Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Заволжски районĕнче Василий Маргелов генералăн палăкне уçнă. Ăна çĕнĕ скверăн варринче — Созидательсен проспекчĕпе Инженерсен саккăрмĕш проезчĕ хĕресленнĕ çĕрте — вырнаçтарнă. Ульяновскра унăн ячĕпе хисепленекен урам та пур.
Мероприятие 31-мĕш гварди уйрăм десантлă штурм бригади йĕркеленнĕренпе 15 çул тата 104-мĕш сывлăш десант çарĕ Азербайджан Республикинчен тухнăранпа 20 çул çитнипе çыхăнтарнă. Виçĕ метр çӳллĕш палăкăн авторĕ – Раççей Художникĕсен союзĕн членĕ, Ульяновскра пурăнакан скульптор Олег Клюев.
Палăк уçнă çĕре РФ оборона министрĕн çумĕ Аркадий Бахин, сывлăш десант çарĕн командующийĕ Владимир Шаманов тата Маргеловăн Мускавра пурăнакан ывăлĕсем килсе çитнĕ.
Василий Маргелова пĕрремĕш десантник тата легенда теççĕ. Вăл сывлăш десант çарĕн техника хатĕрĕсен, хĕç-пăшалăн тата вĕсемпе усă курмалли мелсен авторĕ, хальхи вăхăтри стратегиллĕ операциссенче ВДВ тивĕçĕпе пĕлтерĕшне çирĕплетекенни. Çак темăсемпе вăл нумай ĕç çырнă, диссертаци хӳтĕленĕ. Совет Союзĕн Геройĕ ятне вăл 1944 çулта тивĕçнĕ. 1954-1959 тата 1961-1979 çулсенче Василий Маргелов сывлăш десант çарĕн командирĕ пулнă. Вăл «Ылтăн Çăлтăр» медале, тăватă Ленин, Октябрь Революцийĕн орденĕсене, Хĕрлĕ Ялавăн икĕ орденне, Суворовăн 2-мĕш степеньлĕ, Аслă вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче Тăван çĕршывшăн вăй хунăшăн» 2-мĕш тата 3-мĕш степеньлĕ икĕ ордена, çĕршывăн аслă главнокомандующийĕн чен вуникĕ хут тава тивĕçнĕ. РФ оборона министрĕн хушăвĕпе 2005 çулта «Генерал армии Маргелов» РФ оборона министерствин ведомство медальне кăларнă.
Владимир Шаманов каланă тăрăх, скверта часах парашют вышки тата спорт комплексĕ вырнаçмалла.
 
: 886, Хаçат: 19 (1215), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: