Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 13-мĕш тĕлне облаçра çурхи культурăсене 377 пин гектар акнă.
Правительствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, облаçри мĕнпур районта кĕрхи культурăсен 308 пин гектарне имçамланă, сӳреленĕ. Çурхи культурăсене 461 пин гектар акма палăртнă (пĕлтĕр те çавăн чухлĕ пулнă). Ку енĕпе чи малта Çĕнĕ Спасск районĕ пырать. Кунта палăртнин 105,5 процентне пурнăçланă, çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 109,3 процентне акнă. Ун хыççăн Николаевка, Сăр, Карсун районĕсем пыраççĕ.
Кĕрхи культурăсем лайăх сыхланса юлнă – мĕнпурĕ 650 пин гектар (2008 çулхинчен 12 процент ытларах).
Чăнлă тата Чартаклă районĕсенче чĕкĕнтĕр акма тытăннă: планпа палăртнин 41,8 процентне (3,5 пин гектар) пурнăçланă та ĕнтĕ. Чартаклăсем – 77,5 процент, чăнлăсем – 41.
Хĕвел çаврăнăшĕ облаçра пурĕ 45,9 пин гектар (70,8) йышăнать. Çĕнĕ Спасск, Мелекесс тата Çинкĕл районĕсем çак культурăна акса пĕтернĕ.
Çĕнĕ Малăкла тата Чартаклă районĕсем 4,6 пин гектар рапс акнă. Карсун, Мелекесс, Кивĕ Майна тата Чăнлă районĕсенче тата хула çывăхĕнчи хуçалăхсенче хĕрсех çĕр улми лартаççĕ. Палăртнă 2191 гектартан 1564 гектарне лартнă (71 процент).
Пахча çимĕç 225 гектар (планпа 659 гектар пулмалла) акнă.
Пĕр çуллăх ӳсен-тăрана акас ĕçе мĕнпур районта вĕçленĕ. Куккурус акма тытăннă. Палăртнă 19 пин гектартан 3,9 пинĕ акăннă. Чартаклă тата Кивĕ Майна районĕсенче 7,9 пин гектар соя акнă. Ир пулакан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, хĕвел çаврăнăш, куккурус тата чĕкĕнтĕр акас ĕçсем часах вĕçленмелле.
 
Хамăртан тытăнмалла
Регионта «Хăвăнтан тытăн» проект хута каять. Унăн тĕллевĕ – çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе вăйлатасси.
Вĕренӳ министрĕ Екатерина Уба сăмахĕпе, проект çуллахи лагерьсем уçăлсан ĕçлеме тытăнĕ. Хула тулашĕнчи 21, палаткăсенчен тăракан 90 тата кăнтăрлахи 400 лагерьти çамрăксем облаçри культура тата çут çанталăк палăкĕсене сыхласа хăварассипе тата вĕсен тавра тирпей-илем кĕртессипе тăрăшĕ.
Облаçри 15 район проектпа ĕçлемелли плана министерствăна тăратнă. Тĕслĕхрен, Кузоватово районĕнчи шкул ачисем проекта хутшăнса Сĕве йăлăмĕнчи çăлкуçсене тасатĕç, Баевăри чулланнă йывăçпа Зотово кӳлли тавра тирпейлĕç.
Ĕç шыракансем сахалланаççĕ
Ульяновск облаçĕнче çулталăк пуçланнăранпа 7 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ. Вĕсенчен 3741 ĕç вырăнне вăтам тата пĕчĕк услам тытăмĕнче тунă. Çапла вара çынсене ĕçпе тивĕçтермелли тăватă уйăхри плана 126,7 процент пурнăçланă.
Ку кăтартупа Радищево, Карсун, Инза, Тереньга районĕсемпе Ульяновск хули малта пыраççĕ.
Хальхи вăхăтра облаçра 4099 ĕçсĕр çын шутланать. Анчах та ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, ĕç шыракансен шучĕ кашни эрнерех чакса пырать.
Ветерансем канашлĕç
Облаçри правительство çуртĕнче Атăлçи федераллă округри ветерансен канашĕсен семинарĕ иртмелле. Унта Раççейри вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă тата йĕркене сыхлакан вăйсен ветеранĕсен председателĕ Дмитрий Карабанов, Атăлçи федераллă округри ветерансен канашĕсен председателĕсем хутшăнĕç.
Ĕçлĕ канашлура облаçри чухăнлăха çĕнтерме пулăшакан «Забота» ятарлă программăна та сӳтсе явмалла.
Ветерансем çаплах çавра сĕтел тавра пухăнса облаçри халăха патриотла воспитани парас ĕçри музейсен вырăнĕ пирки калаçĕç.
 
: 904, Хаçат: 19 (1215), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: