Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак ятпа иртрĕ Чăваш Сайманри шкулта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă концерт.
Унта Чăваш тата Тутар Сайманĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем тата фольклор кружокне çӳрекен пĕчĕк артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Капăр чăваш тумĕ тăхăннăскерсем авалхи чăваш халăхĕн тата хальхи вăхăтри эстрада юррисене шăрантарчĕç. Куракансем уйрăмах Сергей Городецкий, Роман Самарцев, Андрей Симонов, Александр, Юля тата Анастасия Измайловсем, Алиса тата Алсу Алмаевсем, Ольга Вахтурова, Анна Михалкина, Елизавета Трошина юррисене лайăх йышăнчĕç. Чи пĕлтерĕшли — ачасем чăваш юррисемпе халăх умне тухса чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас ĕçре пысăк пулăшу пани.
Концерт умĕн Чăваш Сайман шкулĕнче вĕрентекенсем М.П. Батюк тата Р.Р.Юсупова И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем: Сергей Смирнов, Миша Измайлов, Полина Самарцева тата Даша Городецкая – ача-пăча юррисемпе савăнтарчĕç.
 
: 787, Хаçат: 19 (1215), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: