Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр Ен çыравçисем çĕнĕ саманара кăларакан илемлĕ литература тата публицистика журналĕн иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ.
 
Кăларăм Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Владимир Сваев панă «Кĕмĕл тумлă халăх» интервьюпа уçăлать. «Интервью» рубрикăра «Краткая чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская, Ульяновская области» икĕ томлă пысăк ĕçĕн редакторĕ тата йĕркелӳçи Чăваш халăх ăсчахĕ Дмитрий Кузьмин каласа пани пур.
«Критика тата публицистика» пайра «Ухсай тата Чĕмпĕр Ен», «Анатолий Юман пултарулăхĕ» материалсем хăйсен вырăнне тупнă.
«Проза» рубрикăпа пичетленнĕ «Пурнăç кукрашкисем». «Аншарли», «Шак-шак-шак», «Вискас», «Çылăхлă», «Анне пĕçернĕ хура çăкăр», «Утмăлтурат» хайлавсем вулакансемшĕн интереслĕ пулĕç.
«Драматурги» уйрăмра «Çумĕ», «Кирлĕ çын» историллĕ пĕр пайлă пьеса тата икĕ картинăллă камит вырнаçнă.
«Поэзи» рубрикăра пичетленнĕ сăвăсем, юптарусем те вулакансен кăмăлне çĕклĕç.
Кунсăр пуçне журналта тĕрлĕ жанрпа пичетленнĕ материалсем чылай: «Истори», «Пирĕн пуласлăх», «Тăван чĕлхе», «Чăваш халăх вăййисем», «Кулинари вăрттăнлăхĕсем», «Кулăш кушелĕ», «Юрă-кĕвĕ хумĕ çинче» рубрикă-семпе пичетленнĕ материалсем ача-пăчана та, çамрăксене те, çуллă çынсене те савăнтарĕç.
Журналта тĕслĕ тата хура-шурă сăн ӳкерчĕксем нумай.
Обществăлла редакцин тĕп редакторĕ Николай Ларионов пурнăçланă пысăк ĕçшĕн, унăн «ачине» çут тĕнчене кăларма пулăшнă «МедиаЦентр» директорĕ Дмитрий Иванов чăвашсене çакăн пек парне тунăшăн тав сăмахĕсене тивĕç.
«Атăл юрри» журналпа редакци тĕпелĕнче паллашма пулать. Вăл чăваш хастарĕсем патне, шкулсемпе ялсен вулавăшĕсене те çывăх вăхăтра çитĕ.
 
 
: 894, Хаçат: 19 (1215), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: