме çӳремелле. Çакăнпа пĕтеретĕп…»
Василий Иванович Исланов фронтран танкистсен шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра çырнă çыру. Вăл Кĕçĕн Упи ялĕнче 1918 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Аслă вăрçăччен шкулта вĕрентӳçĕре ĕçленĕ. Çĕпрел районĕнчи çар комиссариатĕнчен вăрçа ăсаннă. 5-мĕш ударлă çарăн аслă лейтенанчĕ, танк командирĕ Василий Исланов 1943 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче хурçă учĕ ăшĕнче çунса кайнă. Вăл Запорожье облаçĕнчи Весёлое посёлок çывăхĕнчи тăванла çăвара канлĕхне тупнă. Вилнĕ хыççăн хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чăваш офицерне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Тата тепĕр фронтовикăн Илья Федорович Тимофеевăн çырăвĕсене вуласан та куççуль тухать:
«1942 çулхи акан 25-мĕшĕ.
Чи пирвайхи йĕркеренех çемьесене, сире пурсăра та хĕрӳллĕ салам. Аннене, Елизăна, Николая, уйрăмах Ивана тата çавăнпа пĕрлех сывлăхпа пурăнма сунатăп. Выльăх-чĕрлĕхе те, çурт-йĕре те.
Малалли йĕркесенче хам пурнăçа и хам нушана çырса пĕлтерем. Ман пурнăç питĕ начар. Мĕншĕн тесен килтен тухнăранпа урана салтман, лайăх вырăна выртман , çăпата пĕтрĕ, чăлхапа çӳретĕп, чăлхасем те çĕтĕлчĕç, тумлантарма 1-мĕш мая тумлантараççĕ. Çиме енĕпе тоже начар 650 грамм çăкăр, кунне 3 турилкке çăнăх шывĕ тата пĕр кашăк пăтă параççĕ, но çимепе те аптрамастпăр, ĕçлеттерсе тинкене илеççĕ. Пĕр-ик çухрăма вăрмана илсе каяççĕ, хул пуççи çине хурса вутă сĕтĕрттереççĕ, кунне 3-4 хут хутлатпăр, веç халтан ярать, начарланса кайрăмăр. Çиме начар, ĕç йывăр, вĕренетпĕр те, ĕçлетпĕр те… Артиллериста вĕрентеççĕ.
Ну, анне, шăтăкра улма мĕнле тăнă, аван-и, начар-и — çырса пĕлтерĕр. Улма акрăр-и?..
Çыру çырма та вăхăт çук. Яшка çиме чарăнсан çав хушăра питĕ васкаса çыратăп.
Салампа Илья».
(Ку çырăва Мари Республикинче, çынсене Атăлçи тăрăхĕнчен фронта ăсатма пуçтарнă вырăнта, çырнă).
Илья Тимофеевăн иккĕмĕш çырăвĕ:
«1942 çулхи çу (май) уйăхĕн 19-мĕш кунĕнче çыратăп ку çырăва. Анне, сире пурсăра та хĕрӳллĕ салам. Елизăна, Николая, Ивана – пурсăра та хĕрӳллĕ салам яратăп.
Эпĕ таврăниччен сывлăхпа пурăнма сунатăп. Малтан хам хыпара çырса пĕлте-рем... Инçетре кăнтăрта Хура тинĕс хĕрринче, Новороссийск хулинче çыру ярса хăваратăп, эпир малалла тата инçете каятпăр. Хура тинĕс урлă каçса Крым утравне каятпăр, унта мĕн тума каяссине хăвăр та пĕлетĕр. Тата 55 çухрăм тинĕспе каçмалла, çак кунсенче çитетпĕр… Фронта кайсан çухалатăн. Чĕрĕ юлас çук кунта. Ĕçсем начар… Эпир Чăвашран иккĕн, Саплăк ачипе пĕрле, вилсен-тусан пĕрин патне тепри çырса пĕлтерет. Çыру илмесĕр тăрсан кайса пăхăр.
Хушамачĕ Павел Ефимович Малянов килне кайса пăхăр тата Северный поселок мишер ачи пур. Вăл инçе мар, унта та кайса пăхăр. Ячĕ – Салахов Алим.
Çырăва çырса пĕтереп. Микалай, Иван, Елиза, анне, сывă пулăр. Ман пек телейсĕр ан пулăр. Çапăçса, вăрçса ан пурăнăр. Анне, ачасене выçă ан тыт, пур чухне çиччĕр, халь ак мана кирлĕ мар, веç çитет, çамрăк пуçа пуля тивет.
…ачасене ман тумтире сӳтсе туса пар, çĕтĕк ан çӳреччĕр. Эпĕ кунта пурнăçа хам кăна пĕлетĕп. Ку çырăва вутлă хиртен ярап. Брат-сватсене тата кӳршĕ-аршăсене салам калăр манран, ку çырăва çырать — хăвăрăн тетĕр Илька. Сывă пулăр!»
Илья Фёдорович Тимофеев 1922 çулта çуралнă. 1942 çулхи пушăн (март) 5-мĕшĕнче Аслă вăрçа илнĕ. Çĕртме (июнь) уйăхĕнче фронтра (1-мĕш дивизи, 10-мĕш батальон, ДЕА) хыпарсăр çухалнă.
Пĕрле çарта пулнă ентешĕсенчен пĕри – Павел Ефимович Малянов, 1923 çулхи, Севастополь çывăхĕнче тыткăна çакланнă, 1942 çулхи çурлан (август) 23-мĕшĕнче тыткăнра вилнĕ. Тепри – Алимзян Шарапович Салахов (1923 –1981 çулхи çăвăн 24-мĕшĕ), Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Çĕпрел районĕнчи Северный посёлокне герой пулса сывă таврăннă.
 
 
Тутарстан,
Çĕпрел районĕ,
Турхан Упи ялĕ.
 
: 1002, Хаçат: 18 (1214), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: