Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Отличникĕ. «Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» кăкăр паллин (III степень) кавалерĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи партизансен отрячĕн командирĕн, Пасарлă Сăскан вулăсĕнчи милици уйрăмĕн пуçлăхĕн – Димитрий Крайновăн – мăнукĕ…
Виктор Анатольевич Крайнов «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» пĕрлĕхĕн тĕп директорĕн 2012 çулччен социаллă ыйтусемпе ĕçленĕ çумми (паян – тĕп специалист).
 
Ентешĕмĕрпе паллашсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле: документсем тăрăх вăл вырăс çынни, ашшĕ-амăшĕн паспорчĕсем çине те «национальность» йĕркере «вырăс» тесе çырса хунă. Аслашшĕпе асламăшĕ - Самар тăрăхĕнчи чăвашсем. Хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕр çĕрĕ-шывĕ çине куçса килнĕ. Димитрий Крайнов граждан вăрçи вăхăтĕнче партизан отрячĕн командирĕ пулнă. Пасарлă Сăскан вулăсĕнчи милици уйрăмне ертсе пынă. Пĕртен-пĕр ачи – Анатолий – авлансан çемйипе Хусана тухса кайнă. Ачисем – Викторпа Сергей – ашшĕ-амăшĕ хыççăн чăваш тĕнчинчен «тухса ӳкнĕ».
- Аттепе анне – Анатолий Димитриевичпа Валентина Александровна – Хусанти Горбунов ячĕллĕ авиаци заводĕнче ĕçлесе (атте – 6-мĕш разрядлă слесарь-инструмента льщик, анне – патшалăх служащийĕ) тивĕçлĕ канăва кайнă. Атте 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра Çурçĕр Тинĕс флотĕнче (Çурçĕр, Шурă, Баренц тинĕсĕсенче) нимĕçсен шыв айĕнче çӳрекен киммисенчен хӳтĕленме минăсем лартакан тата вĕсене сиенсĕрлетекен пулса çапăçнă.
Эпĕ ачаранах суккăр пулман. Пуçламăш классенче (1965-1971) Хусанти сывă ачасем вĕренекен шкултах пĕлӳ илнĕ. Хытă чирленĕ хыççăн куç вăйĕ чакса пыма тытăннă. 1970 çулта пирĕн çемье Ульяновска куçса килчĕ. Эпĕ Лаишевкăри начар куракан тата суккăр ачасен интернатĕнче вĕренме тытăнтăм. Пуçламăш классенче малашлăх пирки ĕмĕтленнисем пурнăç океанне путрĕç… - салхуланса калаçма тытăнчĕ Виктор Анатольевич.
Шăпăрлан вăхăтĕнчи тапхăрта ентешĕмĕр художник, скульптор, музыкант пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл тĕслĕ кăранташсемпе, акварель сăрсемпе ăравасăр (фантастический) ӳкерчĕксем тунă. Тăмран, пластилинран тĕрлĕ япаласем калăпланă. Пĕчĕкренех хăй тĕллĕн гитарăпа калама вĕреннĕ, юрăсем кĕвĕленĕ. Сасси вара, хăй аса илнĕ тăрăх, 60-мĕш çулсен пĕрремĕш çурринче пурăннă итали юрăçин – Робентино Лореттин – сассинчен кая пулман.
Интернатран вĕренсе тухсан Виктор Анатольевич Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн Ульяновскри уйрăмĕн вĕрентӳпе производство предприятине вырнаçать. Ашшĕ çулĕпе кайса слесарь-сборщика вĕренет. Çак тапхăрта вăл художество пултарулăхĕн «авăрне» кĕрсе ӳкет: ташă, юрă ушкăнĕсенче никампа улăштарма çук артист пулса тăрать. Вĕсем Хусанта, Пермьре, Челябинскра, Ярославльте, Дон-çи-Ростовра, Мускавра пĕтĕм çĕршыв шайĕнче иртекен фестивальсенчен яланах çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнаççĕ.
1980-1986 çулсенче В.А.Крайнов Мускав юридици институчĕн Ульяновскри уйрăмĕнче пĕлӳ илет. 1985 çулта ăна суккăрсен Культура çурчĕн директорне çирĕплетеççĕ. Кунта вăл юрă, ташă, драма ушкăнĕсем йĕркелет. Вĕсен ĕçне хăй те хутшăнать. Пĕтĕм çĕршыври хуласенче иртекен фестиваль-конкурссе не хутшăнать. Чĕмпĕрсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
2000 çулта Виктор Анатольевича «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» предприятие чĕнсе илеççĕ. Вăл тĕп директорăн çумминче 2012 çулччен вăй хурать. Çулла предприяти çĕнĕлле йĕркеленет. Ентешĕмĕр тĕп специалист ĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Вăл кунта вăй хуракан инвалидсен социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлет: вĕсен ĕçĕнчи хăтлăхшăн, предприятири обществăлла пурнăçа хастар хутшăнтарассишĕн тĕрлĕ майсем шырать. Паллах, уншăн чи малти вырăнта – инвалидсен сывлăхĕ, вĕсен çемйисенчи хутшăну, ветерансемпе ĕçлесси, тĕрлĕ мероприятисем ирттересси… Çак тĕллевпе çулсеренех предприятире «Реабилитация инвалидов общества с ограниченной ответственностью «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» ятарлă программа çирĕплетеççĕ. Ăна пурнăçлас яваплăх веçех ентешĕмĕр çине тиенет.
- Виктор Анатольевич ырă кăмăллă, тараватлă, йĕркеллĕ, тӳрĕ кăмăллă ертӳçĕ, - тет ун çинчен предприятин тĕп директорĕ А.А.Лытяков.
- Ăна куçĕ курман ертӳçĕ теме те çылăх, - хушса хурать А.А.Сабитов тĕп инженер. – Предприятири реабилитаци, культурăпа çутĕç, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли тата ытти социаллă ĕçсене пысăк шайра йĕркелесе пырать.
Виктор Анатольевич мăшăрĕ – Светлана Вазыховна – çак предприятирех автомашинăсем валли ларкăчсем, фермер сĕтелĕсем тăвас ĕçре вăй хурать.
Крайновсен ывăлĕ – Владислав – хулан коммуналлă тытăмĕнче вăй хурать. Авланнă. Икĕ хĕр пĕрчи çитĕнет.
Виктор Анатольевич вырăсланнă чăваш пулсан та хăйĕнче мĕнле наци юнĕ юхнине пытармасть. Аслашшĕпе, ашшĕ-амăшĕпе мухтанать. Чăваш халăхĕн историйĕ çинчен, унăн тĕнчипе палăрма ĕлкĕрнĕ ывăл-хĕрĕ çинчен нумай пĕлет.
Сывпуллашас умĕн вăл карас телефонĕ çине ӳкернĕ тата çыртарнă видеоролика курма сĕнчĕ. Малтанах Мускав сцени çинче 1930-86 çулсенче пĕтĕм çĕршывĕпе палăрса тăнă СССР халăх артисчĕ (лирикăлла баритон) Юрий Васильевич Гуляев «Желаю вам…» юрра шăрантарать пулĕ тесе шутларăм. Йăнăшрăм, ку - Виктор Крайнов, хăй тĕллĕн аталаннă юрăç пулса кайрĕ. Юрра пĕтĕмĕшлех итлесе пĕтертĕм. Ентешĕм çине пăхса куçăм шывланчĕ. Шăпамăр кашнин çинех уйрăмăн пăхать, телее те кашнине пĕр пек валеçмест. Виктор Анатольевич пек пур енчен те пултаруллă сусăр çынсем пурнăçпа киленсе пурăна пĕлни, пирĕншĕн, сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкеллисемшĕн , тĕттĕм уçлăхри çутă пайăрка.
 
: 705, Хаçат: 19 (1215), Категори: ентешсем

Комментарисем:

prodăwĕzzz (2013-09-19 12:23:37):
Соберĕм для Bаç по сĕти интеpнет бăзӳ дăнных потĕнциăлbныx kлиентов для Вашеro Бизнесă Вçе кoнтăктные данные Сoбиpаем Мнorо! Быçтро! Нĕдоpoгo! Узнăйте подрoбнĕе oб этoм пo тĕлефoнӳ +79137936342
IÇQ 6288862 Skӳpĕ: s....8 Ĕmăil: prodăwĕz388@gmăil.çom www: http://prodăwĕz.blogspot.r u/


prodăwĕzzz (2013-09-20 15:28:34):
Демовĕpçия kлиентскoй бăзы бесплатнo вçем поçĕтителям http://prodăwĕz.blogspot.r u/

Rovsan (2014-05-09 00:31:11):
I was seosurily at DefCon 5 until I saw this postĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: