Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
Хулари хваттере сутса яла таврăнма шухăшларăмăр хĕрпе. Мана халĕ ял пурнăçĕ килĕшерех каять: ĕçе çӳремелле мар, хĕр те шкул пĕтерсе хулара професси илнĕ.
Ялта пӳрт туянтăмăр. Укçине парса татсан япаласене тиесе çĕнĕ вырăна килсе çитрĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле тата мăшăр карчăкпа старик пычĕç. Эпир вĕсемпе хулари çуртра килĕштерсе пурăнтăмăр, çавăнпа та вĕсем пирĕнтен юлас темерĕç. Вĕсемпе пĕрле пĕр пысăк çурт туянтăмăр, çурмалла.
Çуртри кивĕ япаласене кăларса хамăрпа илсе килнисене вырнаçтарса лартма васкамасăр малтан юсав ĕçĕсене тума шутларăмăр. Тăван тетесем пӳрте ăшăтакан пăрăхсене улăштарма хускалчĕç, хĕрпе иксĕмĕр шăлкалама, тасаткалама пуçларăмăр. Пăрăхсене çыпăçтармалли пайсем çитменнипе тетесем хулана кайрĕç. Пӳртре иккĕн кăна. Тем вăхăтра пӳрте икĕ арçын кĕрсе тăчĕ. Манăн хушамата, ята ыйтаççĕ, эпĕ йĕркипе хуравлатăп. Тете юсав ĕçĕнче пулăшма чĕннĕ пуль тесе шутлатăп хамăн пуçпала. Çав самантра пĕр арçынни ман ума пырса тăчĕ те сăмса умĕнче ялтăраса тăракан çĕççине çавăрчĕ.
-Ăçта укçăр? Мана укçа кирлĕ, нумай укçа, - тет.
Эп хампа шӳтлеççĕ пуль тесе кулса тăратăп-ха.
-Шӳтсем те сирĕн! Пире, ват çынсене мĕншĕн çапла хăрататăр?- тетĕп. – Эп сире паллатăп вĕт. Хулара пурăнатăр, пĕрре кăна мар курнă.
-Ăçта курнă эс пире? – куçне чарсах ыйтрĕ пĕри.
-Тӳрех аса илейместĕп халь. Анчах шухăшласан… Пит палланă çын пек курăнатăн, - тетĕп шикленмесĕрех.
Халь çакна аса илсен çӳç вирелле тăрать, палласа илнишĕн мана чиксе пăрахма та пултарнă вĕт вĕсем.
-Паллатăн-и е çук-и – ниме те пĕлтермест. Укçуна часрах кăларса пар, вăхăта сая ан яр, - тет тепри.
-Ăçтан кăларса парас ман сире укçа? Пенсионерăн мĕн укçи пултăр? Хăвăр шухăшласа пăхăр, ĕнер кăна пӳртшĕн укçине парса татрăм. Пĕр пин тупса пама пултаратăп.
-Мĕн тăватпăр эпир сан пин тенкӳпе?
-Кирлĕ мар пулсан ма ыйтатăр?
-Çук çав. Шăпах укçа илме килтĕмĕр, - пуçтахланаççĕ хурахсем.
-Пин тенкӳ те çук пулсан паратăп, ил те кай, хуçкаланса ан тăр, - тавлашатăп хам та.
Хам тепĕр пӳлĕме кĕрсе чăматанра укçа шырама пуçларăм. Пурччĕ унта. Шырарăм-шырарăм, нимĕн те тупаймарăм. Пин мар, пĕр тенкĕ те çук.
Кӳршĕсем патне чупса каçрăм. Пĕр пин ыйтрăм. Киле таврăнтăм, леш икĕ арçынни çук. Вĕсен вырăнне япала пушатакан арçынсем тăраççĕ.
-Укçине пире парăр, вĕсем кайрĕç, пире пама хушрĕç, - теççĕ.
-Эсир манран ыйтман вĕт, мĕн тума сире парам? Халех кунтан тухса кайăр, унсăрăн полици чĕнтеретĕп. Сире ку кирлĕ-и,- терĕм.
Хам вара укçана хĕстертĕм те каллех кӳршĕсем патне чупса кайрăм.
Каялла киле васкаса таврăнтăм. Хĕр мĕнле-ши унта? Çитрĕм. Манăн хĕр ним пулман пек пăркалана-пăркалана чӳрече çăвать. Хăй хăлхине тӳмесем чиксе лартнă та музыка итлет, артистсем хыççăн ĕнĕрлет. Ун çине пăхса савăннипе ыталаса чуптурăм.
-Яла куçса килнĕшĕн çаплах савăнатăн-им? – тет.
-Çапла, ку ман тахçанхи ĕмĕт пулнă вĕт, - терĕм.
Хам пуçра вара пĕр шухăш: Турă пурах çав. Çав пуçтахсемпе ăçтан сăмахсем тупса калаçнине те ăнлантарса параймастăп халь. Курман çыннах курнă тесе кăмăлне çемçетрĕм вĕт.
Кайран тин чăматанри укçана леш япала йăтакансем вăрланине, лешсене те шăнкăравласа укçа илме чĕннине ăнлантăм. Хваттер сутнă, кусен укçа нумай-ха тенĕ пуль. Эп юлашки укçана банка хунине ăçтан пĕлччĕр ĕнтĕ вĕсем!
 
 
Тутарстан,
Пăва районĕ.
 
: 973, Хаçат: 18 (1214), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: